Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Александр Федотов тата Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Матросов Пĕрлехи информаци кунĕнче Ярапайкасси ял тăрăхĕнче пулчĕç.
Ертÿçĕсем ял тăрăхĕнчи çынсемпе курса калаçрĕç, тĕрлĕ объекта çитсе курчĕç. Çапла Ярапайкасси тăрăхĕнче кĕске вăхăтрах татса памалли ыйту та сахал марри куç умне тухрĕ.
Çынсем Сыпайри фельдшерпа акушер пунктне савăнăçлă лару-тăрура уçнине манма ĕлкĕреймен-ха, анчах кунта пĕрин хыççăн тепри тĕрлĕ ыйту тухса тăрать иккен, çитменлĕх палăрать. Сиплев курсне çÿрекен çынсем вара кунта сахал марччĕ. ФАП-ра тăрăшакан Алина Ефимова медсестрапа Татьяна Яшкова санитарка вĕсене тин кăна система лартнине пĕлтерчĕç. Çак процедура хыççăн массаж кресли çине ларма та килĕшет-мĕн кунта килекенсене. Кресло Александр Федотовăн парни пулнине пĕлсен, сипленме пынисем ăна тав сăмахĕ каларĕç, ФАП-ра хăтлă пулнине палăртрĕç.
Апла пулин те кунта пăтăрмахсем çук мар. Çуртăн йĕри-таврашĕпе тунă откос айĕпе çуркунне шыв юхса кĕрес хăрушлăх пурри яр уççăн курăнать. Маларах та асăрхаттанă ку проблема пирки. Çитменлĕхе пĕтерес тесе ĕçсене вара ытлашшипех тунă - шыв шăп та лăп откос çумĕпе юхнă йĕр те пурчĕ. Халĕ ĕçе тепĕр хут йĕркеллĕ тумалли куçкĕрет. Çавăнпах вырăна Муркаш район больницин тĕп врачĕпе завхозĕ те çитрĕç. Ĕçе çĕр шăнтиччен туса ирттерме тĕв турĕç. Кунпа пĕрлех ФАП-равентиляци, ăшă ыйтăвĕсене те туллин татса памаллине палăртрĕç.
ФАП-па юнашарах вырнаçнă клубра юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Унпа пĕрлех клуба шыв кĕртессипе, котельнăя хута ярассипе те тимлеççĕ. Клуб директорĕ Лариса Баранова строительсен бригади лайăх ĕçленине палăртрĕ.
Ярапайкассисен вара клуб тесен хальхи вăхăтра хăрушлăх кăларса тăратакан çурт ума тухать. Кунти пысăк чÿречесен кантăкĕсем ваннă, чÿречисем те тайăлнă. Шкулпа ача сачĕ те çывăхра вырнаçнăран, педагогсем ачасемшĕн пăшăрханнине палăртрĕç. Алексей Матросов çитес вăхăтра çак çурта пăсма планланине пĕлтерчĕ. Хальлĕхе ачасене те, вырăнти çынсене те ку çурт çывăхĕнче хăрушă пулнине тепĕр хут ăнлантарма ыйтрĕ.
Вырăнти «Радуга» ача сачĕн сăн-сăпачĕ юлашки вăхăтра палăрмаллах улшăнчĕ. Кунта чÿречесене çĕннисемпе улăштарчĕç, пĕлтĕр акă çут çанталăк газĕн тулта ĕçлекен хуранĕсене вырнаçтарчĕç. Кăçал çуртăн çивиттине те юсанă, халĕ теке шыв анмасть. Апла пулин те ача садĕнче ĕçлекенсем çуртăн откосне çĕнетмеллине, стенасен аялти пайне тулашĕнчен çирĕплетмеллине, ача садĕнче сĕтел-пукан таврашĕ çителĕксĕррине палăртрĕç. 1980 çулта хута янă çуртра, паллах, кашни çулах мĕн те пулин юсамалли тупăнатех.
Пĕтĕмĕшле илсен вара Ярапайкасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем ялсенчи урам çулĕсене тăвас ыйтăва хускатаççĕ (сăмахран, Елачакасси, Итакачкассинче пурăнакансем). Ялсенче каçалапа урамра çутă çукки кĕркунне уйрăмах вырăнсăррине палăртрĕç.
Çÿп-çап турттарса тухнăшăн мĕншĕн пĕрисен тÿлемелле, теприсем вара тÿлемесĕрех пурăнма пултараççĕ, теççĕ. Хăш-пĕр ялта çÿп-çап пухмалли вырăна ытла инçе утмалли пирки те хăйсен канăçсăрлăхне пĕлтерчĕç ял çыннисем.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Жуков кашни ялтах çÿп-çап пухмалли площадкăсем тунине палăртрĕ. Ку - ял тăрăхĕнче тума палăртнин çĕр проценчĕ маррине, тепĕр хушма 20 ытла площадка тума палăртнине те пĕлтерчĕ вăл. Çав вăхăтрах пĕр-пĕр ыйтăва татса парас тĕллевпе йĕркелекен халăх пухăвĕсене çынсем питĕ сахаллăн тухнине те каларĕ.
Ыйтăвăн хуравне малалла тăсса, Алексей Матросов районта 322 площадка хатĕрлесе çитернине каларĕ. Ку ыйтупа районта малалла ĕçленине, Ярапайкасси ял тăрăхĕнче те, ытти ял тăрăхĕнче те хушма площадкăсем тăвасса пĕлтерчĕ.
Пĕрлехи информаци кунĕ вырăнти халăх активлă пулнине, хăйĕн ыйтăвĕсене ертÿçĕсем патне çитерме тăршнине кăтарса пачĕ. Апла кунта ырă улшăнусем пулаççех.
Н. НИКОЛАЕВА.
Сентябрь 2026 |
