«Ытти çулсенчи пекех, кăçал та районта тата республикăра иртекен мероприятисене çеç мар, ытти регионсенче иртекен фестивальсемпе конкурссене те активлă хутшăнасчĕ», - терĕ Чăваш Наци конгресĕн Муркаш районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Наталья Николаева.
Чăваш Наци конгресĕн Муркаш районĕнчи уйрăмĕн ларăвĕнче ЧНК пирĕн районти уйрăмĕн кăçалхи ĕç планĕ мĕнле пурнăçланса пынине пăхса тухрĕç.
Ларура чи малтанах Наталья Николавна Чăваш наци конгресĕн кăçалхи ĕç планĕпе паллаштарчĕ. Вăл çакна палăртрĕ. Асăннă планри меропритисем пирĕн районта та иртеççĕ. Сăмахран, кăçал пирĕн районта «Чăваш тумĕн» республикăри конкурсне ачасем хушшинче пирĕн районти пĕр-пĕр шкулта ирттерме палăртнă. Ларура ăна хăш шкулта ирттересси пирки те калаçрĕç.
Пирĕн районта пурăнакансемпе пултарулăх коллективĕсем республикăра тата унăн тулашĕнче иртекен мероприятисене те активлă хутшăнаççĕ. Кăçал та вĕсем сахал мар пулĕç. Республикăра иртекен конкурссем çинче уйрăммăн чарăнчĕç, хăш-хăш конкурссене хутшăнассине палăртрĕç. Иртнĕ çулсенче «Кĕмĕл сасă» конкурсра Москакассинче пурăнакан Евгений Тимофеев 3 вырăн, çак тăрăхран тухнă Дарья Макарова Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищинчи «Ăраскал» ансамбльпе тухса савăнтарчĕ: коллектив 1 вырăн йышăнчĕ.
Кăçал унта унта хутшăнма тивĕçлĕ кандидатурăна районти культура, архив ĕçĕсен, туризм пайĕпе пĕрле суйлама килĕшсе татăлчĕç. Мĕншĕн тесен «Чечеклен, юратна Муркаш Ен» фестиваль-конкурсра пултаруллă яш-хĕре сахал мар палăртнă.
Чăваш наци конгресĕ вĕренекенсен хушшинче те сахал мар конкурс йĕркелет. Пирĕн районти ачасем те унта хутшăнма пултараççĕ. Ку енĕпе вара районти вĕрентÿ, çамрăксен политики, физкультурпа спорт пайĕпе пĕрле ĕçлеме тĕллев лартрĕç ларура.
Чăваш наци конгресĕн вырăнти уйрăмĕн ĕç планне те тĕплĕн тишкерчĕç ларура. Унта кĕртнĕ кашни пункта пурнăçламаллине палăртрĕç.
Çакна палăртмалла. Кăçал Раççейре Театр çулталăкĕ пулнă май ку енĕпе районта чылай мероприяти ирттерме палăртнă. Чăваш чĕлхи кунĕ те çывхарсах килет. Çак тата плана кĕртнĕ ытти мероприятисене тĕплĕ хатĕрленмеллине палăртрĕç пуçтарăннисем.
Çакна так асăнмасăр иртме çук. Планпа пăхнă нумай мероприятисене ачасене явăçтарма палăртнă. Çакă вара халăх культурине, унăн йăли-йĕркине сыхласа хăварса, малалла аталантарма май парать.
Наталья Николаева планпа пăхнă кашни мероприяти çинче чарăнчĕ. Районта иртекен пĕр мероприятинчен те юлмалла маррине, вырăнти уйрăмсен те ял тăрăхĕсенче иртекен ĕçсенчен тăрса юлмалла маррине палăртрĕ.
Сентябрь 2026 |
