Пĕрлехи информаци кунĕнче: Фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлчĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 20.02.2019, 16:25 Просмотров: 298

Открытие ФАП

 

Уйкас Янасал ял тăрăхĕнче ял çыннисен пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе, демографи лару-тăрăвĕпе паллашасси, ку енĕпе Раççейре, Чăваш Республикинче мĕнле ĕçсем туса ирттернине каласа парасси,  пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнасси тĕп вырăнта пулчĕ. Кунта килнĕ ĕç ушкăнне ЧР Сывлăх сыхлав министерствин «Республикăри медицина катастрофи» бюджет учрежденийĕн тĕп врачĕ Ольга Краузе ертсе пычĕ. Вĕсем Етĕрне районĕнчи «Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр» директорĕн çумĕпе Ираида Димитриевăпа Ваçкассинче фельдшерпа акушер пунктне уçнă çĕре хутшăнчĕç.

- Ача çуралать-тăк ял пурăнать. Апла пулсан ялта пурăнаканăн сывлăхĕшĕн тăрăшасси те малти вырăнта пулмалла. Çакна хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне тухнă кăçалхи Çырăвĕнче те палăртса хăварчĕ, - терĕç  район пуçлăхĕпе Игорь Николаевпа Уйкас Янасал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Светлана Никифорова.

 

Зав ФАП1

 

Тултанах çĕнĕ сăн кĕнĕ фельдшерпа акушер пунктĕнче пире кунта ĕçлекенсемпе ял çыннисем тата Муркашри тĕп больницăн тĕп врачĕпе  Н. Кожевниковпа тĕп медсестри Э. Авилова кĕтсе илчĕç.

Муркашри тĕп больницăна иртнĕ çул капиталлă юсав ĕçĕсем валли 11 миллион тенкĕ килнĕ. Çак укçа-тенкĕ Ваçкассинчи фельдшерпа акушер пунктне тĕпрен юсаса ĕçе кĕртме те май панă. Паян вара 8 çула яхăн хупă тăнă сывлăх учрежденийĕ Ваçкассинче, Купăрляра, Сосновкăпа Кĕртекассинче пурăнакан 530 çынна пăхса тăма пуçларĕ. Çав йышран 89-шĕ ачасем пулни ФАПăн пĕлтерĕшне ÿстерет кăна.

 

Участковый

 

Ял çыннисем хăйсен мал туртăмлă ĕçĕпе çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçни - çирĕп малашлăх палли. Çакна курсан, ялсем аталаннипе паллашсан, ялсен малашлăхĕ курăнать. Фельдшерпа акушер пунктне уçма хутшăннисем кашниех хăйĕн сăмахĕнче çакна çирĕплетрĕç.

 

Ветеран

 

Информаци ушкăн ертÿçин О. Краузен комментарийĕ:

- Ял çыннисем пĕр йышпа пурăннине курсан чун савăнать. Ку вăл пирĕн çынсем малашлăхпа пурăннине çирĕплетет. Вырăнти пуçлăхсем демографи лару-тăрăвĕпе ăнлантару, сывлăх сыхлавĕпе тăтăшах конкретлă ĕçсем туса ирттерсен çынсен ыйтăвĕсем те сахалланĕç. Кунта РФ Президенчĕн Владимир Путинăн ырă пуçарăвĕсем те, унпа килĕшÿллĕ хамăр республикăра пурнăçланакан ĕçсем те сахал мар. Вĕсене малашлăха пăхса халăх патне вăхăтра çитермеллине В. Путин нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче Раççейăн Федераллă Пухăвне тухнă Çырăвĕнче те палăртрĕ. Ку ыйтупа Ваçкасси ял тăрăхĕнче паянах çанă тавăрса ĕçлени курăнать. Сакăр çула яхăн хупă тăнă фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлни тата вырăнта пурăнакансене йышăнма пуçлани - маларах каланин çивĕч тĕслĕхĕ. Кунта ĕçлеме те вĕсем вырăнти çыннах тупнă: Надежда Тимофеева медсестра - Ваçкассисемех. Ку ырă шанăç парать.

 

Мед катастроф

А. БЕЛОВ.      

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4