«Чăваш Ен тăрăх - Çĕнĕ çул çул çÿревне!»

Категория: Главные новости Опубликовано: 04.01.2019, 14:43 Просмотров: 2208

IMG 0688

 

Çĕнĕ çул пирĕнтен кашнинех çĕнĕ шанăç, çĕнĕ ĕмĕт парнелет. Ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ: «Çĕнĕ çула мĕнле кĕтсе илетĕн - çулталăка та çапла ирттеретĕн». Апла пулсан республикăра пурăнакан вуншар та вуншар çыншăн вара çĕнĕ çултан ыррине кăна кĕтме, лайăххине шанма сăлтав çук мар.

Пирĕн республикăра 2016 çултан тытăнса «Чăваш Ен тăрăх - Çĕнĕ çул çул çÿревне!» проект пурнăçа кĕрет. Проекта хутшăнса кирек камăн та республикăри районсемпе хуласенче иртекен массăллă уяв мероприятийĕсене хутшăнма май пур.

Кăçалхи çул çÿрев январĕн 4-мĕшĕнче харăсах виçĕ муниципалитетра - Çĕнĕ Шупашкар хулинче, Шупашкар тата Муркаш районĕсенче старт илчĕ. Муркашра хăнасене çав кун Тури чăвашсен музейĕнче кĕтсе илчĕç. Кунта пухăннисем сăн ÿкерчĕксен «Серебром украшена земля» выставкипе, ал ĕç ăстисен «Сувенир от мастера» выставкипе интересленсе паллашрĕç. «Шăпчăк» фольклор ушкăнĕ авалхи чăвашсен вăййине кăтартрĕ. Йÿçкассисен «Сурăм» фольклор ушкăнĕ вара авал чăваш хĕрĕсем Сурхури каçне мĕнле ирттернине, юмăç янине сăнларĕ.

 

IMG 0738

 

Çĕнĕ çул уявĕ умĕн районта ачасем хушшинче тĕрлĕрен конкурссем иртнĕ. Конкурссене хутшăнса малти вырăнсене тивĕçнисене дипломсемпе сертификатсем парса чысларĕç. Çав кунах музейра маçтăр-классем те иртрĕç.

 

IMG 0700

 

Уяв мероприятийĕсем ача-пăча библиотекинче те пуян пулчĕç. Районăн паллă вырăнĕсем, унăн паллă çыннисем, ĕçпе вăрçă паттăрĕсем, спортра тата ытти сферăра пысăк çитĕнÿсем тума пултарнисем пирки пĕтĕмпех кунта пĕлме май пулчĕ. Районăн мухтавлă çыннисене «Люди - главное богатство района» выставкăра çутатрĕç.

 

IMG 0759

 

«Сывлăх» ФСК патĕнче - районăн тĕп елки патĕнче Хĕл мучипе Юр пикен резиденцийĕ ĕçлерĕ. Хĕл мучипе Юр пике уява пухăннисене саламларĕç, районти культурăпа кану учрежденийĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Уява пухăннисем, Хĕл мучисемпе Юр пикесем канат туртса та вăй виçрĕç.

 

IMG 0813

 

 

Çамрăк техниксен станцийĕнче çав кун «Мастерица», «Эврика», «Юный конструктор» ятпа ăс-хакăлпа пултарулăх конкурсĕсем иртрĕç, «Сывлăх» ФСК-ра вара шкулсенчи арçын ачасен командисем çамрăксен парламенчĕн кубокне çĕнсе илессишĕн волейболла выляссипе ăмăртрĕç.

«Чăваш Ен тăрăх - Çĕнĕ çул çул çÿревне!» уяв маршрутне январĕн 5-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри хули йышăнать, тепĕр кунне - Улатăр. Етĕрне районĕнче уяв мероприятийĕсем январĕн 6 - 7-мĕшĕсенче иртеççĕ. Çĕрпу районĕнче те уява хутшăнакансем январĕн 7-мĕшĕнче савăнĕç.

В. ШАПОШНИКОВ.

 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4