Республикӑри район изданийӗсен вӑтам тиражӗ 2 пинрен пуҫласа 4 пин таран. Муркашри "Ҫӗнтерӳ ялавне" паянхи кун 4 пин те 534 ҫемье вулать. Ку вӑл район хаҫачӗсем хушшинчи чи пысӑк кӑтарту.
"Ҫӗнтерӳ ялавӗ" эрнере икӗ хут тухать - юнкунпа шӑматкун. Анатолий Тихонов хаҫата 1993-мӗш ҫулта ертсе пыма пуҫланӑ. Тӗп редактор тилхепине тытсанах тиража ӳстерессипе ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеме тытӑннӑ. Сӑмах май ун чухне вӑл 2 пин ытла пулнӑ. Тӑрӑшни сая кайман - тираж кӗҫех 5 пинрен те иртнӗ. Паян компьютерпа Интернет саманинче ку хисеп чакнӑ пулин те кӑтарту савӑнтарать. Хаҫат кӑсӑклӑ пултӑр тесе ӑна тӗрлӗ материалпа пуянлатаҫҫӗ.
Алена Артемкина, Никита Углев.
Сентябрь 2026 |
