Шкулпа сывпуллашма хатĕрленекенсемшĕн - çитес çул вунпĕрмĕш класран вĕренсе тухакансемшĕн паян уйрăмах яваплă та пĕлтерĕшлĕ тапхăр. Малашнехи пурнăç çулне суйласа илсе ăçта вĕренме каясси пирки хальтерех йышăну тăвас пулать, вĕренме кĕме хатĕрленме тытăнас пулать.
Аслă классенче вĕренекенсенчен чылайăшĕ вĕренĕве малашне ăçта тăсасси, мĕнле профессие е специальноçе алла илесси, кам пулса ĕçлесси пирки халиччен йышăну тунă та пулĕ. Апла пулин те кун пек йышăнăва тума ĕлкĕрейменнисем те, татăклă йышăну тума тытăнса тăракансем çук мар-тăр. Çавна шута илсе йĕркеленĕ те ĕнтĕ район администрацийĕнче ноябрĕн 14-мĕшĕнче районти шкулсенче вунпĕрмĕш классенче вĕренекенсемпе республикăри аслă вĕренÿ заведенийĕсен представителĕсен тĕл пулăвне.
Аслă классенче вĕренекенсемпе çав кун РФ Президенчĕ çумĕнчи халăх хуçалăхĕн тата патшалăх службин Раççей академийĕн Шупашкарти филиалĕн, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн, Мускав политехника университечĕн филиалĕн - Шупашкарти институчĕн, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн, Шупашкарти коопераци институчĕн, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн представителĕсем тĕл пулчĕç. Аслă вĕренÿ заведенийĕсен представителĕсем вĕренме кĕмелли условисем, вĕренÿ йĕрки, студентсен пурнăçĕ пирки каласа пачĕç, видеофильмсем кăтартрĕç, вĕренекенсен ыйтăвĕсене хуравларĕç.
Тĕл пулăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев хутшăнчĕ, хăй те шкул хыççăн Чăваш ял хуçалăх институтĕнче вĕренни пирки аса илчĕ, шкул ачисене лайăх вĕренме, малашне ăçта вĕренесси, кам пуласси пирки халех татăклă йышăну тума чĕнсе каларĕ. Тарăн пĕлÿ илнĕ ăста специалистсем паян пур çĕрте те кирлĕ.
В. ШАПОШНИКОВ сăн ÿкерчĕкĕ.
Сентябрь 2026 |
