Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче «Чăваш Енри чĕрчунсем. Животные Чувашии» карточкăсен пуххи пичетленсе тухрĕ. Проект авторĕ – С.А. Каликова, пухса хатĕрлекенĕ тата редакторĕ – О.Л. Федорова, ÿнерçи – Д.В. Литаврин. Карточкăсен пуххи – паха дидактика материалĕ. Унта килти тата тискер чĕрчунсен çирĕм ÿкерчĕкне кĕртнĕ. Карточкăн пĕр енче – чĕрчунăн ÿкерчĕкĕ, тепĕр енче – ун çинчен калакан тупмалли юмах тата кĕске информаци.
Паллашу кăсăклăрах пултăр тесен малтан тупмалли юмах тупсăмне пĕлсен аван, ун хыççăн ачана чĕрчунпа тĕплĕнрех паллаштарма пулать. Сăмахран, «Вăрманта кăвак макаç çÿрет». Мĕнле чĕрчун-ши вăл; Тĕрĕс, чăваш халăх сăмахлăхĕнче кашкăр пирки калакан çакăн пек тупмалли юмах пур иккен. Малалла вара кашкăр пирки кĕскен каласа кăтартнă: «Кашкăр каçхине вичкĕн куçлă. Вăл аран палăракан шăрша та тÿрех туять. Хĕлле вĕсем кĕтĕве пуçтарăнаççĕ те пĕрин хыççăн тепри пĕр йĕрпе утса сунара тухаççĕ. Вĕсен яланах ертÿçĕ пур – чи вăйлă та ăслă кашкăр».
Ÿкерчĕкне пăхса илĕр-ха тата, мĕнлерех мăнаçлă кашкăр тăрать унта. Ав çури те юнашар пырса ларнă. Е тата тепĕр карточкăна илер. Унта вара качакапа путеккисене ÿкернĕ. Хыçалта ун çинчен тупмалли юмах тата кĕске информаци хатĕрленĕ.
Карточка пуххипе паллашакансем ÿкерчĕксен хăйне евĕрлĕхне асăрхаççех пулĕ. Кашки ÿкерчĕк çинче чĕрчун тата вĕсен «ачисен» ячĕсене вырăсла тата чăвашла çырнă. Тепĕр курăмлă саманта та асăрхаттарса хăварас килет. Килти чĕрчунсен ячĕсене хĕрлĕ тĕспе çырнă тата унта çурт паллине ÿкернĕ. Тискер чĕрчунсен ячĕсем вара – симĕс тĕслĕ. Вĕсем патĕнче йывăç паллине ÿкернĕ. Çапла майпа ачасене тискер тата килти чĕрчунсене уйăрса илме çăмăлрах пулĕ.
Кашни чĕрчун пирки чăвашла çеç мар, вырăсла та вуласа пĕлме тата вырăссен тупмалли юмахăн тупсăмне пĕлме пулать. Акă, сăмахран: «Быстрый маленький зверек по деревьям скок-посокок». Мĕн-ши вăл;
Мĕнле чĕрчунсем кĕнĕ-ха карточкăсен пуххине; Унта пакшапа, кашкăрпа, лашапа, качакапа, тилĕпе, шăшипе, сыснапа, çĕленпе, шапапа, йытăпа, тыркаспа, пăшипе, упапа, кушакпа, сурăхпа, хăнтăрпа, чĕрĕппе, мулкачпа, ĕнепе, хир сыснипе паллашма пулать.
Дидакитка материалĕпе ачасене чăвашла вĕрентнĕ тата тăван тавралăхпа паллаштарнă чухне усă курма вырăнлă пулĕ.
Любовь ЛЕВАЦКАЯ.
Сентябрь 2026 |
