Пирĕн районта «Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă автомобиль çулĕсем» наци проекчĕ шайĕнче пăхнă ĕçсем анлăн пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Асăннă проектпа кăçал пирĕн районта Муркашри Парковая урам çулне юсаса йĕркене кĕртме май килнĕччĕ. Çавăн пекех «Сура – Çĕмĕртлĕх Чемей» çула та çĕнĕрен асфальт сарса нормативлă шая çитернĕ ĕнтĕ. Халĕ вара 7,29 километр тăршшĕ «Исетерккĕ – Актай» автомобиль çулне тĕпрен юсассипе ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ.
Çак эрнере район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев наци проекчĕ шайĕнче хута яракан объектсенче пулса курнă, строительство ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашнă. «Исетерккĕ – Актай» çула юсанă çĕрте акционерсен «ТУС» обществин строителĕсем тăрăшаççĕ. Юсав ĕçĕсем кунта та вĕçленсе пыраççĕ. Строительсем асфальт сарассине çак эрнере пĕтĕмĕшпех вĕçлеме палăртаççĕ. Апла пулсан ку объектра та, çавăн пекех «Сура – Çĕмĕртлĕх Чемей» çул çинче те, вак чул сарса асфальт çул хĕррисене çирĕплетсе тухасси кăна юлать.
Çавна та каласа хăвармалла. «Исетерккĕ – Актай» çула тĕпрен юсама 102 млн та 685,5 пин тенкĕ уйăрнă. Наци проекчĕ шайĕнче кăçал районĕпе вара ĕçсене пĕтĕмĕшле 119,4 млн тенкĕлĕх туса ирттереççĕ. Çавăн пекех Ильинка ял тăрăхĕн территорийĕнче Ильинка ялĕ патнелле хăпарнă çĕрти çул участокне тата Муркаш ял тăрăхĕн территорийĕнче Çурлатри ялĕ патне пыракан çула юсасси те – наци проектне пурнăçа кĕртнĕ май туса ирттермелли ĕçсем шутĕнче. Апла пулсан малашне район территорийĕнче çулсен пахалăхĕ лайăхлансах пырĕ.
Хамăр инф.
Сентябрь 2026 |
