Пĕрлехи информаци кунĕнчен

Категория: Главные новости Опубликовано: 20.12.2018, 11:05 Просмотров: 329

IMG 0488Декабрĕн 19-мĕшĕнче районта, пĕтĕм республикăри пекех, Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Информаци кунне ирттерме пирĕн района Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров ертсе пыракан ушкăн килчĕ. Информаци ушкăнĕсем ял çыннисемпе, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕç, 2019 çулта ял пенсионерĕсен пенсийĕсене ÿстересси, РФ Правительствин «О поощрении субъектов Российской Федерации за достижение высоких темпов роста экономического потенциала территорий» хушăвĕ, Раççей Президенчĕ В. Путин «Единая Россия» партин XVIII съездĕнче палăртнă çĕршыв аталанăвĕн тĕп задачисем, РФ Социаллă страховани фончĕн «Прямые выплаты» пилот прекчĕ пирки ăнлантарса пачĕç, çынсен ыйтăвĕсене хуравларĕç. Çавăн пекех палăртнă тĕп ыйтусемсĕр пуçне тĕл пулусенче сăмах сотовой çыхăнупа, Интернет сечĕпе усă курса граждансен банк карттисем çинчен укçа-тенкĕ вăрлассине асăрхаттарасси, Çĕнĕ çул уявĕсем вăхăтĕнче пушар тухасран сыхланасси, коммуналлă хытă каяша пухса тирпейлессин çĕнĕ системи пирки те калаçу пулчĕ.

Вениамин Петров район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ростислав Тимофеевпа çав кун Ярапайкасси ял тăрăхĕнче пулчĕ. Тĕл пулусене çавăн пекех район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ Зоя Дипломатова, районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станци ертÿçи Николай Яковлев, Ярапайкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Жуков хутшăнчĕç. Ял çыннисемпе йĕркеленĕ тĕл пулусем Шуркасси, Шурча, Сыпай ял клубĕсенче, Ярапайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта иртрĕç. Ярапайкасси шкулĕнче тата кунти «Радуга» ача садĕнче çак кунсенче модуль котельнăйсем хута янă. Информаци ушкăнĕн членĕсем çĕнĕ объектсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, Зоя Дипломатова вара котельнăйсене хута ярассипе хастар пулнисене вĕренÿ пайĕн Хисеп грамотисене парса чысларĕ.

Тĕл пулусем активлă иртрĕç. Мĕншĕн тесен информаци кунĕнче сÿтсе явма кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен ытларахăшĕ ял çыннине тÿрремĕнех пырса тивет. Нумайăшне çитес çултан тытăнса ял пенсионерсен пенсийĕсене ÿстересси интереслентерет. Кама, мĕн чухлĕ ÿстерсе парĕç; Мĕнле документсем хатĕрлемелле; Пур ыйту çине те тĕплĕ хурав илме пултарчĕç тĕл пулусене хутшăнакансем. Республика тĕп хулин представителĕ ăнлантарса панă тăрăх, ял пенсионерĕн пенсийĕн фиксированнăй виçи 25 процент е 1333 тенкĕ те 55 пус ÿсесси, тĕпрен илсен, виçĕ условирен килет: çын 30 çултан кая мар ял хуçалăхĕнче ĕçлени пулмалла, обязательнăй йĕркепе ялта пурăнмалла тата ĕçлемен пенсионер пулмалла. Маларах пенси илме тытăннă ял пенсионерĕсен, енчен те вĕсен 30 çул таран ял стажĕ пуррине çирĕплетни пур пулсан, ниçта кайма та, нимĕнле документ хатĕрлеме тата заявлени çырма та кирлĕ мар. Пĕтĕм информаци пенси фончĕн базинче пур. Кун пеккисене çитес çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пенсие ÿстерсе тÿлеме тытăнĕç. Камăн 30 çул таран ял стажĕ кăштах пуçтарăнмасть, тен тата шута илмен ĕç тапхăрĕсем пур - кун пеккисен çитес çул документсем хатĕрлесе пенси фончĕн районти клиент службине çитме тивет. Çитес çул хушшинче 30 çул ял стажĕ пуррине çирĕплетнисене пурне те январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса пенси ÿсĕмне хушса тÿлĕç.

Çулталăк вĕçлниччен вăхăт нумаях юлмасть. Çавна май информаци кунĕн темисене çутатнă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев хăйĕн сăмахĕнче кĕскен район аталанăвĕн кăçалхи кăтартăвĕсем çинче те чарăнчĕ. Тĕрлĕ программăсене хутшăнса çулсене йĕркене кĕртессипе, социаллă сфера учрежденийĕсене юсассипе туса ирттерме май килнĕ ĕçсем курăмлă. Федерацин «Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă çул-йĕр» программипе кăçал район çулĕсене 24 километр юсанă, ĕçсене 110 млн тенкĕлĕх пурнăçланă. Пуçарулăх бюджечĕн мелĕпе те ял çыннисем вырăнти çулсене юсама анлăн усă кураççĕ. Кăçал 3 шкулăн спортзалне тĕпрен юсама май килнĕ. Çитес çул кун пек ĕçсене татах 2 шкулта туса ирттерме палăртнă. 3 культура учрежденийĕнче юсав ĕçĕсем ирттернĕ, Шомик шкулне тĕпрен юсанă. Юнкă шкулĕнче çĕнĕ спортзал хута кайиччен вăхăт нумаях юлман. Ярапайкасси шкулĕпе ача садĕнче модуль котельнăйсем çак кунсенче хута янă. 23 çамрăк çемье, 2 специалист тата ял территорийĕнче ĕçлесе пурăнакан тепĕр çамрăк патшалăх пулăшăвĕпе усă курса хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă.

Район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ Зоя Дипломатова пĕлтернĕ тăрăх, районти вĕренÿ организацийĕсен пурлăхпа техника базине лайăхлатма министерство шайĕнчен 22 млн тенкĕ уйăрса панă.

Банк карттисемпе уйрăмах тимлĕ пулмалли, хĕллехи вăхăтра, Çĕнĕ çул уявĕсем вăхăтĕнче пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пурнăçламалли пирки те тĕл пулусенче çирĕп калаçу пулчĕ. Ултавçăсен серепине çакланса хăйсен укçи-тенкине çухатакансем тăтăшах тĕл пулаççĕ. Кун пеккисен çавна манма кирлĕ мар: хальхи вăхăтра тапăри сыр татăкĕ те ямăтти пулма пултараймасть.

Пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсем уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Пушарсенче кăçал республикипе 71 çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Вăл шутран 62-шĕ ÿсĕрле пирус туртнă. Кашни 6-мĕш пушар мунча çуннипе çыхăннă. Районта вара 37 пушарта 4 çын вилнĕ.

Тĕл пулусенче йăла каяшне тиесе ăсатассипе, пенси системинчи улшăнусемпе, шыв пăрăхĕсене тытса тăрассипе, ялта интернет çыхăнăвне йĕркелессипе, çĕр участокĕсемпе усă курссине саккунлă йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене хускатакансем пулчĕç, пурин çине те тулли хурав илме пултарчĕç.

В. ШАПОШНИКОВ.

 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4