Майăн 1-мĕшĕнче, Çуркуннепе Ĕç уявĕнче, Муркаш райповĕ çулсеренех çăмăл атлетика эстафетине ирттерет.
«Кăçалхипе ăмăрту 18-мĕш хут иртет. Пирĕн райповăн пĕрремĕш ăмăртăвĕ вара шахмат турнирĕ пулнă», - аса илчĕ Муркаш райпо канашĕн председателĕ Борис Андреев. Сăмах май, вăл Муркаш райповĕ район тантăшĕ пулнине те палăртрĕ. Мартăн 4-мĕшĕнче райпо йĕркеленнĕренпе 75 çул çитнине пĕлтерчĕ.
Райпо коллективĕ районти чи пысăк ĕç коллективĕсенчен пĕри. Çавăнпах райпо парнисемпе кубокĕсене çĕнсе илессишĕн спорт ăмăртăвĕ те массăллă иртни килĕшÿллĕ. Ку тĕлĕшпе çăмăл атлетикăна суйласа илни, çапла вара чылай çынна спорта явăçтарма май туни, тĕрĕс утăм пулнă. Çакна кăçалхи ăмăрту та кăтартса пачĕ: эстафетăна чылай команда хутшăнчĕ, куракансем те урам туллиехчĕ.
Ăмăртăва уçнă май, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев пурне те Çуркунне тата Ĕç уявĕпе, спорт уявĕпе саламласа ăнăçу сунчĕ.
Çак кун муркашсемпе пĕрле пулма Шупашкартан пысăк делегаци çитнĕ: Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Александр Федотов, РФ тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, çăмăл атлетика енĕпе тĕнче тата Европа чемпионĕ Алина Иванова, Чăваш Ен Спорт министерствин Спорт хатĕрленĕвĕн центрĕн ертÿçи Борис Атаманов, СССР тава тивĕçлĕ тренерĕ Виктор Семенов, РФ спорт мастерĕ Василий Трофимов.
Александр Федотов Майăн 1-мĕшĕ ĕçпе çыхăннă уяв пулнине асра тытма сĕнчĕ. «Ĕç - пурнăç тыткăчи, унсăрăн çын хăйĕн пурнăçне те тĕрĕс йĕркелесе пыма пултараймасть. Тата çынна туслăх кирлĕ. Вара пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулмалла, мĕншĕн тесен эсир спортпа туслă. Спорт пурнăçра пулăшса пырать кăна», - тесе палăртрĕ вăл хăйĕн салам сăмахĕнче.
Ытти хăнасем те ăмăртăва хутшăнакансене ÿсĕмсем, çитĕнÿсем тума вăй-хал сунчĕç.
Хыççăн пуçланчĕ хĕрÿ ăмăрту. Старта чи малтан çемьесен командисем тухрĕç. Вĕсен, ачисен çул ÿсĕмне кура, икĕ ушкăн пулчĕ. Сакăр çулчченхи ачаллă çемьесен йышĕнче Ярапайкасси ял тăрăхĕнчи Андреевсен çемйи 3-мĕш, Катькас ял тăрăхĕнчи Ельниковсен çемйи 2-мĕш, Муркаш райповĕн команди - Охотниковсен çемйи 1-мĕш вырăна тухрĕç.
8 - 12 çулти ачаллă çемьесен йышĕнче 1-мĕш вырăна Оринин ял тăрăхĕнчи Блиновсем, 2-мĕшне - Муркаш ял тăрăхĕнчи Смирновсем, 3-мĕшне Чуманкасси ял тăрăхĕнчи Игнатьевсем тухрĕç.
Ветерансем кросра ăмăртрĕç. 500 м дистанцире 60-тан иртнĕ Михаил Романов тата Тамара Александрова 1-мĕш, Аркадий Долгов 2-мĕш вырăн çĕнсе илчĕç. 50-ран иртнисен йышĕнче арçынсенчен Владимир Иванов, Николай Скворцов тата Александр Григорьев малти вырăнсене йышăнчĕç, хĕрарăмсенчен - Ирина Осипова, Венера Егорова тата Калерия Майорова.
Хыççăн чи массăллă стартсем пулчĕç. Тĕп шкулсен командисем тата ĕç коллективĕсен командисем 6 тапхăрпа, вăтам шкулсен командисем 10 тапхăрпа чупса ăмăртрĕç.
Тĕп шкулсен ушкăнĕнче шетмĕпуçсене çитекенни пулмарĕ, 2-мĕш вырăнта - Сосновка шкулĕ, 3-мĕшĕнче - шатракассисем.
Вăтам шкулсенчен Мăн Сĕнтĕр шкулĕн команди мала тухма пултарчĕ, хыççăнхи вырăнсенче - Çатракасси шкулĕн тата Муркаш шкулĕн командисем.
Ĕç коллективĕсен командисем те, çемье командисем пекех, старта йышлăн тухрĕç. Вăл шутра Муркаш райпо коллективĕн команди те. Çĕнтерÿçĕ вара «Заря» пĕрлешĕвĕн команди пулчĕ. 2-мĕш вырăна «Свобода» хуçалăхăн команди тухрĕ. 3-мĕш вырăнта - Оринин ял тăрăхĕн команди.
Çуллахи спорт сезонне уçакан ăмăрту питĕ хăвăрт та хаваслă иртрĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене чысланă саманта хутшăнса, район прокурорĕ Валерий Шоркин Муркаш райповне çакăн пек массăллă ăмăртăва малашне те ирттерме сĕнчĕ, хутшăнакансене спортпа туслă пулма чĕнсе каларĕ.
Çуркуннепе Ĕç уявне Муркашра паллă тума пухăннă спортпа туслă çынсем çак кун килĕсене чăнах та хавас кăмăл-туйăмпа саланчĕç: ăмăртура мала тухнисем хаклă парнеллĕ пулчĕç, ыттисем вĕсемпе пĕрле савăнчĕç, тахçанах курман пĕлĕшĕсемпе курса калаçрĕç.
Н. НИКОЛАЕВА.
Сентябрь 2026 |
