Чăваш тĕрри – халăхăн мĕн авалтан упранса юлнă пуянлăхĕ. Вăл чăвашсен ĕлĕкхи пурнăçне уçса паракан тупра шутланать, унăн вăрттăнлăхĕсене ăсчахсем паянхи кун та тĕпчеççĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче Наталия Захарова-Кульевăн «Волшебные узоры кĕскĕ. Асамлă кĕскĕ эрешĕсем» альбом каталогĕ пичетленчĕ. Редакторĕсем – А.Г. Майорова, О.Г. Кульев, ÿнерçи – Н.В. Андреева.
Çак кĕнекере хĕрарăм кĕпин пĕвĕ çумне çĕлесе хума хатĕрленĕ мăшăр эрешлĕ пир татăкĕсене илсе кăтартнă. «Чăвашсем çак татăка сыпмалли («сып» глаголтан пулнă) тенĕ, мĕншĕн тесен ăна кĕпе пĕвĕн кăкăр умне хушса çĕленĕ... XIX ĕмĕр çурриччен çак пир татăкĕсене елмен (эрмен) пурçăнĕпе анчах тĕрленĕ. Çемçе те йăлтăркка çип эрешсене тата та пуянрах, селĕмрех кăтартнă. Ĕлĕкхи чăваш хĕрарăмĕсем сыпмаллисене çав тери çыпăçуллă, килĕшÿллĕ, килпетлĕ ăсталама пултарнă», – тесе çырать кĕскĕ эрешĕсем пирки Наталия Ивановна. Кăларăмра кĕскĕ эрешĕсен историне тĕплĕ пăхса тухнă, кĕскĕн хăйне евĕрлĕхне пысăк тимлĕх уйăрнă: кĕскĕ эрешĕсем тĕл пулакан вырăнсем, кĕскĕ кÿлепи, çак эрешсене мĕнле материал çине тата мĕнлерех тĕрленĕ, кĕскĕ композицийĕсем тата ыт. те.
Кăларăмăн иккĕмĕш пайĕ – кĕскĕ эрешĕсене çырса кăтартни (описани) – пысăк вырăн йышăнать. Кĕскĕ эрешĕн ÿкерчĕкĕпе пĕрлех унпа хăш вăхăтра (ĕмĕрте) усă курнине, вăл музея хăçан тата камран лекнине илсе панă, мĕнле пир çинче мĕнле çипсемпе усă курнине – пĕтĕмпех тĕплĕн каласа кăтартнă.
Кĕнекери эрешсем пурте Чăваш наци музейĕн фончĕсенче упранаççĕ, çавăнпа та кашни кĕскĕн инвентарь номерĕсене те палăртса тухнă. Çапла майпа вĕсемпе музейра çывăхрах паллашма пулать. Кăларăм чăваш халăхĕн культурипе, историйĕпе, тĕрри-эрешĕпе кăсăкланакансемшĕн уйрăмах паха парне пулĕ.
Ольга ФЕДОРОВА,
Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ.
Сентябрь 2026 |
