Ача çуралнă хыççăнхи отпускра чылай хĕрарăм ĕç пирки манать паллах. Анчах та ĕçе тухмалли вăхăт çывхарса пынăçемĕн коллектива тепĕр хут хăнăхасси, ĕç сферинчи улшăнусем пулни пирки ытларах та ытларах шухăшлаттарать. Çавăнпа ĕнтĕ ача виçĕ çула çитиччен чылай амăшĕ хăйĕн професси ăсталăхне ÿстерме, хăшĕсем вара пачах та урăх специальноçа алла илме тăрăшаççĕ.
Çакăн пек амăшĕсене шăпах «Демографи» нацпроект пулăшать.
Ун шайĕнче «Содействие занятости женщин – создание условий дошкольного образования для детей до трех лет» федераци проекчĕ пурнăçланать. Проект тĕллевĕсенче палăртнă тăрăх, 2024 çул тĕлне çĕршывра декрет отпускĕнчи пурĕ 230 пине яхăн хĕрарăм çĕнĕ професси алла илме е професси ăсталăхне ÿстерме пултармалла. Çавна май ача сачĕсенче те виçĕ çулчченхи ачасем валли вырăнсем йĕркелеме палăртнă.
Вĕренес текен хĕрарăмсем ятарлă курссене ĕçпе тивĕçтерекен центрсем урлă кайĕç. Çитес çултанпа çак ĕç пысăк масштабпа пурнăçланма тытăнмалла.
Хальхи вăхăтра та ачисем виçĕ çула çитмен амăшĕсем ĕçпе тивĕçтерекен центрсем урлă вĕренÿ курсĕсене каяççĕ. Чăваш Республикинче те акă «Содействие занятости населения» патшалăх программи ĕçлет.
Етĕрнери ĕçпе тивĕçтерекен центрăн директорĕн çумĕ Ираида Димитриева пĕлтернĕ тăрăх, кăçал Муркаш районĕнчи 13 хĕрарăма декрет отпускĕ вăхăтĕнче вĕренÿ курсĕсене явăçтарма палăртнă. Вăл шутра – декрета тухиччен ниçта та ĕçлемен хĕрарăмсене те. Çак курссем хĕрарăмсемшĕн тÿлевсĕрех иртеççĕ, хĕрарăмсене вара стипенди те тÿлеççĕ. Вĕсене валли республика бюджетĕнчен укçа уйăраççĕ.
– Кăçал вĕренме кайнă хĕрарăмсенчен виççĕшĕ сутуçă профессине алла илет, тепĕр хĕрарăм асăннă профессипе ăсталăхне ÿстерет. Çавăн пекех АЗС операторне тата чĕрнесене пăхса тăрассипе ĕçлекен специалиста вĕренме кăмăл тунисем те пулчĕç, – палăртрĕ Ираида Димитриева.
Иртнĕ çул та Муркаш районĕнчи 13 хĕрарăм вĕренÿ курсĕсене çÿресе çĕнĕ професси алла илнĕ тата ăсталăхне ÿстернĕ. Апла вĕсем çĕнĕ пĕлÿпе тата конкуренци пултарулăхĕпе ĕçе кÿлĕннĕ.
Акă хальхи вăхăтра Муркаш райповĕнче ĕçлекен Екатерина Петрова пĕлтĕр шăпах ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă сутуçă профессине алла илнĕ. Вĕренÿ курсĕсем вăхăтĕнче вăл практикăна Муркаш райповĕнче ирттернĕ. Кĕркуннеренпе вара «Визит» лавккара сутуçăра тимлет.
– Вĕреннĕ вăхăтра манăн ача виçĕ çул тултарман пулнă. Халĕ вăл ача садне çÿрет, эпĕ вара кашни кунах – ĕçе, – кĕскен палăртрĕ сутуçă.
Каласа хăвармалла, райпо тытăмĕнче чылай çул ĕçлекен специалистсем çамрăк сутуçă вашават та тăрăшуллă пулнипе кăмăллă.
Çапла наци проекчĕ пулăшнипе пирĕн районти тата ытларах çамрăк амăшĕ хăйсен малашлăхри тĕллевĕсене пурнăçлама пултарĕ. Çав вăхăтрах наци проекчĕ пурнăçланнăран вырăнти предприятисене те кирлĕ специалистсемпе тивĕçтерме май пулĕ.
Н. НИКОЛАЕВА.
Сентябрь 2026 |
