Мартăн 21-мĕшĕнче «Единая Россия» партин председателĕн Д. Медведевăн Чăваш Республикинчи обществăлла йышăну пÿлĕмĕн ертÿçи - Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитетăн председатель çумĕ Николай Николаев Муркашра граждансене йышăнчĕ.
Йышăну ирттерес ĕçе «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ - район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев та хутшăнчĕ.
Муркаш районĕнче пурăнакансем йышăнăва тĕрлĕ ыйтупа килнĕ. Вăл шутра виçĕ çын - пенси ыйтăвĕпе. Вĕсене пурне те пенси индексацилесси тата ял хуçалăх сферинче 30 тата ытларах çул ĕçленĕ çынсене пенси хушса тÿлессин йĕрки кăсăклантарни, пăшăрхантарни палăрчĕ.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче колхоз-совхозсен ячĕсене ял хуçалăх кооперативĕсем тесе улăштарнă, çавăн пекех ĕç кĕнекисем çине çырнă хăш-пĕр должноç (сăмахран, «рядовой» тесе çырни) хальлĕхе хушма тÿлев илме май памасть.
Хуравран çакă палăрчĕ: çав должноçсене йĕркене кĕртес тĕлĕшпе РФ Пенси фончĕ Ĕç министерствине официаллă ыйтупа тухнă, çитес вăхăтрах министерствăран хурав пулмалла. Çапла вара должноçсем, предприятисем тĕлĕшпе улшăнусем пулнă хыççăн хушма тÿлев илсе тăма пултаракан пенсионерсене пенсие тепĕр хут шутласа параççĕ. Шутлава саккун вăя кĕнĕренпе - 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа туса ирттереççĕ.
Муркашсене пăшăрхантаракан тепĕр самант - çÿп-çап турттарса тухассин тата уншăн тÿлессин ыйтăвĕ. Ку ыйтупа та темиçе çынах килчĕ.
Çынсем çÿп-çап турттарса тухнăшăн тÿлеме хирĕç мар, анчах та ял çынни пĕчĕкрех тариф кĕтет, çав вăхăтрах реформа йĕркеллĕ пуçланманнине те тĕрĕсех палăртать. Малтан контейнерсем вырнаçтарас ĕçе пурнăçламалла пулнă, кайран вара квитанци пани вырăнлă пулĕччĕ. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, çак вăхăтра ялсенче контейнерсем лартмалли вырăнсем хатĕрлес ĕç пырать. Москакасси ял тăрăхĕнчен килнĕ çынсем акă хупăнакан контейнерсем лартмасан унта тирпейсĕрлĕх хуçаланма тытăнмĕ-и, тесе пăшăрханаççĕ. Николай Николаев депутата вĕсем регион операторĕн тивĕçĕсен шутне çав лаптăксене тирпейлĕхре тытса тăрассине кĕртме сĕнÿпе тухма ыйтрĕç. Мĕншĕн тесен ял тăрăхĕн администрацийĕн хăйĕн штатне тата полномочисене кура ку ĕçе пурнăçлама ирĕк çук.
Патшалăх Канашĕн депутачĕ ку ыйтăва республика шайĕнче çĕклессе пĕлтерчĕ, çавăн пекех ял çыннисем валли çÿп-çап турттарса тухнин тарифне малалла та пĕчĕклетессин ыйтăвне республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та контрольте тытнине палăртрĕ.
Йÿçкасси ял тăрăхĕнчен килнĕ пуçаруллă çын ялта спорт площадки тăвас тĕллевлĕ. Проекчĕ те, смета документацийĕ те пур. Анчах кăçал, сăмахран, пуçарулăх бюджечĕн мелĕпе ăна тума çук, кая юлнă. Çавăнпа та ăна проектпа мĕнле программăна, конкурса хутшăнма, çавна май грант çĕнсе илме май пуррине ăнлантарса пачĕç.
Çавăн пекех йышăну вăхăтĕнче çул, шыв, çĕр ыйтăвĕсем те пулчĕç. Николай Николаев «Федеральный центр травматологии, ортопедии и эндопротезирования» учрежденин тĕп врачĕ пулнă май, медицина ыйтăвĕсемпе килнисем те пулчĕç.
Ертÿçĕсем çак йышăнăва пынă 13 çыннăн ыйтăвне уçăмлатма, татса памалли çул-йĕре палăртма пулăшрĕç.
Н. НИКОЛАЕВА.
Сентябрь 2026 |
