Пĕрлехи информаци кунне ирттерекенсем ял çыннисен пурнăçĕпе, вĕсен шухăш-кăмăлĕпе кăсăкланни Ильинка ял тăрăхĕнче те тĕп вырăнта пулчĕ. Кунта килсе çитнĕ ĕç ушкăнне район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ Зоя Дипломатова ертсе пычĕ. Кун йĕркинчи кашни калаçу никĕсĕнчех ку хутĕнче хăрушсăрлăх ыйтăвĕ тĕп вырăнта пулчĕ.
Ĕç ушкăнĕ ялсенче, ял ядминистрацийĕнче, Ильинкăри вăтам шкулта пулса тĕл пулусем ирттерчĕ. Кашни тĕл пулурах ку тăрăхра пурăнакансем Раççей Президенчĕн май уйăхĕнчи указĕсем епле пурнăçланнипе тата вĕсене пурнăçа кĕртессипе районта мĕнле ĕçсем туса ирттернипе кăсăкланчĕç. Кунпа пĕрлех тĕл пулăва хутшăнакансем Чăваш Республикин Пуçлăхĕ авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче алă пуснă «Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăç пахалăхне ÿстерме хушма мерăсем уйăрасси çинчен» Указĕпе тата ăна пурнăçлама палăртнă çул-йĕрпе интересленчĕç.
Ялта пурăнакан ĕç пăрахса хăйне е ял çыннисене хумхантаракан ыйтупа тĕрлĕ шайри пуçлăх патне тăтăш çÿреймест. Уйрăмах çулла тата кĕркунне. Çакна Ильинка ял тăрăхĕнчи 17 ялта пурăнакансем те лайăх ăнланаççĕ. Выльăх апачĕ янтăлассине, вырма ирттерессине, кĕртрисене вăхăтра акса хăварассине хăйсем пурнăçламасан, вĕсене никам та туса парас çукки вĕсемшĕн вăрттăнлăх мар. Çакна шута илсе кĕрхи ĕçсем вĕçленнĕ май ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе, ял тăрăхĕн депутачĕсемпе, культура тата вĕрентÿ ĕçченĕсемпе ирттернĕ тĕл пулусем активлă иртрĕç.
З. Дипломатова кашни тĕл пулури калаçурах хăрушсăрлăх ыйтăвĕ тĕп вырăнта пулмаллине палăртрĕ.
- Йывăрлăхĕсем пур. Эпир вĕсене курса тăратпăр. Çивĕч ыйтусене ялсенче пурăнакансемпе пĕрле пулса вăхăтра татса пама тăрăшатпăр. Çапла вара кăçал кăна «Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă автомобиль çулĕсем» наци проекчĕпе тухăçлă усă курса районта пысăк калăпăшлă ĕçсем туса ирттертĕмĕр. Çитес çулсенче те ку ыйту тĕп вырăнта пулĕ. Кунпа пĕрлех ачасене вĕрентессипе те, халăх сывлăхне тĕреклетессипе те, ял хуçалăхне тата промышленноçа аталантарассипе те, нумай хваттерлĕ çуртсене юсассипе те эпир пĕр вырăнта тăмастпăр. Çакна район центрĕ тата ялсем илемленни, ялсенче хресчен (фермер) хуçалăхĕсен йышĕ ÿсни çирĕплетет, - терĕ Зоя Юрьевна паха çулсем хăрушсăрлăха ÿстернине çирĕплетсе ял çыннисен ыйтăвĕсене тĕплĕ хуравланă май.
Кунпа пĕрлех информаци ушкăнĕн ертÿçи ялсенчи пушар хăрушсăрлăхĕ çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Пукрав иртнĕ май хĕл сиввисемччен те инçе мар. Çавăнпа та пÿрт-çуртсене хутса ăшăтмалли тата электричествăпа ытларах усă курмалли тапхăр пуçланать. Çакна шута илсе паян кăмакасемпе электричество кабелĕсен юсавлăхĕ малти вырăна тухса тăрать. Унчченхи хĕл тапхăрĕсене тишкерсен те, нумай чухне «хĕрлĕ автан» юсавсăр кăмаксемпе мăрьесенчен тата йĕркене пăхăнман электричество хуçалăхĕнчен вăй илни курăнать. Çавăнпа та хĕле кĕричченхи ăшă кунсенче вĕсен юсавлăхне тепĕр хут тĕрĕслесе тухни никамшăн та ытлашши пулмĕ.
- Кăçал районта тухнă 53 пушартан пысăк пайĕ (29 тĕслĕх) пурăнмалли çурт-йĕрте пулни, ирĕке кайнă çулăм тыткăнĕнче 3 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлни çÿлерех калани пушă сăмах пулманнине çирĕплетет, - терĕ вăл ял çыннисене пушар хăрушсăрлăх правилисемпе паллаштарса. - Пушарсен пысăк пайĕ мунчасемпе çыхăннăран ял çыннисен черетлĕ хĕл сиввисем умĕн мунчасем тĕлĕшпе тимлĕрех пулмалла.
Ильинка тăрăхĕнче пурăнакансем район хаçачĕпе епле туслă пулнипе те тĕл пулусенче уйрăм калаçусем иртрĕç.
А. Белов.
Сентябрь 2026 |
