Раççей пĕрлĕхлĕ пулнипе хăватлă

Категория: Главные новости Опубликовано: 21.02.2020, 16:20 Просмотров: 400

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин кăçалхи январĕн 15-мĕшĕнче РФ Федераци Пухăвне Çырупа тухнă май, çĕршыв Конституцине улшăнусем кĕртме сĕнчĕ. Çак улшăнусене йышăнма пĕтĕм халăх сасăлавне ирттерсен тĕрĕс пуласси пирки каларĕ. Нумаях пулмасть вара çĕршывăн Тĕп саккунне улшăнусем кĕртме хатĕрлекен ĕç ушкăнĕн членĕсемпе тĕл пулнă май, сĕнÿсене шута илсе улшăнусем хатĕрлес ĕç мĕнле пынипе интересленчĕ, уйрăм ыйтусем çинче чарăнчĕ.

РФ Конституцине кĕртме хатĕрлекен улшăнусем пирки хăйĕн шухăшне депутатсен район Пухăвĕн депутачĕ, «ИНТТЕХС» ООО ертÿçи Альберт Иванов пĕлтерме кăмăл турĕ:

 

– Çак тĕл пулура палăртнă тăрăх, Конституцие улшăнусем кĕртме 500 ытла çĕнĕ сĕнÿ килнĕ, вĕсем уйрăм çынсенчен те, пĕрлешÿсенчен те пур. Паллах, вĕсем Конституцие кĕртме сĕнекен улшăнусене тарăнлатма тата тĕплĕнрех шухăшласа йышăнма пулăшаççĕ пулĕ тетĕп.

Çĕршывăн Тĕп саккунне кĕртме палăртакан улшăнусен шутĕнче халăх суйлакан влаçăн – патшалăх органĕсен федераци, республика шайĕнчи тата вырăнти муниципалитет шайĕнчи тытăмĕсем хушшинчи çыхăну принципĕсене пĕрлештересси, вĕсене çирĕплетсе хăварасси. Федеративлă патшалăхăн Тĕп саккунĕнче çак органсен тивĕçĕсене, вĕсем хушшинчи çыхăнусен пĕтĕмĕшле механизмне уçăмлăн кăтартмалла.

Конституцире ĕç укçинчи пĕчĕк виçи пурăнма кирлĕ минимумран пĕчĕкрех пулма пултарайманнине палăртни – питĕ вырăнлă, пенсие индексацилессине Тĕп саккун шайĕнче çирĕплетни – питĕ тĕрĕс. Анчах та тÿрех каласа хăварас килет – ĕçлекен пенсионерсене ыттисенчен уйăрни çак Конституцин тĕп принципĕсене пăсни пулать. Вăл ĕçлекен пенсионерсен прависене хĕсĕрлет.

Хаçат вулакансем, пирĕн суйлавçăсем питĕ лайăх пĕлеççĕ: çак индексации ыйтăвне татса панă пулсан пирĕн çĕршывра официаллă ĕçлекенсен шучĕ чылай хушăнĕ. Вăл вара, паллă ĕнтĕ, пенсии фончĕн калăпăшне тата чылай пысăклатма пулăшĕ.

Кунсăр пуçне тата пысăкрах пĕлтерĕшлĕ задачăсене те асăнмалла – çак улшăнусем çĕршыв хăрушсăрлăхне тата суверенитетне çирĕплетме пулăшма тивĕç. Çакăнпа çыхăннă сĕнÿсем уйрăмах нумай килни пирки ĕç ушкăнĕпе ирттернĕ тĕл пулура та палăртрĕç.

Çĕршыв шайĕнче пысăк должноç йышăнакан çынсем тĕлĕшпе уйрăм чикĕлевсемпе требованисем пулмалли куç кĕрет. Çакă вăл регионсен ертÿçисене, Федераци Канашĕн членĕсене, Патшалăх Думин депутачĕсене, РФ Правительствин Председателĕпе унăн çумĕсене, федерации органĕсен ертÿçисене, судьясене пырса тивмелле. Кун пек должноç йышăнакансем ют çĕршыв гражданĕсем пулмалла мар. Нимĕн те тăваймăн, патшалăх службин тивĕçĕ – халăхшăн ĕçлесси. Раççей Президенчĕ тĕлĕшпе вара требованисем татах çирĕп пулĕç, Раççей территорийĕнче 25 çултан кая мар пурăнни кирлĕ пулĕ.

Мана вара Владимир Путин ĕç ушкăнĕпе тĕл пулнă чухне В. Машков каланă сăмахсем тарăн шухăша ячĕç. Чăннипех те Раççей территорийĕ вăл йышăнакан анлă çĕр лаптăкĕ кăна мар. Вăл – пĕртен-пĕрре. Ун пекки урăх ниçта та çук. Çакă вăл унăн ырлăх-пурлăхĕ тĕлĕшпе кăна мар.

Хальхи вăхăтра вара пирĕн территорие куç хывакансем, ăмсанакансем, хапсăнас шухăшлсем те çук мар. Ют çĕршыв политологĕсем хушшинче çакăн пек шухăшлисем те пурри пирки калать В. Машков: «Путин Президент чухне нимех те тума май килмĕ. Президент посчĕ урăххине куçсан вара ку енĕпе анлă майсем уçăлĕç». Çавна май вăл Раççей территорийĕн пĕрлĕхне Конституци шайĕнчех çирĕплетсе хăварма сĕнет.

Питĕ тĕрĕс сăмахсем. Хаçат та вулатпăр, телевизор та пăхатпăр. Чăннипех те Курил утравĕсене алла илес шухăшлисем, Крыма каялла тавăрас текенсем хальхи вăхăтра пайтах, 1867 çулта Раççей империйĕ Аляскăна сутнине те манмалла мар. Çавăнпа та Раççей территорине вакласси, салатасси, «парнелесси» пирки сăмах кăна мар, шухăш та ан пултăр.

Владимир Путин çак шухăш тĕрĕс пулнине палăртрĕ, юристсемпе сÿтсе явса ăна Тĕп саккун шайĕнчех çирĕплетсе хăварма шантарчĕ.

Конституцие кĕртме палăртакан ытти улшăну пирки те чарăнса тăма пулать. Пĕтĕмĕшле илсен вĕсем пĕтĕмпех пирĕн çĕршыври тăнăçлăха сыхласа хăварассипе, çĕршывăн суверенитетне тата никама пăхăнманлăхне çирĕплетессипе çыхăннă. Общество пурнăçĕ çĕнелсе аталаннă май хăш-пĕр улшăнусем тумасăр май çук. Чи пĕлтерĕшли вара – Раççей интересĕсене сыхласа хăварасси.

 

 

 

В. ШАПОШНИКОВ  калаçнă.

 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4