Муркашсене - икĕ çĕнĕ автомашина

Категория: Главные новости Опубликовано: 02.09.2019, 14:33 Просмотров: 202

«Демографи» наци проектне Сывлăх сыхлавĕн, Социаллă хÿтлĕх, Вĕренÿ тата Спорт министерствисем енĕпе пурнăçлакан ĕçсене кĕртнĕ. «Демографи» проекта «Содействие занятости женщин», «Спорт – норма жизни», «Старшее поколение», «Укрепление общественного здоровья», «Финансовая поддержка семей при рождении детей» регион проекчĕсем кĕреççĕ. Çÿлерех асăннă ĕç-хĕл шайĕнче Чăваш Республикине федерацинчен ку тĕлĕшпе 43,7 миллион тенкĕ уйăрнипе 9 ГАЗ Луидор микроавтобус, 21 Лада Ларгус Куб универсал туяннă.


Çĕнĕ транспорт уççисене савăнăçлă лару-тăрура августăн 23-мĕшĕнче Чăваш Патшалăх оперăпа балет театрĕ умĕнче панă. Мероприятие Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев хутшăннă.


– Умра пурнăçăн вăтам тăршшĕне 78 çула çитерес задача тăрать. Енчен те аслă ăру валли медицинăпа социаллă пулăшу çителĕксĕр пулсан, тĕллеве пурнăçлама йывăр. Пулăшусене илес шая яллă вырăнсенче те ÿстермелле, – палăртнă хăйĕн шухăшне Иван Моторин.


Икĕ çĕнĕ автомашина Муркаш районне те çитрĕ. Вĕсен уççине мероприятире «Муркашри çынсене социаллă пулăшу памалли центр» бюджет учрежденийĕн ертÿçи Ольга Иванова тивĕçнĕ.


– Автомашинăсемпе аслă çулхи çынсене медицина учрежденийĕсене диспансеризацие е ытти тĕрĕслеве илсе çитерме усă курăпăр. Çитес çултан пуçласа Чăваш Енти Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерствипе Сывлăх сыхлавĕн министерстви федерацин «Старшее поколение» проекчĕ шайĕнче яллă вырăнсенчи 65 çултан аслăрах çынсене хушма медицина тĕрĕслевĕ ирттереççĕ, çавна май ку тĕлĕшпе тата центрăн мобильлĕ ушкăнне ялсене тухса çÿреме машина питех те вырăнлă пулĕ. Транспорт коляскăллă инвалидсемшĕн те меллĕ, – терĕ Ольга Иванова çĕнĕ автомашинăсем панипе кăмăллă пулнине палăртса.
Р. ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4