Республика вăйĕ - пĕрлĕхре
Категория: Главные новости
Опубликовано: 10.03.2020, 17:46
Просмотров: 751

Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа республикăра массăллă тĕрлĕ мероприяти иртет.
Юбилейлă мероприятисене паян Шупашкарти Пăр керменĕнче старт пачĕç. Унта пирĕн районăн пысăк делегацийĕ те хутшăнчĕ.


Уява республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев уçрĕ.
Çак мероприятире пĕрремĕш хут республикăри районсемпе хуласен парачĕ иртрĕ.
Пухăннисем театрализациленĕ представлени урлă республика историйĕпе паллашма пултарчĕç.
Чăваш Ен аталанăвне пысăк тÿпе хывнă çынсене çак мероприятире юбилей медалĕпе чысларĕç.

Н. НИКОЛАЕВА сăн ÿкерчĕкĕсем.
Добавить комментарий