Тыл ĕçченĕ - Муркаш ялĕнче пурăнакан Вера Никитина çак кунсенче хăйĕн 85 çулхи юбилейне паллă турĕ. Вера Ананьевна хăйĕн ĕç ĕмĕрне ачасене пĕлÿ, воспитани парас ĕçе халалланă, Муркашри вăтам шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Унăн вĕренекенĕсем хăйсен учительне манмаççĕ, яланах тав сăмахĕ калаççĕ.
Юбиляра паллă кунпа депутатсен Муркаш ял тăрăхĕнчи Пухăвĕ тата хăйĕн ячĕпе унăн вĕренекенĕ - депутатсен Муркаш ял тăрăхĕнчи Пухăвĕн депутачĕ, район хаçачĕн корректорĕнче вăй хуракан Ольга Суворова саламларĕ, вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх сунчĕ. Ольга Филипповна ĕç ветеранне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Тав çырăвне, асăнмалăх парне парса чысларĕ.
В. ШАПОШНИКОВ
сăн ÿкерчĕкĕ.
Сентябрь 2026 |
