Чăваш Енре «Вĕренÿ» наци проекчĕ шайĕнче сакăр регион проектне пурнăçа кĕртме пăхнă. Вĕсем хушшинче «Успех каждого ребенка» проект та пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать.
Зоя ДИПЛОМАТОВА, район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ:
– Регион проекчĕн тĕп тĕллевĕ – ачасемпе çамрăксене аталанма, пурнăçра хăйсен вырăнне тупма анлăрах майсем туса парасси. Ку тĕлĕшпе вара 5 çултан тытăнса 18 çула çитичченхи ачасене хушма вĕренÿ мелĕсемпе тивĕçтересси те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать.
Çавна аса илтересшĕн. 2015 çул вĕçĕнче вĕренÿ процесне информатизацилессипе ГИС «КОНТИНГЕНТ» проект пурнăçа кĕме тытăнчĕ. Системăра хушма вĕренĕве явăçтарнă ачасене шута илсе пыраççĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче ачасене хушма вĕренĕве явăçтарассин шайĕ 75 процентпа танлашрĕ.
Ачасен харпăр хăйĕн социокультура тата вĕренÿ тĕлĕшĕнчи ыйтăвĕсене туллинрех тивĕçтерес тĕллевпе районта хушма вĕренĕвĕн учрежденийĕсен тытăмне сыхласа хăварнă. Калайкассинчи, Йÿçкассинчи, Нискассинчи вăтам шкулсенче тата Катькас ял тăрăхĕнчи «Родничок» ача садĕнче хушма вĕренÿ программисене пурнăçа кĕртме лицензисем пур. Хальхи вăхăтра вĕренÿ организацийĕсенчен чылайăшĕ лицензи вырăнне хушма вĕренÿ ирттерме ирĕк илессипе ĕçлет.
Кунпа пĕрлех хушма вĕренĕвĕн регион навигаторне пурнăçа кĕртессипе малалла ĕçлесе пыратпăр. Ку вара ашшĕ-амăшĕ тата вĕсен ачисем валли хушма вĕренĕвĕн мĕнле программисем пурри пирки тулли информаципе тивĕçтерме, ачана вĕренĕве çырăнма заявка памалли процедурăна ансатлатма, вĕренÿ организацийĕсем хушма вĕренĕвĕн мĕнле программисене пурнăçа кĕртни пирки информаци пухассине автоматизацилеме тата унификацилеме май парать.
Вĕренÿ ĕçне информатизацилесси «Раççей Федерацийĕн цифра экономики» программăна пурнăçа кĕртессипе тачă çыхăннă. Ăна РФ Правительствин 2017 çулхи июлĕн 28-мĕшĕнчи хушăвĕпе çирĕплетнĕччĕ.
Çавна палăртса хăварнă пулăттăм. Асăннă программăсене пурнăçа кĕртессипе йывăрлăхсем çук мар. Директорсем хăйсем тата хушма вĕренÿ учрежденийĕсен педагогĕсем çĕнĕлĕхсене алла илме çине тăманнине пула ачасене хушма вĕренĕве явăçтарнин шайне тĕп-тĕрĕс палăртма йывăртарах.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче 5 çултан тытăнса 18 çула çитичченхи ачасене хушма вĕренÿ процесне явăçтарассин шайĕ 77 процентран кая пулмалла мар. ГИС «КОНТИНГЕНТ» программа вара, ача харăсах темиçе кружока çырăннă пулин те, ăна пĕр хут кăна шута илет. Муниципалитет заданине мĕнле пурнăçланине тата ГИС «КОНТИНГЕНТ» системинче регистрациленнине танлаштарса пăхни çавна кăтартса пачĕ: ачасен Ф. Васильев ячĕллĕ искусство шкулĕ, çамрăк техниксен станцийĕ тата ачасен пултарулăх çурчĕ хăйсен кăтартăвĕсене пурнăçланă. Çав вăхăтрах «Сывлăх» спорт шкулĕ хăйсен 674 воспитанникĕнчен 424-шне кăна системăна кĕртнĕ, план кăтартăвне 33 процент пурнăçласа çитермен.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче хушма вĕренĕвĕн регион системине аталантарассин тĕллевлĕ модельне пурнăçа кĕртессин шайĕнче персонифицированнăй майпа финансласси çине куçмалла пулать. Шутласа пăхнă май, çавна калама пултаратăп. 968 ача хушма вĕренĕвĕн сертификатне илĕ. Ача вара пĕр сертификата кăна тивĕçейрет.
Проектпа килĕшÿллĕн «ПроеКТОриЯ» циклне шута илсе вĕренекенсене уçă майпа онлайн-уроксене хутшăнтарма пăхнă. Çакă та шкул çулĕсенчех пулас профессие суйласа илме пулăшассипе çыхăннă. Çак вĕренÿ çулĕнче асăннă мероприятие хутшăнакансем 1260-тан кая мар пулмалла. Çапла вара 450 ача професси компетентлăхне шута илсе харпăр хăйĕн вĕренÿ планне йĕркелессипе сĕнÿсем илмелле.
Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви ачасен «Кванториум» технопаркĕсен шутне ÿстерме палăртать. Çавăнпа та шкул ертÿçисен çумĕсен вĕренÿ программисене туса хатĕрленĕ чухне урок хыççăнхи мероприятисем, професси илме пулăшасси тата ачасен харпăр хăйĕн вĕренÿ планне хатĕрлесси шайĕнче вĕренекенсене технопарксене илсе çÿрессине планлас пулать.
2018 çултанпа Чăваш Енре «Билет в будущее» проект пурнăçа кĕрет. Вăл 6 – 11 классенче вĕренекенсене хăйсен пулас профессине шкул çулĕсенчех суйласа илме пулăшма тивĕç. Асăннă проекта пурнăçа кĕртме пĕлтĕр республика пилот регионĕ шучĕпе хутшăнчĕ. Проекта пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ĕçсем пирки калаçу вĕренÿ ĕçченĕсен республика конференцийĕнче те пулчĕ. Чăваш Ен вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ С. Кудряшов проект республикăра кăçал анлăн пурнăçа кĕме тытăнасси пирки пĕлтерчĕ, кăçалтан пурин те унта активлă хутшăнмалли пирки каларĕ.
Туса ирттерекен ĕçсем шкулсенчи вĕренÿ пахалăхне палăрăмлă çĕнĕ шая çĕклеме, пирĕн вĕренекенсене пурăна киле хăйсен ĕçĕнче чăн-чăн профессионалсем пулма май парĕç.
В. ШАПОШНИКОВ хатĕрленĕ.
Сентябрь 2026 |
