Урă пурнăç кашни çыншăн яланхи йăла пулмалла

Категория: Главные новости Опубликовано: 11.09.2019, 16:42 Просмотров: 408

 

 

 

      Мĕнле майпа, ăçтан пуçланса каять çемьене аракатакан, сывлăха пĕтерекен алкоголизм чирĕ? Çакăн çинчен тата ытти ыйтусем çине хуравлама Республикăри медицина профилактикин, сиплев физкультурипе спорт медицини центрĕн врачне Елена Михайловна Егоровăна ыйтрăмăр.

 

- Елена Михайловна, çынсем пĕрмай эрех ĕçекен çинчен, мĕншĕн – ха вăл ĕçме чарăнаймасть, хăйне алла илме пултараймасть, тесе калаççĕ. Чăнах та, епле майпа, ăслă – тăнлă çын, хăйне хăй этем йĕркинчен эрех ĕçсе кăларса янине нумайăшĕ ăнланаймаççĕ. Каласа парăр-ха мĕнле чир алкоголизм чирĕ е вăл чир мар? 

   - Ырă кун, хаклă вулакансем! Чи малтанах каласа хăвармалла, алкоголизм – вăраха каякан чирсен шутне кĕрет. Ытти чирсем пекех ăна пуçарса яракан сăлтавĕ пур, кашни çыннăн вăл хăйне май хăвăртлăхпа аталанса пырать.

   Чир кулленхи  ĕçкĕ – çихĕренех сисĕнмесĕрех пуçланать. Час - часах ĕçни майĕпен йăлана кĕрсе пырать. Пĕрмай эрех ĕçнинче ĕçекен япăххине пачах та курми пулса пырать. Кашнинчех ĕçнĕ хыççăн хăйне тÿрре  кăларма тăрăшать: «юлташпа тĕл пултăм», «ĕçре начальник тарăхтарчĕ», «палланă çыннăн ача çуралнине паллă турăмăр» тата ытти те. Ĕçекен çын хăйĕн хăçан алкоголизм чирĕ пуçланса кайнине сиссе те юлаймасть. Чăнах та, хăçан чир пуçланса кайнине   пĕлме йывăр. Чирĕ вара пуçланса кайсан, шалалла кайса аталанса йывăрлансах пырать.

 

- Елена Михайловна, ĕçекен çыннăн алкоголизм чирĕ пуçланса кайнине   мĕнле паллăсем пĕлтерме пултараççĕ?

- Эрех ĕçме юратакан çын нихăçан та алкоголизм чирĕпе чирлесе кайма пултаратăп тесе шутламасть, алкоголизм чирĕпе чирлесе кайсан та хăйне чирлĕ çын тесе шутламасть.

     Алкоголизм чирĕн   малтанхи     палли вара – эрех пĕрмай ĕçес килни. Анчах та çын ăна чирĕн палли тесе шутламасть. Вăл ĕçнĕ хыççăн хăйне темле япăх туйсан та, çав шухăш ăна канăç памасть. Çывăх çыннисем нумай ĕçме пуçларăн тесе, темле чухлĕ каласан та, ĕçекен çын вĕсем каланине тăнламасть.

   Чирĕн тепĕр палли – ĕçме пуçласан, эрех виçине çухатни. Алкоголизм чирĕ аталанса пынă май, хăйне пĕр - ике черкке эрех ĕçетĕп те урăх ĕçместĕп тесе тем чухлĕ сăмах парсан та, çын кашнинчех ÿсĕр пуличченех ĕçсе лартма пуçлать.

     Çак пулăма çапла майпа ăнлантарма пулать: организмра эрех   савăнăç гармонĕсене кăларттарать. Çавăнпа эрех ĕçсен, çыннăн кăмăлĕ лайăхланать. Ĕçекен çын хăйĕн кăмăлне пысăк шайра тытма хăнăхса пырать. Анчах та, кашни ĕçмессеренех çав гармонсем организмра сахалланса пыраççĕ, эрех ĕçсен те юна вĕсем сахалтарах тухма пуçлаççĕ.

Вĕсене нумайрах кăларттарма, кăмăлне çÿлти шайра тытас тесе, ĕçекен эрех виçине те кашнинчех ÿстерсех пырать.

 Чирĕн пĕрремĕш тапхăрăн тепĕр палли – тем чухле эрех ĕçсен те хăсма пăрахни.    Тĕрлĕ сиенлĕ наркăмăшлă япаласем организма лексен, çын яланах хăсса кăларса вĕсенчен тасалма, сыхланма тăрăшать. Эрех те организмшăн сиенлĕ япала шутланать. Малтанхи вăхăтра  çын эрех нумайрах ĕçсен, ăна хăсса каларать. Каярахпа вара чир шала кайса пынă май, эрех темĕн чухлĕ нумай ĕçсен те çын хăсми пулать.

 

- Чир аталаннине чарма пулать – и?

- Енчен те, пуçламăш  тапхăрта çын хăй нумай ĕçнине ăнланса илсе, ĕçме пăрахсан, нумай инкекрен хăйне те, çемьине те сыхласа хăварма пултарать.   Анчах та малтанхи пекех ĕçсе пурăнсан, чир шаларах кайса иккĕмĕш, тата йывăртарах тапхăра куçать. Унтан вара сывалма  тата йывăртарах.    

- Елена Михайловна, çын алкоголизм чирĕпе чăнах та чирлет текен тĕп паллă пур-и?

   Мухмăр пуçланни - алкоголизм    чирĕн тĕп палли шутланать, вăл чирĕн иккĕмĕш тапхăр пуçланнине пĕлтерет. Ирхине урăлса çитсен, ĕçекен çын хăйне питĕ япăх туять, унăн питĕ эрех ĕçес килет. Çавăнпа ирех эрех шырама пуçлать, ĕçсен хăйне çăмăлрах туять. Анчах та вăл нумайлăха тăсăлмасть. Кăштах вăхăт иртсен, сывлăхĕ каллех япăхланать, каллех  чăтайми эрех ĕçес шухăш пĕрремĕш вырăна тухса тăрать. Хăйне тем чухлĕ «урăх пачах та ĕçместеп» тесе сăмах панине манса кайса, кашни кунах усĕрĕличченех ĕçсе лартать. Çапла вара урăлаймасăр темиçе эрнешер, уйăхшар   ĕçсе пурăнать.      

   Йĕри - таври çывăх çыннисем тем чухлĕ «ан ĕç» тесе каласан та, вăл ĕçме чарăнаймасть. Мĕншĕн тесен, алкоголизм чирĕпе чирлекен çын ĕçмесĕр пурăнма пултараймасть. Ĕçес килекен туйăм – питĕ вăйлă туйăм. Ĕçекен çынна унпа кĕрешме питĕ йывăр.

   Шел пулин те, тем чухлĕ вăхăт чарăнаймасăр ĕçсен те, темле япăх туйсан та ĕçекен хăйне алкоголик тесе, манăн сипленмелле тесе, каламасть.

Ытти чирсемпе чирленĕ чух вара, çын хăй ирĕкĕпе сипленме, сывалма тăрăшать. Çакăнпа уйрăлса тăрать те ĕнтĕ алкоголизм чирĕ ытти чирсенчен.

 

 

 

 

- Эрех ĕçме юратакансен ытларах мĕнле чирсем пуçланаççĕ?

  

- Нумай вăхăт хушши ĕçсе пурăнни, сывлăхшăн ахалех иртмест. Эрех çынна хăйĕн чури туса хунисăр пуçсăр, унăн сывлăхне те питĕ пĕтерет. Çыннăн организмĕнче эрех сиен кÿмен пĕр орган та, пĕр система та çук.

Алкоголь йывăрлăхне чи малтан пĕвер хăй çине илет. Пĕвер циррозĕ – вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнă сăлтавсенчен пĕри.

     Ĕçмен çынсемпе танлаштарсан, алкоголизм чирĕпе чирлекенсем хушшинче чĕре инфаркчĕпе тата инсульт пулнипе вилекенсем нумайрах. Ĕçке ернĕ çынсем туберкулезпа 3- 4 хут ытларах чирлеççĕ. Эрех пуç мимине те пысăк сиен кÿрет: эрех серепине лекнĕ çынсем ăс-тăнĕ час-часах арпашăнса каять (вырăсла «белая горячка» пуçланать).

   Çапла вара алкоголизм чирĕпе чирлекенсечен нумайăшĕ е сывлăхĕ начарланса  кайнипе, е ÿсĕрле тĕрлĕ пăтăрмаха лекнипе вăхăтсăр, çамрăклах вилеççĕ.

 

   - Алкогоизм чирĕпе кашни çынах чирлеме пултарать-и тата унпа чирлесси мĕнрен килет?

 

- Алкоголизм чирĕпе кашни çыннах чирлеме пултарать: хĕрарăмсем те, арçынсем те, ваттисем те, çамрăксем те, çав шутрах ачасем те. Чир  темле профессипе ĕçлекенсене те: тухтăрсене те, вĕрентекенсене те, инженерсене те уямасть. Нумайăшĕ çак чир вĕсене лекмест тесе шутлаççĕ. Шел пулин те, эрех пĕрмай ĕçсен, алкоголизм чирĕпе чирлес хăрушлăх пурин те пур.   Каласа хăвармалла, хăшпĕр çынсен вара чир уйрăмах питĕ хăвăрт аталанать.

 

     -Елена Михайловна, алкоголизм чирĕ камсен    хăвăртрах аталанать?

-   Тĕпчевсем алкоголизм чирĕ хăвăртрах аталанакан  ушкăна камсем кĕнине тупса        палăртнă.

   Çав ушкăна ĕçкĕпе иртĕхекен ашшĕ - амăшĕнчен çуралнă   ачасем кĕреççĕ. Мĕншĕн тесен ашшĕ - амăшĕн генĕсем ачисене     куçаççĕ.    Тата çакна та каласа хăвармалла, ĕçекен çемьере ÿснĕ ачасем мĕн пĕчĕкрен ÿсĕр ашшĕ-амăшне курса ÿсеççĕ. Çав  пурнăç вĕсемшĕн тĕрĕс пек туйăнать, мĕншĕн тесен урăхла пурнăç курмаççĕ. Çавăнпа вĕсенчен нумайăшĕ ашшĕ-амăшĕ çулĕпех каяççĕ.

   Тата мĕн чухлĕ ача çамрăклах эрехпе иртĕхме пуçлать, алкоголизм чирĕ вĕсен çавăн чухлĕ хăвăртрах аталанать.

Алкоголизм чирĕ хăвăртах аталанакан ушкăна пуç мимине йывăр амантнă çынсем те кĕреççĕ.

   Тата çакна тĕпчесе палăртнă, хăшпĕр çынсен организмра савăнăç гармонĕсем çуралнă чухнех сахал.  Çавăнпа   ахаль чухне  вĕсен кăмăлĕ шайĕ пысăках мар. Эрех ĕçнĕ хыççăн кăмăлĕ питĕ лăйăхланнине туйса илеççĕ. Ун шайне лайăхлатма, час – часах эрех сыпма пуçлаççĕ. Çакă вара чире питĕ хăвăрт аталантарать.

- Алкоголизм чирĕнчен сывалса çитме пулать-и?

-   Çÿлерех   асăнтăмăр ĕнтĕ,   алкоголизм чирĕ вăраха каякан чирсен шутне кĕрет. Шел пулин те, вăл пуçланса кайсан, яланлăхах. Алкоголизм чирĕпе чирлекенсем умĕнче пĕтĕмпе те икĕ çул: е эрех-сăра пачах ĕçме пăрахса, урă пурнăçпа пурăнма  пуçламалла, е эрех ĕçсе – этем ретĕнчен тухса кайса пурăнмалла. Алкоголизм чирĕпе чирлекен çын нихăçан та сывă çынсем пек эрех виçеллĕ ĕçме вĕренеймест.

   Чиртен пĕтĕмпех сывалса çитме çук, ăна чарма кăна пулать. Чире чарас тесен вара, ĕçме пăрахса малашне пĕр тумлам та эрех ĕçмелле мар. Енчен те, темиçе çул ĕçмен хыççăн кăштах эрех ĕçсессĕнех, чир каллех  тапранса каять, çын каллех   чарăнмасăрах эрнешерĕн, уйăхшарăн урăлаймасăрах ĕçме пуçлать. Çавăн пек чир вăл – алкоголизм чирĕ.

   Ĕçме чарăнма та çăмăл мар, тата йывăртарах - нумай çул ĕçсе пурăннă хыççăн, урă пурнăçпа пурăнма вĕренме. Алкоголик кашни сăлтавпа тата сăлтавсăрах ĕçсе пурăнма ханăхать. Ĕçме чарăнсассăн, пурнăç кичем, тунсăх пек туйăнать, ăна çынпа калаçма та йывăр. Тата малтанхи пĕрле ĕçне юлташĕсем те час- часах канăç памаççĕ, эрех ĕçме чĕнеççĕ.

Çак тĕслĕхпе танлаштарас килет, пĕчĕк ачана ĕмкĕч пама пăрахсан малтанхи кунсенче вăл пĕрмай йĕрет, çывăраймасть. Енчен те макăрнине кура та ĕмкĕчне памасан, урăх япаласем парса йăпатсан, ача ун çинчен манса каять. Каярах унсăрах йĕркеллĕ çывăрма, савăнма, выляма пуçлать.

Алкоголизм чирĕпе чирлекен çынна та малтанах эрех ĕçмесĕр    пурăнма питĕ йывăр. Çавăнпа çывăх çыннисен унпа юнашар пулма тăрăшмалла, ăна  пулăшмалла. Специалистсем  патне кайса вăхăтра канашламалла, вěсен сěнěвěсене шута илсе сипленмелле. Эрех вырăнне урăхла интерессем тупса пурнăçа улăштармалла, лайăхлатмалла.

  

- Елена Михайловна, алкоголизм чирĕнчен сывалас текен çынсене мĕн сунатăр?

- Хаклă вулакансем!   Пĕр çĕнтерĕве те пурнăçра çăмăллăн çĕнсе илме пулмасть. Уйрăмах çынна хăйĕнпе кĕрешме йывăр.

Ĕненĕр, ĕçме пăрахса ура пурнăçпа пурăнма вĕренсен, сирĕн пурнăç тĕпренех улшăнĕ. Çемьере савăнăç, килĕшÿ пуçланĕ. Эсир пурнăç çине урăхла куçпа пăхма, хăвăра та хисеплеме пуçлăр.

   Кашни çынна пурнăç пĕрре кăна панă, çавăнпа ăна çемьепе, ачасемпе йĕркеллĕ пурăнса ирттермелле. Урă пурнăç кашни çыншăн яланхи йăла йĕрки пулмалла.

 

    Сывă пулăр! Хăвăра упрăр!

 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4