Муркашсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Çырăвне сÿтсе яваççĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 23.01.2019, 15:58 Просмотров: 357

Смирнов

 

Николай Смирнов, Муркашри вăтам шкул директорĕ:

- Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçалхи Çырура та вĕренÿ сферинче курăмлă ырă улшăнусем пуласса пĕлтерчĕ. Çакă çĕнĕ ача сачĕсем, шкулсем тăвассипе, вĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетессипе, хушма пĕлÿ тата професси пĕлĕвне илессинчи сулмаклă утăмсемпе çыхăннă. Юлашки çулсенче ку тĕлĕшпе республика правительстви питĕ анлă ĕçлесе пырать.

Михаил Игнатьев Чăваш Ен вĕренÿ пахалăхĕн наци шайĕнчи тата тĕнче шайĕнчи тишкерĕвĕсене активлă хутшăннине каларĕ. Тĕслĕх вырăнне вĕренÿ пахалăхĕн наци тишкерĕвне хутшăнса республикăри ачасен математика, вырăс чĕлхи тата тăван тавралăх предмечĕсемпе Раççейри вăтам кăтартуран пысăкрах кăтартусем пулнине асăнчĕ.

Пирĕн Муркаш шкулĕ те, район администрацийĕ тата республика ертÿлĕхĕ пулăшнипе вăхăт ыйтнă пек аталанса пырать. Çакна кура ачасен вĕренÿ пахалăхне хаклакан кăтарту шайĕ те ÿссе пырать.

2017-2018 вĕренÿ çулĕнче вĕренÿ пахалăхĕн наци тишкерĕвне хутшăнса пирĕн шкул ачисем республикăри вăтам кăтартуран пысăкрах балсем илме пултарчĕç, патшалăх пĕрлехи экзаменĕсенчи кăтартусем те республикăри вăтам кăтартусенчен чылай пысăк. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче хими предмечĕпе, унччен маларах вырăс чĕлхипе патшалăх пĕрлехи экзаменĕсенче пирĕн вĕренекенсем 100-шер балл пухма пултарчĕç. Çулсеренех Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадин республика тапхăрне хутшăнакансем нумайланса пыраççĕ. Хальхи вăхăтра та олимпиадăн республика тапхăрне тĕрлĕ предметпа пурĕ 14 ача хутшăнать. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнчи олимпиадăра Раççей шайĕнче 1 призер тата республика шайĕнче 6 призер пулчĕ.

Çакăн пек çитĕнÿсем пĕтĕмпех çĕршыв ертÿлĕхĕ, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй те, республика ертÿлĕхĕ тата, паллах, Мрукаш район администрацийĕ инвестицисене çынна аталантарма явăçтармаллине ăнланнăран, панă сăмаха ĕçпе çирĕплетме пултарнăран пулса пыраççĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4