Пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Москакасси шкулĕнче «Туслăх хĕлхемĕ» наци культурин фестивалĕ иртрĕ. Ку фестивале районта 2011 çултанпа итрттереççĕ. Маларах фестивальте 5-9 классенче вĕренекенсем хутшăннă пулсан, иртнĕ çултан пуçласа вара 1-4 классенче вĕренекен шкул ачисем хутшăнаççĕ. Фестивалĕн тĕп тĕллевĕ ачасене тăван чĕлхен илемне курса ăна интересленсе вĕренес туртăма вăйлатасси, халăхăн культурипе, йăли-йĕркипе паллашса ăна малалла аталантарса пырасси.
Фестивале кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем пурте чăваш тумĕсемпе килчĕç, тен çавăнпа та хăйсене питех те сăпайлăн тытма тăрăшрĕç. Тĕрлĕ конкурссенче хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Чи малтан «Сăмах илемĕ» конкурсра чăваш халăх юмахĕсене е илемлĕ литратурăри хайлавсен сыпăкĕсене илемлĕн вуларĕç, сцена çинче чăваш юрри-ташшисене кăтартрĕç, «Чăваш халăх апачĕ» конкурсра проектсем хÿтĕлерĕç. Кайран вара пурте вăйă картине тухрĕç. Пĕр çавра юрласа çаврăннă хыççăн «Чăваш вăййи» конкурс пуçланчĕ. Ачасем чăваш халăх вăййисемпе паллаштарнă май ун йĕркине ăнлантарчĕç, выляса кăтартрĕç, тантăшĕсене те вăййа явăçтарма тăрăшрĕç. Чăвашсен «Сăрăлла», «Кăшманла», «Тунката», «Кăлтăр-кăлтăрла» «Акмалла» вăййисем, çăварни вăййисем ачасене питĕ килĕшрĕç. Çĕнĕ вăйăсем выляма вĕренсе çитес çул каллех фестивальте тĕл пулма калаçса татăлса уйрăлĕç ачасем пĕр-пĕринчен.
Конкурссенче çак ачасем палăрчç:
«Сăмах илемĕ» конкурсра:
1 вырăн – Соломина Ксения, Калайкасси шкулĕ, 4 класс*
2 вырăн – Бирюкова Виктория, Москакасси шкулĕ, 1Б класс*
Викторова Анжела, Турай шкулĕ, 4 класс*
3 вырăн - Волкова Валерия, Нискасси шкулĕ, 1 класс*
Волкова Ирина, Чуманкасси шкулĕ, 3 класс*
Федорова Ульяна, Йÿçкассии шкулĕ, 3 класс*
Шуйцева Мира, Мăн Хураçка шкулĕ, 4 класс.
«Чăваш юрри» конкурсра:
1 вырăн – Калайкасси шкулĕнчи 3 классра вĕренекенсен «Сывлăмпи» фольклор ушкăнĕ*
2 вырăн – Чуманкасси шкулĕнчи 2-4 классенче вĕренекенсем*
Йÿçкассии шкулĕнчи, 3 классра вĕренекенсем*
3 вырăн – Бал Милена, Афанасьев Станислав, Москакасси шкулĕ, 3Б класс*
Кондратьева Татьяна, Сорокина Кира, Мăн Сĕнтĕр шкулĕ, 3Б класс*
Нискасси шкулĕнчи 1-4 классенче вĕрененексем.
«Чăваш ташши» конкурсра:
1 вырăн – Мăн Сĕнтĕр шкулĕнчи 3Б классра вĕренекенсем*
2 вырăн – Москакасси шкулĕнчи 4 классра вĕренекенсем*
3 вырăн - Йÿçкассии шкулĕнчи, 3 классра вĕренекенсем.
Чăваш вăййи» конкурсра:
1 вырăн – Москакасси шкулĕнчи 4 классра вĕренекенсем*
2 вырăн – Турай шкулĕнчи 4 классра вĕренекенсем*
3 вырăн – Калайкасси шкулĕнчи 3 классра вĕренекенсен «Сывлăмпи» фольклор ушкăнĕ.
«Чăваш халăх апачĕ» конкурсра:
1 вырăн – Шмелева Татьяна, Турай шкулĕ, 4 класс*
2 вырăн – Тимонова Анастасия, Муркаш шкулĕ, 4 класс*
3 вырăн - Мостова Полина, Москакасси шкулĕ, 3А класс.
Сентябрь 2026 |
