Статистика кăтартнă тăрăх, хальхи вăхăтра çĕр çинче сахăр чирĕпе чирлекенсен шучĕ 450 млн яхăн.Мĕнле чир вăл сахăр диабечĕтата мĕнле пуçланса каять, çакăн çинчен тата ытти ыйтусем çине хурав Республикăри эндокринологи уйрăмĕн заведующине Якимова Татьяна Васильевнăран ыйтрăмăр.
Сахăр диабечĕ – юнра глюкоза шайĕ ÿсни.Глюкоза организма икĕ майпа лекеть. Пĕр майĕ – апатпа, тепĕр майĕ – вăл пĕверте çуран тата белокран пулать.
Эпир çиекен апат хырăмлăха, пыршăлăха лекет те ирĕлсе глюкоза пулса тăрать. Малалла вăл юна лексе пĕтĕм ÿт-пÿ тăрăх саланать. Вăл пире вăй - хал, энергии парса тăрать.Енчен те этем чылай вăхăт хушши апат çимесен, тĕслĕхрен çывăрнă чухне, пире кирлĕ глюкоза пĕвертен юн тăрăх саланса кашни клеткăна çитет, шалти органсене: чĕрене, ÿпкене, пуç миминеталăкĕпех ĕçлеме пулăшать.
Глюкозăна бензинпа танлаштарма та пулать. Автомобиль бензин пулмасан, ĕçлеме пултараймасть. Çавăн пекех пирĕн организм та глюкозăсăр ĕçлейместь. Анчах, глюкозăна клеткăсен ăшне лекме инсулин ятлă гормон кирлĕ. Инсулин вара хырăмлăх ай парĕнче(вырăсла поджелудочная железара) тăвăнать.
Хăшпĕр сăлтавсене пула, глюкоза клеткăсене лекеймест, пысăк шайĕ юнрах юлать. Çакна вара сахăр диабечĕ теççĕ.
Татьяна Васильевна, мĕнренпуçланса каять-ха çак чир?
Чир инсулин сахал пулнă пирки е клеткăсем инсулина паллайман пирки пуçланса каять.
Сахăр чирĕ темиçе тĕрлĕ пулать:ытларах 1-мĕш тата 2-мĕш тип.
1-мĕш тип сахăр чирĕпе ачасем тата çамрăксемытларах чирлеççĕ, вĕсен организмĕ пачах та инсулин хатĕрлейместь (5 %).
90-95 % чирлисем вара 2-мĕш типлă сахăр чирĕпе аптракансем. Ытларах çак чир 40 çултан иртнĕ çынсен пуçланса каять, вĕсен инсулин япăх ĕçлеме пуçлать.Çак çынсем час часах тулли кĕлеткипе, самăррипе уйрăлса тăраççĕ.
2 - мĕш типлĕ сахăр чирĕн сăлтавĕсем:
- тулли, самăрланса кайни
-сахал хускални
-пысăк калориллĕ апат -çимĕççини
-ача амăшĕ пулма хатĕрленнĕ вăхăтра глюкоза шайĕÿссе кайни
- çуралнă ачан йывăрăшĕ 4,5 килограммран пысăкрах пулни
- тăвансем хушшинче сахăр чирĕпе аптракансем пурри.
Глюкоза шайĕ юнра пысăк пулнине е чир пуçланнине епле майпа пĕлмелле?
Глюкоза шайĕ юнра пысăк пулсан, час часах шăрас тата шыв нумай ĕçес килет, çăвар типеть, хăвăрт начарлантарать, вăй чакать, çывăрас килет. Инфекции чирĕсем вăраха каяççĕ, сурансем начар сипленеççĕ. Час часах урасем çывăрса каяççĕ, ыратма пуçлаççĕ. Ÿт кĕçĕтет, куç начар курма тытăнать.
Сахар диабечĕ диагноза тухтăр лартать, çавăнпа ун патне кайса тĕрĕсленмелле, ун сĕнĕвĕсене çирĕп пăхăнса сипленмелле. Сывă çыннăн ирхине выççăлла - глюкоза шайĕ 6,1 ммоль/л, апат çинĕ хыççăн 7,8 ммоль/л иртмелле мар. Енчен те,выçăлла глюкоза шайĕ 7 ммоль/л пысăкрах е кирек хăш вăхăтра та 11,1 ммоль/л пысăкрах пулсан, сахăр диабечĕ диагнозне лартаççĕ.
Татьяна Васильевна, сахăр чирĕнчен сипленнĕ чухне мĕн тумалла?
Сахăр чирĕнчен сипленнĕ чухне чи тĕп тĕллев - юнра глюкоза шайне виççеллĕ шайра тытса тăрасси.Ун шайне виççеллĕ шайра тытма эмелсемсĕр пуçсăр, тĕрĕс апат çини тата нумай хускални пулăшать.
Манмалла мар, глюкоза шайне яланах тĕрĕслесе тăмалла.Чир пусламăшĕнче кунне темиçе хут, каярахпа инсулин тăвакансен–кунне 4 хутран кая мар, эмел ĕçекенсен – кунне 1 хут, сахăр шайне виçсе тĕрĕслев паллисене çырса пымаллла. Тата эрнере пĕр кун апат çийиччен тата апат çинĕ хыççăн икĕ сехет иртсен виçсе тăмалла.
Мăнтăрланни сахăр чирĕпе мĕнле çыхăннă?
Сахăр диабечĕпе чирлекенсен 80-90 проценчĕ мăнтăр çынсем. Кĕлеткен тĕрĕс виçине çапла пĕлме пулать: çын çÿллĕшĕнчен – 100 кăлармалла.Тĕслĕхрен, çын çÿллĕшĕ 160 см. 160 сантиметртан 100 кăларсассăн, кĕлеткен тĕрĕс виçи 60 кг пулмалла.
Хальхи вăхăтра нумайăшĕ питĕ сахал хусканусем тăваççĕ, калориллĕ апат çиеççĕ, энерги сахал пĕтереççĕ. Çакă вара мăнтăрлантарасси патне илсе çитерет.Ытлашши кĕлетке виçи варасахăр диабечĕсĕр пуçсăр, инфаркт, инсульт, шăмă сыппи чирĕсем тата нумай чир - чĕр патне илсе çитерме пултарать.
Мĕн тумалла- ха тата епле апатланмалла сахар чирĕпе аптракансен?
Сахăр диабечĕпе кĕрешме самăр çыннăн паллах кĕлетке виçине чакармалла. Çак тĕллевпе апатпа килекен энергии шайне пĕчĕклетмелле.Сахăрпа пуян апат-çимĕç: çăкăр, кĕрпесем, макарон, çĕрулми, улма-сырла тата ытти те. Улма-çырла сокĕ, сахăр, пылюнри сахăр виçине хăвăрт хăпартаççĕ. Çĕрулми, кĕрпесем, макарон майĕпен хăпартаççĕ. Тулли кĕлеткеллĕ çыннăн çуллă тата пылак çимелле мар.
Ытларах ÿсен-тăран, пулă белокĕсене çимелле. Эрех- сăра сахалрах ĕçме тăрăшмалла е пачах та ĕçмелле мар. Телевизор пăхса апатланса лармалла мар. Шеллесе çемьери ытти çынсем хыççăн турилккери юлнă апата çисе ямалла мар. Апат пĕçернĕ чух яланах сыпса пăхни те сиенлĕ.
Сахăр чирĕпе аптракансене физкультура хăш енчен усă парать?
Тахçанах тупса палăртнă, çын мĕн чухлĕ ытларах хускану тăвать, çавăн чухлĕ нумай калори пĕтерет. Мышцăсене час часах ĕçлеттерсен, сахăр шайĕ чакать.Тĕрлĕ хускану, ятарлă хăнăхтарусем тума кирек хăçан та, кирек хăш çулта та пуçлама юрать.
Упражненисен хăвăртлăхне вара майĕпен ÿстермелле. Сăмахран, малтан 5-10 минут хушши утмалла, майĕпен 40-60 минута çитермелле. Хăвăр хал туйăмне тĕрĕслесех тăмалла. Юнри глюкоза шайне малтан та, занятисем хыççăн та тĕрĕслемелле. Унăн шайĕ 15 ммоль/л -тан пысăк е 5 ммоль/л- тан пĕчĕкрех пулсан, занятине вĕçлемелле е пуçламалла мар. Физкультурăпа вăхăта ирттернĕ чух хăвăрпа сахăр е канфет пулмалла, эмел шайне мĕнле тытса тăрасси пирки врачпа канашламалла.
Кашни кун тăвакан е пахчари ĕç, пÿрт-çурт тасатни те питĕ усăллă. Вĕсене тунă чухне те çав правилăсенех пăхăнмалла.
Татьяна Васильевна, енчен те чирлекен çын тухтăр сĕнĕвĕсене пăхăнсасипленмесен,мĕн пулма пултарать?
Тухтăр каланине пăхăнса сипленмесен, сахăр диабечĕ тарăна кайса тата йывăр чирсем пуçланса каяс хăрушлăх тухса тăрать.
Глюкоза юнра ытлашши пулни нумай органсене сиенлететь. Сахăр чирĕн2- мĕш тип чухне шултра юн тымарĕсем сиенленеççĕ, атеросклероз пуçланать. Çапла вара, чĕре юн тымарĕсем сиенленсен, стенокардия е миокард инфаркчĕ пулма пултарать. Пуç миминчи артери сиенленсен, инсульт пулма пултарать.
Юнри ытлашши глюкоза вĕтĕ артерисене амантнă пирки, пÿре тата ытти органри чирĕсем аталанма пуçлаççĕ.
Сахăр пысăк пулнипе куçăн пĕчĕк юн тымарĕсем патрак, черчен пулса каяççĕ, куç япăх курма пуçлать. Çавăнпа сахăр чирĕпе чирлекенсен куç врачĕ патне çулталăкра пĕрререн кая мар кайса куçа тĕрĕслеттермелле.
Тата пÿрери юн тымарĕсем сиенленни пирки каласа хăварас килет. Пÿресем - пирĕн фильтрсем, сиенлĕ япаласене организмран кăлараççĕ, кирлисене юнра тытса юлаççĕ. Анчах та сахăр чирĕпе чирлекенсен чир шала кайсан, пÿрери юн тымарĕсем усăллă япаласене тытса чараймаççĕ те, вĕсем шăкпа тухма пуçлаççĕ. Каярахпа пÿресем шыва та сиенлĕ япаласене кăларма пăрахаççĕ. Çавна пула артерии пусăмĕ ытлашши ÿссе каять, тухакан шăк сахалланать, çын шыçса каять. Ун пек чухне чирле çыннăн юнне «исскуственный почка» аппаратпа тасатаççĕ е май пулсан донорăн пÿрине куçарса лартаççĕ.Пÿре сиенленнине вăхăтра асăрхама, шăк анализне тĕрĕслесех тăмаллла. Унта белок пулсан, пÿре япăх ĕçленине пĕлтерет.
Сахал мар илтнĕ, сахăр чирĕпе чирлекенсен урасем те аманаççĕ, тенине. Мĕнле сĕнÿсем пама пултаратăр?
Сахăр диабечĕпе чирлекенсен урари нервсем те аптраççĕ. Ура ыратма пуçлать, туйма пăрахать. Çакă вара питĕ хăрушă, мĕншĕн тесен, çын ура амансан та нимĕн те туймасть. Вăхăтра сурана сиплемесен, гангрена пуçланма пултарать, ура хуралса çĕрме тытăнать.
Çавăнпа та чĕрнесене хачăпа мар, пилкăпа çеç хăйраса кĕскетмелле. Урасем шăнаççĕ пулсан, ăшă нуски тăхăнмалла. Вĕри шывпа, грелкăпа усă курма юрамасть. Лутра кĕлĕллĕ пушмак тăхăнмалла. Урамра, пÿртре те çара урапа çÿремелле мар. Сурансене спиртпа, зеленкăпа, йодпа сиплеме юрамасть. Хлоргексидин шĕвекĕпе сĕрмелле, бинтпа çыхса хумалла.
Инфаркт, инсульт тата ытти йывăр чирсем ан пуçланчĕр тесен, мĕнтумалла?
Енчен те, сахăр чирĕпе чирлекенсем юнри сахăр шайне тĕрĕслесе пĕчĕклетсе тăрсан, чир тарăна каяс хăрушлăх чакать.
Çавăнпа яланах тĕрĕс апат çиме тăрăшмалла, врач сĕнĕвĕсене пурнăçласа пымалла.
- Пирус туртмалла мар, туртакансен туртма пăрахмаллла!
- Тăвар сахалтарах çимелле, мĕншĕн тесен вăл организмра шыва тытса юлать, юн пусăмне пысăклатать.
- Ытлашши ÿт йывăрăшĕ пур пулсан, начарланма тăрăшмалла!
- Юн пусăмне, холестерин шайне тĕрĕслесех тăмалла. Юн пусăмĕ 130/80 мм.рт.ст пысăк пулмалла мар. Холестерин шайĕвара 4,5 ммоль/л пысăкрах пулмалла мар.
Юнра сахăр хăвăрт ÿссе кайнине мĕнле пĕлме пулать?
Юнра сахăр шайĕ ÿссе кайни тĕп сăлтавĕ – инсулин çитмен пирки сахăр клеткăсене кĕрейменни.Çавăнпа юнра ун шайĕ хăвăрт ÿссе каять.Енчен те юнри ун шайĕ питĕ пысăк ÿссе кайсан, çын тăн çухатса комăна кĕрсе ÿкме пултарать. Çакă та чирлĕ çыннăн пурнăçне хăрушлăха кĕртсе ÿкерме пултарать.
Сахăр шайĕ ÿссе кайни паллисем: шыв нумай ĕçес килет, тула хăвалать, ăш пăтранать, хырăм ыратать, хăсăк пулма пултарать.
Татьяна Васильевна, сахăр юнра чакса та кайма пултарать, теççĕ. Вăл вара мĕн пирки пулать?
Юнра сахăр шайĕ 3,9 ммоль/л чакса кайнине гипогликемия, теççĕ.Вăл сахăр чакаракан эмелсене тĕрĕс мар е вĕсен дозине нумайрах ĕçсен, йывăр ĕçлесен, апат вăхăтра çимесен, эрех ĕçсен пулать.Ун патне пĕвер е пÿре йĕркеллĕ ĕçлеменни те илсе çитерет.
Сахăр чакса ларнин паллисем: вăй пĕтет, чĕре сикме пуçлать, чĕтретет, тарлаттарать.Пуç çаврăнма пуçлать, куç лайăх курми пулать, калаçма йывăрланать, шăнăр туртса лартать. Вăхăтра пулăшу памасан, çын тăн çухатма пултарать.
Кун пек чухне мĕнле пулăшу памалла?
Тăн çухатман пулсан, 4-5 сахар татăкĕ çимелле, 1 стакан пылак сок е лимонад ĕçмелле. Çуллă апат, шоколад çимелле мар, вĕсем глюкоза шайне хăвăрт ÿстерме кансĕрлеççĕ.
Енчен те çын тăн çухатнă пулсан, ĕçтерме е çитерме юрамасть.Апат сывлăш çулне лекме пултарать.Кун пек чухне хăвартрах васкавлă пулăшу машинине чĕнмелле.
Çакна палăртса хăварас килет, сахăр диабечĕ – вăраха каякан чир, унтан йăлтах сипленсе çитме çук. Анчах та вăхăтра сиплесен, сывă пурнăç йĕркине тытса пырсан, пурнăç çулне кĕскетмесĕр аванах пурăнма май пур.
Якимова Татьяна Васильевна
Заведующая отделением эндокринологии
БУ "Республиканский клинический госпиталь для ветеранов войн" Минздрава Чувашии
Сентябрь 2026 |
