Декабрĕн 12-мĕшĕнче, Раççейри граждансене йышăнмалли пĕрлехи кунра, Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев 12.00 сехетрен пуçласа граждансене йышăнма тытăнчĕ.
Çак кун йышăнăва пынă çынсенчен ытларахăшĕ ялти çулсене тăвассин ыйтăвне çĕклет. Акă Хорнуй ял тăрăхĕнчи Николай Дачко та Шаптак ялĕнчи урамри çул ыйтăвĕпех килнĕ, Уйкас Апаш ялĕнчи çынсем те ялта йĕркеллĕ çул тăвассишĕн çунаççĕ.
Ростислав Тимофеев ыйтусене хуравланă май, хальхи вăхăтра çул тăвассипе вĕсен пĕлтерĕшне кура, тĕрлĕ программа ĕçленине палăртрĕ. Юлашки вăхăтра ялсенчи çулсене пуçарулăх бюджечĕн мелĕпе хăвăртрах тума май пуррине ăнлантарчĕ, çулсеренех май килнипе район бюджечĕпе ял тăрăхĕсен бюджечĕсенчи укçа-тенкĕне те çул тăвас ыйтăва татса пама янă тĕслĕхсене илсе кăтартрĕ.
Ыйтусене конкретлăрах хуравлас тĕлĕшпе Ростислав Тимофеев ЧР транспорт министрĕпе видеоçыхăнăва та тухрĕ.
Йышăну малалла пырать.
Сентябрь 2026 |
