Вĕренÿ ĕçĕнче чăн-чăн профессионалсем пулмалла

Категория: Главные новости Опубликовано: 23.09.2019, 16:05 Просмотров: 293

«Вĕренÿ» наци проекчĕ шайĕнче пĕтĕм общественноç умĕнче тăракан чăннипех те анлă калăпăшлă задачăсене татса пама задача лартнă. Çитес ултă çул хушшинчех вĕренÿ шайне, унăн тытăмне, инфраструктурине палăрăмлă çĕнĕ шая çĕклемелле. Апла пулсан ку ĕçре чăн-чăн профессионалсем пулмалла. Çак тĕллевпе туса хатĕрленĕ те ĕнтĕ наци проекчĕ шайĕнче пурнăçа кĕртме «Учитель будущего» регион проектне.


Зоя ДИПЛОМАТОВА, район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ:
– «Учитель будущего» регион проекчĕн тĕп тĕллевĕ педагогика ĕçченĕсен професси ăсталăхне ÿстерсе пымалли наци системине пурнăçа кĕртесси пулса тăрать. 2024 çул вĕçленнĕ тĕле асăннă системăна явăçтарнă вĕренÿ организацийĕсен учителĕсен шайĕ районта 50 процентпа танлашмалла.


Педагогсен професси ăсталăхне ÿстермелли наци системине пурнăçа кĕртессинче професси квалификацине никама пăхăнман хаклав механизмĕпе палăртасси пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Асăннă процедура вĕренÿ ĕçченĕн опычĕ, пĕлĕвĕ, пултарулăхĕ тата хăнăхăвĕ унăн квалификаци шайне тивĕçтернине палăртма май парать.
Юлашки икĕ çул хушшинче педагогика ĕçченĕсене хăйсен ирĕкĕпе сертификаци тухма сĕннĕччĕ. Анчах та пирĕн учительсем çак мелпе усă курасшăнах мар. Мĕншĕн тесен вĕсем аттестаци тухаççĕ. Аттестаци те вĕренÿ ĕçченĕ професси требованийĕсене тивĕçтернине палăртма май парать. Çавăнпа та ытларахăшĕ хаклав процедурине икшер хут хутшăнни кирлех мар тесе шухăшлать. Апла пулин те проекта пурнăçа кĕртесси вĕçленнĕ тĕле педагогика ĕçченĕсем професси квалификацине хăйсен ирĕкĕпе накама пăхăнман хаклавпа палăртассин шайĕ 10 процентран кая мар пулма тивĕç.


Регион проектне пурнăçа кĕртессин шайĕнче педагогика ĕçченĕсен квалификацине вĕçĕмсĕр майпа тата планласа ÿстерсе пырассипе тĕрлĕрен мероприяти комплексне туса ирттерме палăртнă. Вăл шутра: хальхи цифра технологийĕсемпе усă курса та, професси ассоциацийĕсене тата пĕр-пĕрин опычĕпе, чи лайăх практикăсемпе паллашмалли программăсене хутшăннипе те, хушма професси вĕренĕвĕн программисене пурнăçа кĕртме ĕç паракансене явăçтарнипе те, вăл шутра стажировка формисемпе те. Педагог професси тĕлĕшĕнчен çирĕпленсе пырассине, вĕренÿ организацийĕсене малашлăхлă çамрăк специалистсене явăçтарассине, наставник юхăмне аталантарассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Туса ирттерекен çак ĕçсем пĕтĕмĕшле Раççейри вĕренÿ пахалăхĕн шайне ÿстерме тивĕç.


2020 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса Чăваш Республикинче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисен ертÿçисене аттестацилессин системине пурнăçа кĕртме палăртнă. Апла пулсан ертÿсем тĕлĕшпе требованисем çирĕпленеççĕ. Çĕнĕлĕх вĕренÿ организацийĕсен ертÿçисене суйласа илессин эффективлă системине йĕркелеме, çавăн пекех ертÿçĕсен кадр резервне хатĕрлеме, вĕренÿ организацийĕсен вĕренÿ, финанспа хуçалăх тата йĕркелÿ ĕçĕ-хĕлĕн эффективлăхне ÿстерме, ертÿçĕсен квалификаци шайĕ вĕсем йышăнакан должноç требованийĕсене тивĕçтернине çирĕплетме май парĕ.


Педагогика ĕçченĕсен професси ăсталăх шайне ÿстермелли наци системине ăнăçлă пурнăçа кĕртни пире професси стандарчĕсем çине çăмăллăнтарах куçма май парĕ.
Çавна та каласа хăварасшăн. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул ертÿçин тĕп задачисенчен пĕри вăл вĕренÿ программисене пурнăçа кĕртме условисем туса парасси пулса тăрать. Педагогика кадрĕсемпе тивĕçтересси те çав шутах кĕрет. Паянхи куна шкулсенче ют чĕлхесен, вырăс чĕлхипе литературин учителĕсем çитменни палăрать. Çавна май федераци шайĕнче «Земство учителĕ» проекта туса хатĕрлес ĕçсем пыраççĕ. Çакă та шкулсене вĕренÿ ĕçне çĕнĕ варкăш кĕртме пултаракан çамрăк та ăста кадрсемпе тивĕçтерме, апла пулсан «Вĕренÿ» наци проекчĕпе пăхнă задачăсене ăнăçлăрах пурнăçа кĕртме май парĕ.


В. ШАПОШНИКОВ хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4