Чăваш кĕнеке издательстви конкурса хутшăнма йыхравлать

Категория: Главные новости Опубликовано: 11.10.2019, 08:39 Просмотров: 372

конкурс 

 

Чăваш кĕнеке издательстви сире «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» регионсем хушшинче тăххăрмĕш хут иртекен конкурса хутшăнма чĕнет. Кăçал вăл юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен пырĕ. «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурса Чăваш кĕнеке издательствинче тухса тăракан кĕнекесемпе тăтăшах интересленекен, вĕсене юратса вулакан 6—22 çулсенчи ачасемпе яш-кĕрĕм çеç мар, аслисем те хутшăнма пултараççĕ.

Конкурс пурĕ пилĕк номинаципе иртет:

«Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă чи лайăх кĕнеке». Ку номинацие аслисем те хутшăнма пултараççĕ. Çак ĕçре Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă кĕнекене вуланă хыççăн çуралнă шухăш-кăмăла уçса памалла: вăл е ку кĕнеке сире мĕнпе тыткăнларĕ, мĕншĕн шăпах çак хайлава суйласа илтĕр т.ыт.те. Ĕç калăпăшĕ – 1–2 страница. Хаклавне хăш кĕнеке тăрăх хатĕрленине, авторне палăртма ан манăр. Ĕçсене чăвашла та, вырăсла та хатĕрлеме юрать, анчах аслă ÿсĕмрисен çакна астумалла: Чăваш кĕнеке издательствинче 2018-2019 çулсенче тухнă кĕнекесемпе çеç усă курма юрать. Хаклавсене fed_ol@mail.ru электронлă адреспа йышăнатпăр.

«Вăрçă çинчен çырнă хайлавăм». Ку номинацие Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче (1941-1945) çĕнтернĕренпе 2020 çулта 75 çул çитнине халалланă. Унта хутшăнаканăн вăрçăра пулнă аслашшĕсем е мăн аслашшĕсем каласа панине тĕпе хурса çырнă илемлĕ произведени тăратмалла. Калăпăшĕ – 1-2 страница. Вырăсла та, чăвашла та çырма юрать. Ку номинацире аслă ÿсĕмрисем те хутшăнма пултараççĕ. Ĕçсенеfed_ol@mail.ru электронлă адреспа йышăнатпăр.

«Юратнă хайлав тăрăх хатĕрленĕ ÿкерчĕк». Ку номинацире хутшăнакансем кĕнекери кăмăла кайнă пĕр-пĕр саманта ÿкерсе пама пултараççĕ. Сăнар портретне çеç калăпланă тата кĕнекесенчен ÿкерсе илнĕ ĕçсене жюри членĕсем пăхса тухмаççĕ, хак памаççĕ.

«Ача хатĕрленĕ чи лайăх кĕнеке» номинацире ачан хăй шухăшласа кăларнă хайлава кĕнеке пек хатĕрлесе памалла. Çак ĕçе калăплакансем тĕрлĕ тĕслĕ кăранташсемпе, фломастерсемпе, илемлĕ хутсемпе усă курма пултараççĕ. Текста алăпа çырмалла, интернетран тупса çыпăçтарнă ÿкерчĕксем пулмалла мар. Ку номинацире ача аллин ĕçĕ тĕпре.

«Эпĕ Чăваш кĕнеке издательствин кĕнекине суйлатăп». Ку номинацире чи килĕшнĕ кĕнеке çинчен видеоролик хатĕрлемелле, вăл 1,5 минутран вăрăмрах пулмалла мар. Кĕске видео ÿкерекенсем хăйсен ĕçĕсене пирĕн «ВКонтакте» страницине https://vk.com/id391792345 адреспа ярса памалла.

Тепĕр хут аса илтеретпĕр: кирек хăш номинаципе тăратакан ĕçе те ачан хăйĕн пурнăçламалла, аслисем ача ятĕнчен хатĕрлесе панă ĕçсене жюри членĕсем шута илмеççĕ. Конкурсра хутшăнма Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă кăларăмĕсемпе çеç усă курмалла. Уйрăм хут çине:

- номинаци ятне,

- конкурса хутшăнаканăн ячĕпе хушаматне,

- миçе çултине,

- хăш шкулта вĕреннине е ĕçленине (чăвашла та, вырăсла та туллин тата тĕрĕс),

- килти адресне,

- конкурса хутшăнма хавхалантараканăн (ертÿçĕн) хушаматне, ятне, ашшĕ ятне туллин, телефон номерне,

- суйласа илнĕ кĕнекен ятне, авторне, хăш çулта тухнине палăртмалла.

Ĕçсене çак адреспа йышăнаççĕ: 428019, Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт, Чăваш кĕнеке издательстви, 820 пÿлĕм, «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурс. Конкурсăн тулли йĕркипе (Положени) тата конкурса хутшăнакансен списокĕпе Чăваш кĕнеке издательствин сайтĕнче www.chuvbook.ru адреспа «Конкурссем» пайра паллашма пулать.

 

«Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем»

конкурса йĕркелесе пыракан

Ольга ФЕДОРОВА.

 

 

.

 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4