Хальхи вăхăтра çынсене тарăн пĕлÿ панипе пĕрлех вĕсен культура хаклăлăхĕсене аталантарса пырасси, шалти кăмăл-туйăмне, ăс-хакăлне пуянлатасси те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Шăпах çак тивĕçе пурнăçлаççĕ те ĕнтĕ паян культура учрежденийĕсем, вĕсенче вăй хуракансем. Çак задачăн пĕлтерĕшне шута илсе пурнăçа кĕртме пăхнă та ĕнтĕ «Культура» наци проектне.
Любовь РЫЖКОВА, район администрацийĕн культура, архив ĕçĕсен тата туризм пайĕн пуçлăхĕ:
– 2019 çулта «Культура» наци проекчĕ пурнăçа кĕме тытăнчĕ. Унăн шайĕнче «Культурная среда», «Творческие люди» тата «Цифровая культура» регион проекчĕсене туса хатĕрленĕ. Чăваш Ен Культура министерствипе Муркаш район администрацийĕ хушшинче çак проектсене пурнăçа кĕртессипе килĕшÿ турăмăр, «çул-йĕр картти» туса хатĕрлерĕмĕр. Проектпа килĕшÿллĕн культурăпа кану учрежденийĕсем тăвассипе тата юсав ĕçĕсем ирттерессипе, вĕсене хальхи çĕнĕ оборудованипе тивĕçтерессипе, кинозал уçассипе, тĕслĕх библиотекăсем йĕркелессипе, кĕнекесен фондне çĕнетессипе, специалистсене вĕрентессипе ĕçсене пăхса хунă.
«Культура» наци проекчĕ шайĕнче 2020 çулта Мăн Сĕнтĕр библиотекин бази çинче тĕслĕх библиотека йĕркелеме палăртатпăр. РФ субъекчĕсен конкурсне хутшăнса çĕнтерÿçĕсем хушшине лекнĕ май, кунта çитес çул 5 млн тенкĕлĕх модернизаци ĕçĕсене туса ирттерме пăхнă. Çавна валли укçа-тенкĕне федераци бюджетĕнчен уйăраççĕ. Çавăн пекех наци проекчĕ шайĕнчех культура отраслĕн 3 специалисчĕ вĕренÿ центрĕнче хăйсен пĕлĕвне ÿстерчĕ.
Çавна палăртса хăварасшăн. Ялта культурăна аталантарассин проблемисем çине патшалăх юлашки вăхăтра пысăк тимлĕх уйăрать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2019 çулхи сентябрĕн 26-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăç пахалăхне ÿстермелли хушма мерăсем çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн, культура учрежденийĕсенче хальхи условисем йĕркелеме пирĕн района 2020 çулта республика бюджетĕнчен 21,5 млн тенкĕ уйăрса параççĕ. Вăл шутран 11,3 млн тенкĕ – Культура çурчĕсен, 8 млн тенкĕ – библиотекăсен, 1,6 млн тенкĕ – ача-пăча искусство шкулĕн, 0,6 млн тенкĕ – муниципалитет архивĕн пурлăхпа техника базине пуянлатма.
2013 çултан тытăнса, патшалăх пулăшăвĕпе усă курса, район администрацийĕ пулăшнипе районта 10 культурăпа кану учрежденине юсанă, 11 учреждение модернизациленĕ. Калăпăшлă юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ хыççăн кăçал Ярославкăри Культура çурчĕ хăйĕн алăкĕсене уçрĕ. Хальхи вăхăтра Сыпайри клубра юсав ĕçсем пыраççĕ.
Çакă пĕтĕмпех халăх пултарулăхне аталантарма майсем туса парать. Пирĕн пурин те хитре, ăшă, хăтлă Культура çуртне пырас килет, юрлас, ташлас, тĕрлĕрен кружока çÿрес кăмăл çуралать. Юлашки вăхăтра пултарулăх коллективĕсен хисепĕ кăна мар, вĕсен пултарулăх шайĕ те ÿссе пынине палăртма кăмăллă. Районта çуллен художество пултарулăх коллективĕсен «Чечеклен, юратнă Муркаш ен!» конкурс фестивальне ирттеретпĕр. Кăçал вăл 68-мĕш хут иртрĕ, унта 51 коллектив хутшăнчĕ, вăл шутран 4-шĕ – çĕнĕрен йĕркеленнисем.
Художество пултарулăх коллективĕсем концерт ĕçне-хĕлне активлă туса пыраççĕ. Районта 425 концерт ирттернĕ. Коллективсем концертсемпе кÿршĕ районсене кăна мар, республика тулашне те тухса çÿреççĕ. Москакассинчи Культура çурчĕ çумĕнчи «Шуçăм» юрăпа ташă халăх ансамблĕ Оренбург облаçĕнче иртнĕ пĕтĕм чăвашсен «Акатуй» уявне хутшăнчĕ. Тренккăри Культура çурчĕ çумĕнчи «Уяр» ансамбль Мари Республикинчи Горномарийски районĕнчи регионсем хушшинчи «Пеледыш айо» уявне хутшăнма тивĕçрĕ. Районти Культура çурчĕ çумĕнчи «Муркаш» халăх фольклор ансамблĕ пĕтĕм Раççейри Мускавра иртнĕ «Акатуй» уявĕнче хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. Мăн Сĕнтĕрти «Янаш» юрăпа ташă халăх ансамблĕ, Орининти Культура çурчĕ çумĕнчи ветерансен «Орин Ен» халăх хорĕ, Катькасри Культура çурчĕ çумĕнчи ачасен «Сывлăмпи» ансамблĕ Тутар Республикинчи «Акатуй» уявне хутшăнчĕç.
Театр коллективĕсем те активлă аталанаççĕ, пултарулăх фестивалĕсене хутшăнаççĕ. Оринин халăх театрĕ Раççейри студентсен тата хăй тĕллĕн йĕркеленнĕ театрсен конкурс фестивалĕн Атăлçи федераци округĕнчи регионсем хушшинчи тапхăрне хутшăнса «Чи лайăх актер ансамблĕ» диплома тивĕçрĕ. Театрăн 3 участникĕ «Чи лайăх хĕрарăм ролĕ», «Чи лайăх арçын ролĕ», «Актер органикин хăйне евĕрлĕхĕшĕн» номинацисенче дипломсем çĕнсе илчĕç.
Театр пултарулăхĕн «Асамлă чаршав» 2-мĕш республика фестивалĕнче Оринин халăх театрĕ 1-мĕш, Кашмаш халăх театрĕ 2-мĕш вырăнсене тивĕç пулчĕç. Кашмаш театрĕн режиссерĕ А. Димитриев «Чи лайăх режиссер» номинацире çĕнтерчĕ, театр участникĕ Т. Цвыга «Чи лайăх хĕрарăм ролĕ» номинацире, Оринин халăх театрĕн участникĕ А. Воробьев «Чи лайăх арçын ролĕ» номинацире çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.
Çулталăк вĕçленмен-ха. Умра тăракан задачăсем пĕчĕк мар. Паллă ĕнтĕ, наци проекчĕсем пысăк майсем уçса параççĕ. Çапах та лайăх кăтартусем тăвас тесе хамăрăн та питĕ тăрăшас пулать. Май килнипе усă курса вара районти мĕнпур культура ĕçченне, художество пултарулăх коллективĕсен активисчĕсене, халăх промыслисен маçтăрĕсене, культура отраслĕн ветеранĕсене, сцена ăстисен пултарулăхне хапăл туса йышăнакан куракансене тав сăмахĕ калатăп. Пурсăра та çирĕп сывлăх, хавхалану сунатăп. Иртнĕ ăрусен йăли-йĕркине тытса пырса, районта культурăна малалла та активлă аталантарса пырар.
В. ШАПОШНИКОВ хатĕрленĕ.
Сентябрь 2026 |
