Муркашсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Çырăвне сÿтсе яваççĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 23.01.2019, 15:00 Просмотров: 314

Лаптев

 

Анатолий ЛАПТЕВ,

Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

- Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн çулленхи Çырăвĕ вăл хамăрăн республикăн малашлăхри тĕп утăмĕсене палăртакан пĕлтерĕшлĕ документ пулса тăрать. Мĕншĕн тесен республика ертÿçи Çырура иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетсе хак панипе пĕрлех умра тăракан стратеги пĕлтерĕшлĕ ыйтусене те пысăк тимлĕх уйăрчĕ.

Республикăра пурăнакан кашни çыннăн пурнăç условийĕсене лайăхлатса пырассинчен пĕлтерĕшлĕрех задача хальхи вăхăтра пулма пултарайманни пирки палăртрĕ Михаил Васильевич. «Пирĕн патшалăх политикин пироритечĕсем вĕсем уççăнлăх тата тĕрĕслĕх, хамăрăн граждансен пурнăç пахалăхне ÿстересси пулнă, малашне те ку çаплах пулĕ», - терĕ вăл. Ытти ыйтусем, пĕтĕмĕшле илсен, пĕтĕмпех çакăнпа çыхăннă. Лайăхрах пурăнасси, хамăрăн пурнăçа пурăнма меллĕрех тăвасси вара ытларах чухне пуринчен тата кашнинчен килет. Хамăрах пуçаруллă та мал туртăмлă пулнинчен. Çак чăнлăха ниепле те манма юрамасть.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн «О реализации на территории Чувашской Республики проектов развития общественной инфраструктуры, основанных на местных инициативах» Указĕ пирки чарăнса тăрас килет. Пирĕн ял тăрăхĕн территорийĕнче пурăнакансем вырăнти çулсене юсассипе пуçарулăх бюджечĕн мелĕ питĕ вырăнлă пулнине аван туйса илчĕç. Çапла майпа 2018 çулта Токшик ялĕнчи Центральная урам çулне вак чул сарса йĕркене кĕртме май килчĕ.

Кăçалхи плансем те калăпăшлă. Вырăнти çулсене юсассипе 2019 çул валли республика комиссине харăсах икĕ проект сĕннĕччĕ. Иккĕшĕ те комисси витĕр тухма пултарчĕç. Çапла вара кăçал Вомпăкасси ялĕнче Чăршкасси урамĕнче тата Лап Олкаш ялĕнчи Центральная урамра çулсене юсама шухăшлатпăр. Паллă ĕнтĕ, çынсен хăйсен те укçа-тенкĕ сахалах мар пухма тиврĕ. Апла пулин те вĕсем çакă пĕтĕмпех хăйсемшĕн пулнине аван ăнланаççĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4