Районти шкулсенче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2019» акци иртрĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 26.04.2019, 09:33 Просмотров: 336

Ĕнер Чăваш чĕлхи кунне, Шупашкар хули йĕркеленнĕренпе 550 çул çитнине тата Раççейри театр çулне халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2019» акци ирттерчĕ.

 Акци чăвашсем пурăнакан пĕтĕм тĕнчери хулапа ялта тата уйрăм вырăнсенче иртрĕ.  Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси. 2019 çулта Йĕркелÿ комитечĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн «Республика» хаçачĕн корреспонденчĕ, Раççей журналисчĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ, Чăваш Республикин профессионал çыравçăсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ, Чăваш Республикин çамрăксен премийĕн лауреачĕ Владислав Николаев çыравçă, журналист, куçаруçă Тани Юн пултарулăхне халалласа çырнă текста суйласа илнĕ.

Районти шкулсенче вĕренекенсем, вĕрентекенсем, ачасен ашшĕ-амăшĕсем  çак акцие хутшăнма кăмăл турĕç.  Пурĕ 313 çын чăваш диктанчĕ çырчĕ. Акцие хутшăннисен ĕçĕсене тĕрĕслеме ятарлă комисси йĕркеленĕ.

 

 

Моргаушский район

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4