Ентеш çыравçăсене астуса

Категория: Главные новости Опубликовано: 29.03.2019, 10:29 Просмотров: 378

 

Муркаш районĕ йĕркеленнĕренпе 75 çул çитрĕ. Тăван районăмăр хăйĕн сумлă çыннисемпе палăрса тăрать. Çавна асра тытса районти чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем «Ентеш çыравçăсен хайлавĕсене шкулта вĕрентесси» темăпа наукăпа практика конференцийĕ ирттерчĕç. Пултаруллă çыравçăсемпе эпир, чăн та, мухтанма пултаратпăр. С.М. Михайлов-Янтуш чăвашсен пирвайхи çыравçи, Н.В. Никольский чăвашсен пĕрремĕш профессорĕ, «Хыпар» хаçат никĕслевçи, Ю. Скворцов паллă проза ăсти ячĕсем çулсем иртсен те мăнаçлăн янăраççĕ. Шкулта профориентаци енĕпе çыхăнтарса А. Лазаревăн пурнăçне тата ун хайлавĕсене вĕренетпĕр. Хĕрарăм çыравçă летчик пулни, ун хайлавĕсенче авиашкулти çамрăксен ĕçĕ-хĕлне çутатни ачасене шухăшлаттарать. Куçма Пайраш тухтăр çыравçă пурнăçĕпе пултарулăхне те ачасен професси суйлас ыйтăвĕсемпе çыхăнтарма пулать. Вăрçă темине çутатнă май А. Петтоки, Кăтра Мишши, В. Ржанов, И. Григорьев çыравçăсен кун-çулне тата вĕсен хайлавĕсене тишкерме меллĕ.

Вĕрентекенсем конференцире тĕрлĕ темăсем хускатрĕç. С.М. Михайлов-Янтуш пултарулăхĕн хăйне евĕрлĕхне И. Михалкина тата А. Петрова палăртрĕç. Н.В. Никольский ĕçĕ-хĕлне М. Митрофанова тишкерчĕ. Ю. Скворцовăн хайлавĕсене вĕрентес уйрăмлăхсемпе Н. Ястребова, А. Ефимова, В. Николаева паллаштарчĕç. А. Лазарева пултарулăхне ачасене вĕрентес çĕнĕлĕхсем çинчен А. Димитриева тата Ю. Евстафьева калаçрĕç. Кăтра Мишши хайлавĕсене килти вулав урокĕсене сĕнекенсем Л. Никитина тата Н. Блинова пулчĕç. И. Григорьев хайлавĕсене вĕрентмелли уйрăмлăхсене Г. Емельянова каласа пачĕ. В. Ржанов пурнăçне Л. Семенова туллин тишкерчĕ.

Конференцие районти вĕренÿ пайĕн информаципе методика центрĕн ертÿçи И. Ершова ертсе пычĕ. Вĕрентекенсен тĕпчевĕсемпе чăваш литератури, тăван ен культури урокĕсенче, класс тулашĕнчи ĕçсенче çав тери тухăçлă усă курма пулать.

А. Димитриева, вĕрентекен.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4