Чечеклен, юратнă Муркаш ен!

Категория: Главные новости Опубликовано: 18.01.2019, 14:37 Просмотров: 411

Чечеклен, юратнă Муркаш ен!

 

Январěн 15-мěшěнче йăлана кěнě йěркепе Муркашри культура çуртěнче «Чечеклен, юратнă Муркаш ен!» фестиваль-конкурс пулса иртрě. Фестивале районти «Муркаш» халăх фольклор ансамблě çумěнче йěркеленнě ачасен «Шăпчăк» ушкăн, «Муркаш» халăх фольклор ансамблě, Çурлатринчи «Çеçпěл» эстрадă ансамблě хăйсен пултаруллăхěпе паллаштарчěç Куракансене уйрăмах ачасен «Выртмара» курăну килěшрě. Кăçалхи çул Раççей Федерацинчи театр çулě пулнă май çак композиции уйрăмах вырăнлě пулчě. Ачасен вăйăри юрри-ташшисене куракансем пысăк хак пачěç.

«Муркаш» халăх фольклор ансамблě те хăйěн çěнě программипе куракансене савăнтарчěç. Тури чăвашсен юрри-ташши кашнинех килěшрě. Туй юррисен ярăмне хамăр тăрăхри юрăсенчен хатěрленě. Туй пуçсен юрри, туй арăмěсем шилěке кěнě юрăсем, хěре илсе тухса кайнă юрăсем, хěре каччă килне илсе килнě юрăсем, такмаксем, ташăсем кашнин чуннех хускатрěç.

Юлашкинчен Муркаш ял тăрăхěн пуçлăхě Мясников Андрей Валериевич пултаруллě ачасен «Шăпчăк» фольклор «Муркаш» халăх фольклор ансамбльне «Çеçпěл» эстрадă ушкăнне малалла та пысăк çитěнÿсем сунса тав çырăвěсем парса хавхалантарнă.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4