Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн майăн 6-мĕшĕнче пирĕн районта РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов пулчĕ. Леонид Ильич хутшăннипе çав кун Муркаш шкулĕнче савăнăçлă лару-тăрура «Герой партти» акцие уçрĕç, депутат Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссариатĕнче пулса курчĕ, район администрацийĕнче граждансене йышăнчĕ, депутатсен район Пухăвĕн депутачĕсемпе, Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсемпе тата тыл ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ. Мероприятисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев та хутшăнчĕ.
«Герой партти» - «Единая Россия» партин «Çĕнĕ шкул» проекчĕ шайĕнче пурнăçа кĕрекен вĕренÿ проекчĕ. Вăл шкул ачисене вăрçă çулĕсенче паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă ентешĕсем пирки лайăхрах пĕлме май паракан мел. Çакă çитĕнекен ăрушăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Çав кун Муркаш шкулĕнче шкулта тĕрлĕ çулсенче вĕреннĕ Совет Союзĕн Геройĕсен И.Г. Мешаковпа А.И. Воробьевăн парттисене уçрĕç.
Тĕплĕнрех район хаçачĕн юнкунхи номерĕнче вуласа пĕлме пултаратăр.
В. Шапошников.
Сентябрь 2026 |
