Пĕрлехи информаци кунĕнче: Яваплăх чи малтанах çыннăн хăйĕн пулмалла

Категория: Главные новости Опубликовано: 20.03.2019, 15:16 Просмотров: 436

IMG 0228

 

Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн пай пуçлăхĕ Ардальон Егоров тата Муркаш район администрацийĕн ĕçĕсене ертсе пыракан Александр Краснов пĕрлехи информаци кунĕнче Мăн Сĕнтĕрте тата Мăн Хураçкара пулчĕç.

Информаци кунĕнче çынсем патне çитерме палăртнă темăсемпе калаçу пуçарнă май, Ардальон Егоров хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрчĕ.

Çулсеренех пирĕн çĕршывра çул-йĕр çинчи аварисене, пушарсене пула чылай çын вилет. Ардальон Егоров палăртнă тăрăх, 2018 çулта та çул-йĕр çинчи аварисенче 18 пине яхăн çыннăн пурнăçĕ татăлнă, Чăваш Енре - 158 çыннăн. Çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене çирĕплетсе пынăран, çĕнĕ çулсем ытларах тума, пуррисене юсама тытăннăран тата ытти ырă сăлтава пула юлашки çулсенче инкексен шучĕ чакнине, çавна май вĕсенче çынсем вилнĕ фактсем сахалланма тытăннине каларĕ.

- Çынсем хăйсен тимсĕрлĕхне пула пурнăçран уйрăлнин тепĕр сăлтавĕ - пушарсем, - терĕ информаци ушкăнĕн ертÿçи.

Вăл каланă тăрăх, Раççейре иртнĕ çулта пушарсенче 9 пине яхăн çын вилнĕ, Чăваш Енре - 78 çын. Информаци кунĕ тĕлнехи статистика çулталăк пуçланнăранпа республикăра 230 пушар тухнине, вĕсенче 18 çын вилнине кăтартса парать. Сăлтавĕсем яланхисемех: электропроводкăпа оборудовани юсавсăр пулни, вут-çулăмпа уйрăмах эрех ĕçнĕ çынсем асăрханусăр усă курни, ятарласах тивертсе яни.

- Халĕ пурте маçтăр, такам та темĕн те ăсталама пĕлет, анчах та, сăмахран, мунча кăмакине, мăрйине хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса вырнаçтарассине вара шута хуракан сахал. Çавăнпа та яваплăх чи малтанах кил хуçин пулмалла, - терĕ вăл пушар тĕслĕхĕсене илсе кăтартса.

Хăрушсăрлăхпа çыхăннă тепĕр самант - çынсем шывра путни. Ку темăна тимлĕх уйăрнă май, Ардальон Егоров иртнĕ çул республикăра 32 çын шывра путнине каларĕ, вĕсенчен пиллĕкĕшĕ – ачасем. Аслисем ытларах чухне эрех ĕçнине пула путнă пулсан, ачасем - вĕсене асăрхаманнипе тата пĕлмен çĕрте шыва кĕнипе.

В. Путитн президент хăйĕн Çырăвĕнче çынсен пурнăç çулне вăрăмлатасси пирки, çавна валли пур енлĕ калăпăшлă ĕçсем пурнăçламаллине пĕлтерчĕ: ачаллă çемьесене тĕрлĕ çăмăллăхпа тивĕçтересси, пенсие çĕнĕрен индексаци туса шутласа парасси, кредит илнин проценчĕсене пĕчĕклетесси тата ытти те. Апла пулсан çак майсемпе усă курас, пурнăç çулне вăрăмрах тума тăрăшас тесен, кашни çыннăн харпăр хăйне хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе чи малтан хăйĕн тăрăшмалла.

Çынсем хăрушсăрлăх ыйтăвĕ çивĕччисен шутĕнче пулнине ăнланаççĕ. Пурнăç условийĕсем пирки сăмах пуçарсан вара ял çыннисем çÿп-çап турттарса тухас ыйтăва çĕклерĕç. Ыйтăвĕсем ялсенче çÿп-çап валли контейнерсем вырнаçтарса лартиччен тата тÿлев тарифне пĕчĕклетиччен те пĕтмĕç пулĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем пĕлтĕрхи октябрь-ноябрь уйăхĕсенчи ыйтусем пекех: пĕр çыншăн икĕ хут тÿлессипе, контейнерсем çуккипе, тариф пысăккипе çыхăннă. Ардальон Егоров ыйтусене уçăмлатса пама тăрăшрĕ.

Мăн Хураçкасене кĕленче савăтсене ниçта та йышăнманни, инçех мар вырнаçнă Юнкă шывĕ урлă Етĕрне районне тÿррĕн тухмалли «çул» пĕтни тата ФАП ĕçлеменни пăшăрхантарать. Унта ĕçлеме фельдшер çук, çуртĕнче юсав ирттермелле иккен.

 

IMG 0227

 

Александр Краснов ыйтăва хуравланă май, юсав ĕçĕсене шыв-шур кайнă хыççăн тытăнма палăртассине каларĕ. Çапах та унта вырăнти çынна ĕçлеме илме тăрăшмаллине, фельдшерсене те малашне яла ĕçлеме кайнăшăн каялла таврăса памалла мар 500 пин тенкĕ панине пĕлтерчĕ. Апла пулсан ФАП вырнаçнă çурта юсаса пĕтернĕ çĕре фельдшер тупăнасса шанмалли кăна юлать.

Н. НИКОЛАЕВА.

 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4