Пенсичченхи ÿсĕмре професси улăштарма та пулать

Категория: Главные новости Опубликовано: 28.10.2019, 12:57 Просмотров: 313

2019 çулта «Демография» наци проекчĕ старт илчĕ. Унăн шайĕнче «Старшее поколение» федераци проекчĕ пурнăçланать. Вăл аслă ăрăвăн пурнăç условийĕсене лайăхлатма тивĕç.
Пенсичченхи ÿсĕмри çынсем тесе пенсиччен тепĕр 5 çул юлнисене калатпăр. Çапла кăçал пенсичченхи ÿсĕмрисен категорине 51 – 55 çулсенчи хĕрарăмсем тата 56 – 60 çулсенчи арçынсем кĕреççĕ.
Пенсичченхи ÿсĕмрисем валли тĕрлĕ çăмăллăх пăхса хунă. Çав çăмăллăхсен шутне ĕçсĕррисен пысăкрах пособийĕпе тивĕçтересси тата ăна тÿлес вăхăта тăсни те кĕреççĕ. Çапла тÿлев пенсичченхи ÿсĕмри ĕçсĕр çынсен 8 пин тенкĕ мар, 11 пин те 280 тенкĕпе танлашать.
Тепĕр çăмăллăх – пенсичченхи ÿсĕмрисем кашни çулах диспансеризаци тухма икĕ ĕç кунĕпе усă курма пултараççĕ (ĕç укçи сыхланса юлать). Çак категорири çынсем пенсионерсен çăмăллăхĕсемпе те усă кураççĕ.
«Старшее поколение» федераци проектне пурнăçа кĕртсе ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсем пенсичченхи ÿсĕмри çынсене професси пĕлĕвне парас тата хушма професси пĕлĕвне парас тĕллевпе тĕрлĕ ĕç пурнăçлаççĕ. Вĕренÿ курсĕсене кăçал пенсичченхи ÿсĕмре шутланакан арçынсемпе хĕрарăмсем кайма пултараççĕ. Вĕсен шутне халĕ ĕçлекен, анчах та ĕç вырăнне çухатма пултарас хăрушлăх пур граждансем тата ĕçпе тивĕçтерекен центра ĕç тупас ыйтупа пынисем кĕреççĕ. Пĕрремĕшĕсем курссенче хăйсен ĕç параканĕ вĕрентекен организаципе тунă килĕшÿ тăрăх вĕренме пултараççĕ, теприсем – ĕçпе тивĕçтерекен центр тунă килĕшÿпе.
Вĕренÿ курсĕсемшĕн тÿлемелли укçа-тенке федераци тата республика бюджечĕсенчен саплаштараççĕ. Ку йĕркене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2019 çулхи майăн 20-мĕшĕнчи 152 номерлĕ йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ.
Çапла вара халĕ ĕçлекен пенсичченхи ÿсĕмри çыннăн вĕренÿ курсĕшĕн малтанах ĕç паракан тÿлет. Хыççăн тÿлеве саплаштараççĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă вĕренекенсемшĕн укçа-тенке тÿрех бюджетран куçараççĕ.
Вĕренÿ курсĕсем вăтамран виçĕ уйăха тăсăлаççĕ. Çакăн пек субсиди парса йĕркелекен вĕренÿ курсĕсенче пенсичченхи ÿсĕмри çын çулталăкра пĕр хутчен кăна пĕлÿ илме пултарать.
Ĕçлемен граждансене вĕреннĕ вăхăтра стипенди парса хавхалантараççĕ. Вăл пĕр уйăхшăн 11 пин те 280 тенкĕпе танлашать.
Ĕçпе тивĕçтерекен центрăн районти ертÿçи Ираида Димитриева пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн районта та пенсичченхи ÿсĕмрисене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Вĕсене валли центрта ятарлă консультаци пунктне уçнă, ĕç планне çирĕплетнĕ. Ку тĕлĕшпе специалистсем районти предприятисемпе, организацисемпе, ĕç тупас ыйтупа пынисемпе те уйрăммăн тимлеççĕ. Вĕсене Муркашри ĕçпе тивĕçтерекен центрта 328 тата 329 пÿлĕмсенче йышăнаççĕ (тел.: 8(83541)62-1-66, 63-0-59).
– Çулталăк пуçланнăранпа пирĕн центра Муркаш районĕнче пурăнакан пенсичченхи ÿсĕмри 18 çын ĕç тупас ыйтупа килчĕ. Паянхи куна вĕренÿ курсĕсенче пенсичченхи ÿсĕмри «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикинче вăй хуракан 10 çын, çавăн пекех центра ĕç тупас ыйтупа килнĕ 6 çын професси пĕлĕвне илнĕ ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра тĕрлĕ вĕренÿ курсĕнче тепĕр 23 çын вĕренет, – палăртрĕ Ираида Димитриева.
Аслă ăрури çынсен пурнăçпа ĕç опычĕ пуян. Анчах та вĕсене вăй хурса ĕçлеме çăмăлах мар. Ĕçпе тивĕçтерекен центрта вара пенсичченхи ÿсĕмрисем ĕçлеме пултаракан вакансисем те пур: хуралçă, кухня ĕçченĕ, сутуçă тата ытти те. Апла пенсиччен ĕç тупма та, вĕренсе професси пĕлĕвне илме те май пур.

 

 

Н. НИКОЛАЕВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4