
Поэтсемпе прозаиксем хăйсен пултарулăхĕнче çиле сахал мар тимлĕх уйăрнă. Вăл темĕн тĕрлĕ те пулма пултарать: ашкăнчăк та чăрсăр, ачаш та çепĕç, кăра та шелсĕр... Шăрăх чухне уçăлтарать пулсан сивĕре тата ытларах шăнтать. Унăн кăмăлĕ улшăнсах тăрать.
Акă Андриян Григорьев çыравçă та çиле хисеп тунă теме пулать - нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче унăн «Витĕр çил. Ветер-озорник» ятлă сăвă пуххийĕ пичетленсе тухрĕ. Кĕçĕн çулхи ачасем валли хатĕрленĕ кĕнекене чăвашла тата вырăсла çырнă сăвăсем кĕнĕ. Кăларăм редакторĕ - Валерий Алексеев, ÿнерçи - Светлана Бритвина (Тонина). Тиражĕ – 1000 экземпляр.
Андриян Григорьев Тутарстанри Нурлат районне кĕрекен Хуралту ялĕнче 1963 çулта çуралнă. Хусанти медицина институтĕнчен вĕренсе тухнă, тухтăр. Андриян Александрович - пилĕк кĕнеке авторĕ, чăвашла тата вырăсла çырать.
«Витĕр çил. Ветер-озорник» кĕнекине алла тытсассăнах çил вĕрнĕн туйăнать. Хуплашкари арçын ачапа хĕрача хут çĕлене вĕлкĕштерсе чупаççĕ. Кăларăма уçнăçемĕн, çавра хыççăн çавра вуланă май çил варкăшĕ юнашарах пек. Вăл, сăвă йĕркисенче пытаннăскер, вăшт сиксе тухать:
Çÿрет ирĕк çил.
Сывлăшра унăн çулĕ.
Юрлать юрăсем ирĕкре.
Çук унă тăван çĕрĕ, çук чикĕ те уншăн.
Пур ирĕк вĕçев тĕнчере.
Чăрсăр çил страницăран страницăна куçса ÿкерчĕксенче сăнарланать. Пĕрре ачаш хум пек пырса сĕртĕнет, тепре çил-тăмана çаврăнать. Унăн ĕçĕ çав - çаврăнасси, пĕтĕрĕнесси, вырăнтан вырăна куçасси.
Автор тăван тавралăха юратни сисĕнет. Лирика геройĕ çутçанталăк улшăнăвĕсене сăнама, илеме асăрхама пĕлет («Ылтăн кĕркунне. Золотая осень», «Тĕрлĕ тĕслĕ тумпа... В разноцветном уборе...», «Пĕрремĕш юр. Первый снег», «Çарăмсан. Черемшан» т.ыт.те). А.Григорьевăн тăманĕ те чĕрĕ:
Сĕрме купăс пек йĕрет-çке
Каç пулсассăн çил-тăман.
Тусĕ çукшăн хуйхăрать-çке,
Ăшă пÿрт те тупайман.
Лирика сăнарĕ амăшне («Аннеçĕме. Мамочке»), Тăван çĕршыва («Чикĕ хуралçи пуласчĕ. Пограничником я стану») юратни пирки те уççăнах пĕлтерет.
«Çиле хирĕç пыма çăмăл мар...» («Против ветра идти нелегко…») сăвăри йĕркесем вара автор пĕчĕк вулакансене панă халал пекех янăраççĕ:
Пултăр çутă та чыслă тĕллев,
Утăмсем çирĕпрех санăн пулччăр.
Темех мар - хăш енне паян çилĕ вĕрет -
Ырă йĕр, ырă ят
Хыçалтан юлса пыччăр!
Чувашское книжное издательство
Сентябрь 2026 |
