«Чăваш чĕлхи» вĕренÿ кĕнекисем пичетленчĕç

Категория: Главные новости Опубликовано: 06.03.2019, 16:10 Просмотров: 397

 

«Чăваш чĕлхи хăйне евĕр хÿхĕм, хитре те илемлĕ. Унра – сар хĕвел ăшши, шăнкăр шыв юххи, тÿлек çил уççи...» – тенĕ Сантăр Аксар çыравçă тата журналист. Унăн пуянлăхĕпе тĕрĕс усă курма, ăна туйма вĕренес тесен кунсерен чăвашла калаçмалла, тăтăшах кĕнекесем вуламалла. Шкулта та чăваш чĕлхи урокĕсем интереслĕ иртеççĕ, тăтăшах çĕнĕ е хушса çĕнетнĕ вĕренÿ пособийĕсем пичетленеççĕ.

Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче О.И. Печников, М.Н. Печникова, Н.А. Краснова, Е.А. Мулюкова 8-мĕш классем валли хатĕрленĕ «Чăваш чĕлхи» тата А.В. Блинов, А.В. Егорова, Л.П. Николаева 3-мĕш классем валли çырнă «Кала-ха. Чăваш-чĕлхи» вĕренÿ кĕнекисем пичетленсе тухрĕç.

О.И. Печников тата ыттисем хатĕрленĕ вĕренÿ кĕнеки – хушса çĕнетнĕ кăларăм. Вăл И.А. Андреевпа Р.И. Гурьевăн «Чăваш чĕлхи» вĕренÿ пособийĕсене малалла тăсать. «Тăван шкул», «Чăваш халăх йăли-йĕрки», «Чăвашран тухнă паллă çынсем» тата ытти интереслĕ темăсемпе паллашнă май вĕренекенсем чăваш чĕлхин грамматикине шĕкĕлчĕç, пĕлĕве çирĕплетме тĕрлĕ хăнăхтарусем пурнăçлĕç. Кĕнеке вĕçĕнче чăвашла-вырăсла словарь пур. Кăларăма Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн хатĕрленĕ, Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви шкулсенче усă курма сĕннĕ.

А.В. Блиновăн «Кала-ха. Чăваш чĕлхи» вĕренÿ кĕнеки кĕçĕн классенче чăваш чĕлхине вĕрентекен альтернативлă кăларăм шутланать. Унччен шкулсенче Г.В. Абрамовăн «Чăваш чĕлхи» е В.И. Игнатьевăн, Н.Н. Черновăн, Л.В. Николаевăн «Чăваш чĕлхи» вĕренÿ пособийĕсемпе усă курнă. «Кала-ха» вĕренÿ кĕнеки тĕрлĕ ĕçлĕ ÿкерчĕксемпе пуян – вĕсемпе усă курса ачасен ыйтсене тĕрĕс хуравламалла, калав е диалог йĕркелемелле, предложенисене вĕçлемелле тата ытти те. Тĕпрен илсен, ку кĕнеке вĕрнекенсене чăвашла тĕрĕс калаçма, чăвашла калаçнине ăнланма хăнăхтарать. Кĕнеке вĕçĕнче чăвашла-вырăсла словарь пур. Кăларăмпа çавăн пекех чăваш чĕлхине хăв тĕллĕн вĕреннĕ чух, кружоксенче е факультативсенче усă курма юрать.

 

Ольга ФЕДОРОВА,

Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4