Муркашсем Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă уява хутшăнаççĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 10.03.2020, 11:01 Просмотров: 694
смирнов
 
Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă мероприятисем республикăра мартăн 10-мĕшĕнче Шупашкарти Пăр керменĕнче пуçланаççĕ. Çав уява пирĕн районăн пысăк делегацийĕн йышĕнче Муркашри вăтам шкул директорĕ Николай Смирнов та хутшăнать.
Çак историлле пĕлтерĕшлĕ уява Муркаш районĕнчи ытти ятлă-сумлă çынпа пĕрле хутшăнни уншăн пысăк чыс пулнине палăртрĕ шкул директорĕ. Муркаш çĕрĕн пуян историйĕ Чăваш Ен аталанăвĕн уйрăлми пайĕ пулнăшăн хăпартланулăх туйăмĕ пуррине каларĕ.

Муркаш районĕнче Николай Смирнова 2001 çулта Шомикри тĕп шкул директорĕнче вăй хума тытăннăранпа лайăх пĕлеççĕ. Каярах, 2003 çулта ăна Муркашри лицей директорĕ пулма шанаççĕ. Вăл ертсе пынипе лицей тепĕр виçĕ çултанах инноваци программисене ĕçе кĕртсе пыракан пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсен пĕтĕм Раççейри конкурсĕнче çĕнтерÿçĕ пулма тата 1 миллион тенкĕ гранта тивĕçет. Лицейра республикăра чи пĕрремĕшсен йышĕнче кадет юхăмне йĕркелесе яраççĕ.

2012 çулта Николай Смирнов Муркашри вăтам шкул директорĕнче вăй хума тытăнать. Муркаш шкулĕ 2015 – 2018 çулсенчи виçĕ вĕренÿ çулĕнче те Раççейри чи лайăх ял шкулĕсен йышне кĕрет. Шкул регионти, федераци шайĕнчи чылай проекта хутшăнать. Кадет юхăмне, ăслăлăхпа тĕпчев ĕçне, профиль вĕрентĕвне, ытти ене те шкулта вăйлă аталантараççĕ. Муркаш шкулĕ республикăри ертсе пыракан аслă шкулсемпе тачă çыхăну тытать.

Ăста ертÿçĕ шкулти вĕренÿпе воспитани, хуçалăх, финанс процесĕсене пĕлсе йĕркелесе пырать. Çакна Чăваш Енĕн, Раççей Федерацийĕн профиль ведомствисен Хисеп грамотисем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамоти те çирĕплетсе параççĕ. Кунсăр пуçне Николай Смирнов «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн отличникĕ» хисеп паллине те тивĕçнĕ.
«Муркаш районĕн ывăлĕ-хĕрĕпе Муркаш шкулĕ, Муркаш районĕ, Чăваш Республики мăнаçланма пултарччăр тесе вăй хуратăп», – çапла палăртрĕ Муркашри вăтам шкул директорĕ Николай Смирнов ĕçри тĕп тĕллевне.

Н. НИКОЛАЕВА сăн ÿкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4