Муркашсем те республикăри çĕр ĕçченĕсемпе продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен уявне хутшăнчĕç

Категория: Главные новости Опубликовано: 01.11.2019, 17:16 Просмотров: 508

1

 

Республикăри çĕр ĕçченĕпе продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен савăнăçлă уявĕ эрнекун, чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче, «Шупашкар Арени» Пăр керменĕнче иртрĕ. Чăваш Енре çак мероприятие ытараймасăр кĕтни кермен патне пыракан çул çинчех палăрчĕ. Халăх йышлă пулни тата уява пыракансене урамранах ял артисчĕсем илемлĕ юрăсемпе саламлани пирĕн республика ял хуçалăхĕнче тата прдукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсене тивĕçлипе чысланине кăтартрĕ. Уява тĕрлĕ районтан килсе çитнĕ, савăнăç шевлипе тулнă ял ĕçченĕ йышлă пулни чыслав тĕллевĕ пурнăçланнине çирĕплетрĕ. Куçĕсенче те, калаçăвĕсенче те кашнийĕнех кăçалхи çанталăк условийĕсене çĕнтерсех умри тĕллевсене пурнăçлани, малашлăха çирĕп шанни, ума латрнă тĕллевсене пурнăçлама çирĕп кăмăл пурри палăрчĕ. Кăна çирĕппĕнех ыранхи кун шанчăкĕ, çĕнĕ ÿсĕмсен никĕсĕ тесе хак пама пулать.

 

2

 

Савăнăçлă уява пирĕн районăн пысăк делегацийĕ те хутшăнчĕ. Республика шайĕнчи ĕç кăтартăвĕсемпе паллашнă май муркашсем тăван ене çичĕ хут тар тăкса çĕнсе илнĕ парнесемпе тата çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе таврăнчĕç.

- Республика шайĕнче çĕр ĕçченне манманни пире савăнтарать. Ăнăçу никĕсĕ техникăра пулнине шута хурса эпир ăна упрасси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Районти комисси кăçал ку енпе пире 3-мĕш вырăн пани эпир алă усса пурăнманни пирки калать. Тĕллевсем пур-ха. Вĕсене пурнăçа кĕртме çаннă тавăрса ĕçлемелле кăна, - терĕ уява кĕнĕ май Чкалов яч. хис. хуçалăх ертÿçи П. Ефимов.

Уяври калаçу çирĕп те конкретлă пулни никама та ĕçлемесĕр, ÿсĕм тума çуккине ăнланма пулăшрĕ. Ăна Чăваш Енри ял хуçалăхĕпе продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен выставкинче те куртăмăр.

 

3

 

- Çĕре пушă вырттарнипе малашлăха пăхма çук. Кун пек чухне ял хуçалăхне аталантарасси те, ял çыннине те ĕçпе тивĕçтересси те ыйтуллă пулса тăраççĕ. Паян аталану çулĕпе утакан хуçалăхсенче йывăрлăхсене çĕнтерсе пыраççĕ. Вĕсем çĕнĕ технологисене алла илеççĕ, хăватлă техника хатĕрĕсем туянаççĕ. Çакă вĕсем тĕлĕшпе ырă ăмсану çуратать, - терĕ уявра чыс-хисепе тивĕçнисене саламласа район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев.

 

4

 

Районти çĕр ĕçченĕ тăрăшуллă ĕçпе çут çанталăк кăларса тăратнă йывăрлăхсене пĕрле çĕнсе пычĕ. Çакна малашне те алăран вĕçертес марччĕ. Мĕн пурнăçланипе лăпланса лармасăр çĕнĕ технологисене алла илсе çитес çул татах курăмлăрах ÿсĕм тăвасчĕ.

 

 

Анатолий Белов.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4