Спорт пурнăç норми пулса тăмалла

Категория: Главные новости Опубликовано: 31.07.2019, 15:19 Просмотров: 209

«Демографи» нацпроект шайĕнче федерацин тата регионти «Спорт – норма жизни» проектсене пурнăçа кĕртме тытăнчĕç. Çавна май кăçал физкультурăпа спорт отраслĕнче темиçе енпе ĕçлесе пыраççĕ.

Пĕрремĕшĕнчен, регион шайĕнчи хоккей центрне тума тытăнчĕç. Çак сооруженире хупланă пăр арени, куракансен трибунисем, хывăнса тăхăнмалли пÿлĕмсем тата хуçалăхпа административлă пÿлĕмсем пулмалла. Ăна çитес çул туса пĕтерме планланă.

Çавăн пекех наци проекчĕпе пăхса хунă тăрăх, Чăваш Енри тăхăр муниципалитетра кăçалах ГТО нормативĕсене пурнăçлассипе хатĕрленÿ ирттермелли урамри спорт площадкисене йĕркелесе хута яма палăртнă. Чăваш Ен Спорт министерствин сайтĕнче пĕлтернĕ тăрăх, федерации проекчĕ ĕçленĕ вăхăтра пурĕ çакăн пек площадка Чăваш Енри 17 муниципалитет районĕнче пулмалла.

– Муркаш районĕнче хальхи вăхăтра ГТО нормативĕсене пурнăçлассипе тест центрĕ тесе «Сывлăх» спорт шкулне çирĕплетнĕ. Унта шкул ачисем те, тĕрлĕ организацире вăй хуракансем те ГТО нормативĕсене пурнăçлаççĕ. Ылтăн, кĕмĕл тата бронза значоксене тивĕçекенсем сахал мар. Кăçал пирĕн районти 453 çын нормативсене пурнăçларĕ, – палăртрĕ район администрацийĕн физкультурăпа спорт секторĕн ертÿçи Игорь Гурьев.

Вăл каланă тăрăх, «Спорт – норма жизни» проект ĕçленĕ тапхăрта пирĕн районта та ГТО нормативĕсене пурнăçлассипе хатĕрленÿ ирттермелли урамри спорт площадкине тума палăртнă. Çав площадкăна «Сывлăх» спорт шкулĕ çывăхĕнче йĕркелеме пăхса хунă. Унта ГТО нормативĕсене пурнăçлама пулăшакан тĕрлĕ спорт оборудованине вырнаçтарĕç.

Çакă, паллах, çынсемшĕн меллĕ пулмалла. Çавăнпа та физкультурăпа районти тата ытларах çын туслашасса шанмалла кăна. Сăмах май, 2018 çулти пĕтĕмлетÿ тăрăх, пирĕн районта пурăнакансенчен 45 процент ытларах çын тăтăшах спорт тата физкультура занятийĕсене хутшăннине палăртнă. Массăллă иртекен спорт мероприятийĕсене ача сачĕсене çÿрекенсем те, спорт ветеранĕсем те активлă хутшăнаççĕ.

«Спорт – норма жизни» проект пирки калаçăва тăсса вара кăçал Чăваш Енри Олимп резервĕн пилĕк спорт шкулне специализациленĕ çĕнĕ оборудованипе тивĕçтерме пăхса хунине палăртмалла. Çакă спортăн регионти база тĕсĕсемпе спорт резервне хатĕрлеме кирлĕ. Ку ĕçе пурнăçлама пурĕ 43 миллион тенкĕ уйăрма пăхнă.

Проекта пурнăçланин тĕп тĕллевĕ – 2024 çул тĕлне тăтăшах спорт тата физкультура занятийĕсене хутшăнакан çынсен шутне пурăнакансен 55 проценчĕ таран çитересси. Çавна май республикăра пур шайра та çынсене массăллă спорта активлăрах явăçтарма, вăл шутра ГТО нормативĕсене пурнăçлассине те ытларах хутшăнтарма тĕллев лартнă. Спорт резервне хатĕрлесси çине те пысăк тимлĕх уйăрĕç.

 

Н. НИКОЛАЕВА хатĕрленĕ.

 

 

ç

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4