Чăваш патшалăх çамрăксен театрěнче – премьера

Категория: Главные новости Опубликовано: 09.04.2019, 13:54 Просмотров: 362

Хаклă туссем!

Ака уйăхěн 10-мěшěнче, 18.30 сехетре, еçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрěнче – премьера! Сире «унат сараççĕ ĕмĕтсем» (Мечты расправляют крылья) ятлă камит пырса курма йыхравлатпăр.

Телее кам ăçта е мěнре шырамасть-тĕр: пĕри – аякра, тепри – çывăхра, кам – укçара, кам – юратура… «Çунат сараççĕ ĕмĕтсем» камитри тĕп геройсем ĕçпе пиçĕхсе çулланнă пулсан та тепĕр çамрăкран та ирттереççĕ. Мал ĕмĕчěсемпе, ěненěвěпе, шанчăкĕпе, ăрусем хушшинчи çыхăнусене таптаманнипе, чунри туйăмěсемпе. «Ăçта çуралнă – унтах кирлĕ пулнă», - теççě халăхра. Телей вăрттăнлăхě çакăнта тěпленмен-ши?

улсерен пичетленекен статистика кăтартăвěсем чěрене çурса яраççě: çěр-çěр ял арканать! ак хăрушă «çил-тăвăла» мěнле тытса чармалла? Камитри сăнарсем хуравне пĕлеççĕ кăна мар, аллă-аллăн тытăнса, пĕтěм вăй хăвачĕпе çак юхăма хирěç тăраççĕ.

Савăнăçě нумай кĕттерместь. Часах «пěрремĕш чěкеçсем» вĕçсе килеççě: чěвěл-чĕвĕл чěлхипе юрату юрри юрлаççĕ. Ăçта юрату – унта пуласлăх! Анчах «суккăрисем» те, хытă чунлисем те çумрах. Май килнĕ чух вěсем хăйсен «хăватне» кăтартма васкаççĕ. Участковăй Ванькка геройсене арестлеме, парăнтарма кашнин валли «статья» шыраса тупнă. Кěç-вěç тĕрмене хупса лартма хатěр. Анчах чăнлăх çиеле тухасса пирĕнтен кашниех кěтет-çке. Тĕрлĕ пăтăрмахран çăлăнса тухма «кайнисем» те пулăшаççě – вĕсене манмасан, вěсемпе канашлама пĕлсен, вěсене хисеплесе сăвап тусан.

Телей – хамăр алăрах! Такама шанса пурăнмалла маррине питĕ лайăх ăнланаççě пьесăри çутă сăнарсем. Ун пеккисене вара ÿлти Турă та пулăшса пырать, утçанталăк та, хăй ытамěнче сăпкари пек лăпкаса, вилĕмсĕрлĕх парнелет.

Спектакль режиссерě – Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Вячеслав Оринов, художникě – Лариса Комиссарова, музыка йĕркелекенĕ – Андрей Молодцыгин.

 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4