Раççейри машина тăвакансен союзĕн регион уйрăмĕн анлă ларăвĕ ĕнер «Сеспель» пĕрлешÿре иртрĕ. Çавна май республикăна ĕçлĕ çул çÿревпе килнĕ Ростех патшалăх корпорацийĕн хĕç-пăшал, çар припасĕсен тата ятарлă хими кластерĕн индустри директорĕ Сергей Абрамов та кунти ĕç-хĕлпе паллашрĕ.
«Сеспеле» республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата республикăри машинăсем тăвакан отрасль предприятийĕсен ертÿçисен пысăк делегацийĕ те çитрĕ. Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев та ĕçлĕ тĕл пулăва хутшăнчĕ.
Делегацие «Сеспелĕн» генеральнăй директорĕ Владимир Бакшаев малтанах предприятири ĕç цехĕсемпе паллаштарчĕ. «Кунта курнипе савăнса тĕлĕнтĕм. «Сеспель» регионти промышленноç потенциалĕ кăна мар, çĕршыври промышленноç потенциалĕ те», – тесе палăртрĕ Сергей Абрамов.
Ларура машина тăвакансем отраслĕн паянхи проблемисене сÿтсе яврĕç, аталанăва хăватлатмалли утăмсене те палăртрĕç.
Н. НИКОЛАЕВА сăн ÿкерчĕкĕсем.
Сентябрь 2026 |
