Муркашсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Çырăвне сÿтсе яваççĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 23.01.2019, 15:58 Просмотров: 291

Бычков

 

Михаил Бычков, депутатсен район Пухăвĕн депутачĕ, предприниматель:

- Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура палăртнă кашни саманчĕ республика аталанăвĕпе, шайлашулăхĕпе çыхăннă. Çулсеренех вăл экономика секторĕ çине, инвестици явăçтарасси çине уйрăм тимлĕх тăвать.

Вăл республикăри ĕç калăпăшне ÿстерсе тата сотрудниксен йышне хăпартса пыракан, ĕç укçине вăхăтра тÿлекен ăнăçлă ĕçлесе пыракан предприятисене уйрăммăн асăнчĕ. 2020 çул тĕлне 250 миллиард тенкĕрен пĕчĕк мар инвестици явăçтарма задача лартрĕ. Çакна эпĕ питех те пысăк калăпăшлă ĕç тесе хаклатăп. Çавна май пирĕн республика татах та вăйланса, аталанса пырĕ, хушма ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕç.

Ют çĕршывсемпе килĕштерсе ĕçлеме тĕллев лартрĕ, çак çулта тулашри суту-илÿ таварçаврăнăшне ÿстерме палăртрĕ. Ку задачăна пурнăçлас тĕлĕшпе «Химпром», «Сеспель» тата ытти предприятисен продукцийĕсене вырнаçтарассинче партнер хутшăнăвĕсене çирĕплетни вырăнлине асăнчĕ.

Пирĕн районти «Сеспель» предприятие ырă енчен асăнни те питĕ кăмăллă пулчĕ. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, иртнĕ çулта пирĕн район малтанласа палăртнипе 4869473 пин тенкĕлĕх тавар туса илнĕ, вăл шутра промышленноç предприятийĕсен продукцийĕ - 4079915 пин тенкĕлĕх, кунта шăпах та асăннă предприяти тÿпи тĕп пайĕ шутланать. Çавăн пекех вăл çĕнĕрен те çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелет, çакă çынсемшĕн питех те лайăх, ĕç укçи пысăк.

Эпĕ хам та предприниматель пулнă май, Республика Пуçлăхĕ бизнес аталанăвĕ валли ăнăçлă условисем туса парассинче, хушма ĕç вырăнĕсем тăвассинче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тухăçлăхне ÿстерме тĕллев лартнине ырлатăп. Апла пулсан çитес вăхăтра пирĕн валли условисем татах та меллĕрех пулĕç.  

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4