Шкулсенчи экзаменсен тапхăрĕ хыçа юлчĕ. Çак вăхăт тăххăрмĕш классенчен вĕренсе тухнисемшĕн те çăмăл тапхăр пулмарĕ паллах. Ачасем патшалăхăн тĕп экзаменне пурĕ тăватă предметпа тытрĕç: иккĕ – обязательнăй йĕркепе (вырăс чĕлхипе тата метематикăпа), иккĕ – ача хăй суйласа илнипе. Патшалăх тĕп экзаменĕсенче икĕ-виçĕ экзаменрах «5» паллă илнисем сахал мар пулнă. Муркаш районĕнче вара пур экзаменпа та «5» илнисем пур. Вĕсем: Мăн Сĕнтĕрти шкулти Николай Маринкин, Анастасия Перцева, Даниил Григорьев, Ильинка шкулĕнчи Олег Портнов, Нискасси шкулĕнчи Димитрий Скворцов, Чуманкасси шкулĕнчи Леонид Белов. Выпускниксен пĕчĕк мар пайĕ колледжсемпе техникумсене вĕренме каяс шухăшлă. Çакна чăнах та ответлă йышăну темелле.
Палăртмалла, Чăваш Енри профессин вăтам пĕлĕвне паракан вĕренÿ учрежденийĕсем – Раççейре чи лайăххисен шутĕнче. Выпускниксем те унта тăххăрмĕш класран вĕренсе тухнине çирĕплетекен аттестатра пысăк паллăсем пуррипе вĕренме кĕреççĕ. Колледжран е техникумран вĕренсе тухнă выпускник алла илнĕ специальноçпа тÿрех ĕçе вырнаçма е ĕçленипе пĕрлех куçăмсăр майпа вĕренме кĕме те пултарать. Хăй вĕреннĕ специальноçпа пĕлĕве аслă шкулта бюджет вырăнне вĕренме кĕрсе малалла тăсма та пулать.
Муркаш районĕнче 9 класран вĕренсе тухнă хыççăн колледжсемпе техникумсене вĕренме кĕнисем çулсеренех сахал мар – 46 – 47 процент таран. Экзаменсене ирттернĕ чухне объективлăха мала хураççĕ. Патшалăх тĕп экзаменĕсене тытмалли пунктсенче обществăлла сăнавçăсен (Чăваш патшалăх университечĕн тата Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенчĕсен йышĕнчен) çирĕп контролĕ пулнă. Ытларах чухне сăнавçăсем – тăван район çыннисемех. 2014 çултанпа патшалăх тĕп экзаменĕсенче оффлайн-видеоçырăну меслечĕпе усă кураççĕ. Çакă экзаменсенче пулма пултаракан хирĕçле лару-тăрăва тĕрĕс татса пама пулăшать. Патшалăх тĕп экзаменĕсем валли контрольпе хаклав материалĕсене (КИМ) экзамен иртекен кунра информацие тишкерсе тухмалли регион центрĕнче пичетлесе экзамен иртекен пунктсене çитереççĕ. Çапла майпа экзамен материалĕсене экзаменччен курасран сыхлама май пур.
Кăçал Чăваш Енре 9 классенчен вĕренсе тухнă 12 пин ача патшалăх тĕп экзаменĕсене тытнă. Муркаш районĕнче патшалăх тĕп экзаменне 270 выпускник тытнă, шкултан вĕренсе тухмалли экзаменсене – 8 выпускник. Экзамен тапхăрĕнче техника енчен пăтăрмах пулман, пĕтĕмпех штатлă йĕркепе иртнĕ. – Ачасем хăйсем суйласа илнĕ предметсен йышĕнче малти вырăнта обществознани тăрать, хыççăн – биологи, географи, информатика тата физика. Çак предметсем регионта кирлĕ инженер профессине, экономикăпа, ял хуçалăхĕпе çыхăннă профессисене, медицина специальноçĕсене вĕренме кирлĕ. Вĕсене тăххăрмĕш класс хыççăн та алла илме пулать, – палăртать район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн информаципе методика центрĕн ертÿçи Ирина Ершова. Виçĕ экзамена «иккĕ» паллăлăх е резерв кунĕнче те тепĕр хутчен «иккĕ» илнисем валли сентябрьте хушма тапхăр йĕркелĕç. Ун пирки шкулсенче тĕплĕнрех ăнлантарса пама пултараççĕ. Çавăн пекех информацие «ГИА-2019» хĕрÿ лини çине 8(8352)57-21-60 номерпе шăнкăравласа пĕлме пулать.
Н. НИКОЛАЕВА хатĕрленĕ.
Сентябрь 2026 |
