2020 çулхи январĕн 15-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă хăйĕн Çырăвĕнче РФ Конституцине улшăнусем кĕртме сĕнчĕ. Хыççăнах ятарлă ĕç ушкăнĕ ĕçе кÿлĕнчĕ.
Мартăн 11-мĕшĕнче РФ Патшалăх Думи çĕршывăн Тĕп саккунне кĕртме сĕнекен улшăнусем пирки калакан саккун проектне виççĕмĕш вулавпа йышăнчĕ. Патшалăх ертÿçи асăннă саккуна алă пусрĕ.
Çак улшăнусем пирки РФ Конституци сучĕ те мартăн 16-мĕшĕнче хăйĕн сăмахне каларĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин ыйтнипе унăн саккунлăхне РФ Конституци сучĕ тĕрĕслерĕ, сĕнекен улшăнусем çĕршывăн Тĕп саккунĕн положенийĕсемпе килĕшсе тăнине палăртрĕ.
Лилия ТАРАСОВА, район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă аталану ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ, хĕрарăмсен район канашĕн председателĕ:
- Çĕршыв Конституцине кĕртме сĕнекен улшăнусен шутĕнче çынсене пенсипе тивĕçтерессине, пенсисене çулталăкра пĕр хутран кая мар индексацилессине, обязательнăй социаллă страхование, граждансене адреслă социаллă пулăшу мелĕсемпе тивĕçтерессине, социаллă пособисемпе социаллă тÿлевсене çуллен индексацилессине патшалăх çĕршывăн Тĕп саккунĕ шайĕнче гарантилет. Питĕ тĕрĕс. Çак çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕнĕ хыççăн çынсене «Кăçал пенсисене индексацилĕç-ши? Пособисем сыхланса юлĕç-ши?» тата çакăн йышши ытти ыйтусем канăç пама пăрахĕç тесе шухăшлатăп. Мĕншĕн тесен вĕсем малашне те пулассине, çитменнине вĕсене çулсерен федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн индексацилесе пырассине Конституцирех çырса хурĕç.
Паянхи кунпа кăна пурăнмалла мар. Çак гарантисем паян пурăнакансемшĕн кăна мар, чи малтанах пулас ăрусемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулса тăраççĕ. Чăннипех те тивĕçлĕ пулсан, адреслă социаллă пулăшăва патшалăхран кирек кам та, кирек хăçан та илме пултарĕ.
Социаллă пулăшу адреслă пулмалла тени тĕрĕсех. Унпа чăннипех те тивĕçлисене тивĕçтермелле. Çапла вара социаллă ĕçĕн пахалăхĕ те лайăхланма тивĕç. Малашне çак ĕçе хакланă чухне пулăшу шучĕпе мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрнине мар, конкретлă кашни çыннăн, кашни çемьен пурнăçĕ мĕн чухлĕ лайăхланнине шута илме тивĕç.
Çĕршыв Конституцине кĕртме сĕнекен улшăнусемшĕн сасăланă май, эпир чи малтанах хамăрăн малашлăхшăн, хамăрăн пуласлăхшăн сасăлатпăр тесе шухăшлатăп. Раççей социаллă çĕршыв кăна мар, социаллă тĕрĕслĕх çĕршывĕ пулса тăма тивĕç. Тĕрĕслĕх тата тивĕçлĕ пурнăç кашни çыннăн пурнăç норми, пирĕн пурнăçăн тĕп хаклăлăхĕ пулса тăмалла. Çавăнпа та район çыннисем те сасăлав кунĕнче - апрелĕн 22-мĕшĕнче пысăк активлăх кăтартасса, хăйсен шухăшне уççăн палăртасса шанас килет.
В. ШАПОШНИКОВ.
Сентябрь 2026 |
