Пĕчĕк вулакансем валли – «Сăпка юрри» кĕнеке

Категория: Главные новости Опубликовано: 22.10.2019, 08:27 Просмотров: 338

 Людмила Сорокина-Пурлушкина-Колыбельная

 

Нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Людмила Сорокина-Пурлушкинăн «Сăпка юрри. Колыбельная» сăвăсен пуххийĕ кун çути курчĕ. Ăна икĕ чĕлхепе хатĕрленĕ: чăвашла тата вырăсла. Людмила Александровнăн сăввисене вырăсла куçараканĕ - Галина Анисова, кăларăм редакторĕ - Ольга Иванова, ÿнерçи - Наталья Андреева. Тиражĕ - 1000 экзмепляр.

Кĕнекене уçсанах вулакан ачалăхăн асамлă тĕнчине лекет. Кунта çутçанталăк ытармалла мар илемлĕ, хĕллехи каçсенче амăшĕ пĕчĕк ывăлне сăпка юрри юрласа парать. Ир пулать те, сăвăсенчи лара-тăра пĕлмен сăнарсем каллех выляма, айкашма пуçлаççĕ... Акă еплерех хавасланать пĕчĕк Тарас:

Çумăр хыççăн урамра

Шыв кÿлленчĕкĕ умра.

Пĕчĕк Тарас савăнать,

Кÿлленчĕкре çăвăнать.

 

Тăрăс-тăрăс сикнипе

Сирпĕнеççĕ тумламсем,

Хуп-хура çири кĕпе,

Палăрмаççĕ тÿмисем.

Çав хушăрах Петĕр çăлтăрсем патне çитме ĕмĕтленет («Ракета»), Марине вара тĕрĕ тĕрлеме вĕренесшĕн («Марине»). Ачасен ырă кăмăлĕ чĕрчунсене хĕрхеннинче, вĕсен нушине ăнланнинче те курăнать. Сăмахран:

Макăрать кушак çури,

Пылчăкланнă ун ури.

Хĕрхенет ăна Алюш,

Илсе парĕччĕ калуш.

 

Анчах темшĕн сутуçсен

Çук-çке пĕчĕк калушсем.

(«Кушак çури».)

Чĕрчунсен сăнарĕсем хăйсем те тĕрлĕ ĕç-пуçа хастар хутшăнаççĕ, хаваслă пурăнаççĕ. Акă «Кушак кукăль пĕçерет, Çурисене çитерет» («Кушак»), «Картишĕнче ик кăркка... ташлаççĕ те юрлаççĕ» («Кăрккасем»), «Ирех кайрĕ пасара Чăх тытакан пăсара» («Пăсара»). Çутçанталăк, йывăç-курăк илемне те ăста сăнарлать сăвăç: чечекĕсем чечен те черчен; çу каçĕ лăпкă, ырă, ăшă; «Аллать мăн пĕлĕтĕн тÿпи Пĕр хĕрхенмесĕр «çăнăхне»...», «Сăнне пытарнă Хĕвелпи» тата ыт. те.

«Сăпка юрри. Колыбельная» кĕнеке ăшă та ырă сăвăсемпе, илемлĕ ÿкерчĕксемпе кирек мĕнле сÿрĕк кăмăла та сирĕ. Эппин, кĕрхи ăмăр кун е тĕттĕм каç ăна алла тытсан сире пĕртте тунсăх пусмĕ.

 

 

 

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

 

 

 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4