Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса Чăваш Республикинче йăла каяшне пухса тирпейлессин çĕнĕ системипе усă курма пуçларĕç. Коммуналлă хытă каяша пухса тирпейлеме республикăра регион операторне çирĕплетнĕ. Ку вăл – МВК «Экоцентр» ООО, Çĕнĕлĕх пурнăçа кĕнĕ тапхăрта, яланхи пекех, çынсене хумхантаракан ыйту сахал мар. Çавна шута илсе Чăваш Республикин Строительство министерстви вулакансем ытларах чухне хускатакан ыйтусем çине хуравсем хатĕрленĕ. Вĕсемпе хамăрăн вулакансене те паллаштарасшăн.
– Квитанцисем иккĕ пулни пирки ыйту нумай. Калăпăр, çын пропискăра пĕр вырăнта тăрать, пурăнасса вара пачах тепĕр вырăнта пурăнатьĕ, унăн харпăрлăхĕнче пурăнмалли çурт-йĕр иккĕ, хулара – хваттер, ялта – уйрăм çурт. Яла вара çу кунĕсенче кăна кайкаласа килет.
– Каяшшăн тÿлессине çирĕп палăртнă. Енчен те çын хваттерте пропискăра тăрать пулсан, счета пропискăна кура ярса параççĕ. Харпăрлăхра вара хваттерсĕр пуçне пурăнмалли çурт татах пур, анчах та унта никам та пропискăра тăмасть пулсан, счета харпăрçăсен шутне кура ярса параççĕ. Гражданин хăй чăннипе ăçта пурăнать, каяшшăн та çавăнта тÿлеме тивĕç. Енчен те çын пропискăра хваттерте тăрать, анчах та унта пурăнмасть пулсан, унăн регион операторĕ патне заявленипе тухмалла пулатьĕ Ăна каяшшăн тÿлемелли суммăна çĕнĕрен шутласа пама тивĕç. Çын чăннипе пропискăра кăтартнă вырăнта пурăнманнине вара кашни 6 уйăхрах çĕнĕрен документсем илсе çирĕплетес пулать. Пĕр çыннăн икĕ тÿлев пулмалла мар.
Çын конкретлă адреспа пурăнни е пурăнманни пирки ял тăрăх администрацийĕнче е ертсе пыракан компанире справка илмелле пулать, ку документпа «Экоцентр» ООО регион операторĕн офисне пыма тивет. Адресĕ, Шупашкар хули, Мускав проспекчĕ, 19-мĕш çурт, 11-мĕш корпус, 2-мĕш пÿлĕм. Телефонсем, 59-00-12, 70-92-27, факс 62-33-77, Документсене электрон адреспа та ярса пама пулать (Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript.). Телефонпа шăнкăравласа тухма май çукки пирки калаççĕ. Чăннипех те шăнкăрав питĕ нумай. Çавна май шăнкăрав йышăнакан операторсен йышне ÿстерĕç.
Сăмах май, республикăри ытларах районта регион операторĕн уполномоченнăй представителĕсем пур. Ытларах çĕрте вĕсем район администрацийĕн çуртĕнче. Граждансем унта шăнкăравлама кăна мар, хăйсем пыма, хăйсене интереслентерекен ыйту çине хурав илме пултараççĕ. Çывăх вăхăтрах регион операторĕн сайтĕнче (https://mvkecocenter.ru) пур представителĕн адресĕпе телефонне те тупма май пулĕ. Регон операторĕ пĕлтернĕ тăрăх, çынсен пени пирки шикленме кирлĕ мар, куçăм тапхăрĕнче – 3 уйăхран тытăнса 6 уйăх таран – пени шутласа памĕç.
– Çынсем час-часах çапла каланине илтме пулать, «Пирĕн патра каяш пухма контейнерсем çук, квитанци вара ярса пачĕç ĕнтĕ».
– Йăлари хытă каяша пухма контейнер площадкисем йĕркелесси – вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тивĕçĕ. Çакна РФ Правительствин 2018 çулхи августăн 31-мĕшĕнчи 1039-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе пăхса хунă. Халĕ, куçăм тапхăрĕнче, контейнерсем вырнаçтарса çитереймен пирки, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене каяша михĕсене пухассине йĕркелеме сĕннĕ.
Хăш-пĕр ялта халĕ каяш пухмалли вырăнсене палăртаççĕ тата йĕркелеççĕ. Каяша ял тăрăхĕсен территорийĕсенчен тиесе тухмалли графика çирĕплетеççĕ. Çапла вара çынсем йăла каяшне миххе пухса палăртнă уйрăм вырăна кайса хураççĕ. Графикпа пăхнă кун автомашина килет те каяш миххисене тиесе каять. Енчен те ялта контейнер площадки тата контейнер çук пулсан, каяша михĕсемпе тиесе ăсатассине пăхса хунă. Каяша тиесе кайнă пулсан, услугăпа тивĕçтернĕ шутланать.
Контейнер площадкисем пирки калас пулсан, ку ыйтăва çитес çул туллин татса пама май килĕ. Хальхи вăхăтра пур районта та контейнерсем мĕн чухлĕ кирлĕ пулассине, вĕсене вырнаçтармалли вырăнсене уçăмлатаççĕ. Çавна валли регион бюджетĕнчен тата хушса финанслассин шучĕпе вырăнти бюджетран укçа-тенкĕ уйăрассин ыйтăвне правительство шайĕнче пăхса тухма палăртаççĕ.
Тĕпчев çавна кăтартса парать. Каяш турттаракан ятарлă автомашинăсем (регион операторĕ явăçтарнă организацисен техники) хăш-пĕр ял тăрăхĕсен территорийĕсенчен каяша тиесе тухман. Енчен те ку е вăл уйăхра территорирен каяша тиесе тухман пулсан, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ акт çырма тивĕç. Тÿлев суммине çапла майпа çĕнĕрен шутласа парĕç. Ку услугăшăн тÿленисен те пăшăрханма кирлĕ мар, акта кура тепĕр уйăхра тÿлев суммине çĕнĕрен палăртĕç.
– Çапла калакансем пур, «Ялта каяш нумай пухăнмасть. Апат-çимĕç каяшне выльăха тăрантарма усă куратпăр е тислĕк купи çине ăсататпăр, кивĕ хут таврашне тата е хăрăк-марăка – кăмакана. Пластик кăна юлать. Вăл вара уйăх хушшинче пĕр михĕ епле пухăнтăр?»
– Коммуналлă хытă каяш пухăнассин нормативне Чăваш Ен Строительство министерствин хушăвĕпе çирĕплетнĕ. Расчет тунă чухне Раççей Строительство министерствин сĕнĕвĕсене шута илнĕ, çынсем пурăнакан тăватă вырăнта (Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕрпÿ тата Çĕрпÿ районĕнчи Вăрманкас Кĕçтемĕр ялĕ) шутлав ирттернĕ. Расчет тунă чухне çынсем пурăнакан вырăнсенче, вăл шутра ялсенче те, çулталăк хушшинче каяш мĕн чухлĕ пухăннине шута илнĕ. Чăннипех те ял çыннисем каяшăн пĕр пайне хăйсемех утилизацилеççĕ. Анчах та регион операторĕ ĕçе тытăннă вырăнсенче вара,тĕлĕнмелле пулин те, каяш пухăнасси темиçешер хут та ÿссе кайнă. Апла пулсан хальхи вăхăтра ялсенче те каяш пур. Йĕри-тавра тинкеререх пăхăр-ха, вăрман тăрăхĕсене, çырмасене пĕтĕмпех çÿп-çаппа тата йăла каяшĕпе тултарса лартнă вĕт-ха. Тепĕр чухне тата каяша, вăл шутра пластик каяшне те, çунтаракансем те çук мар. Ку вара экологие сиен кÿни пулать. Апла пулсан ял çыннисем те малашне каяша ытларах централизациленĕ майпа ăсатĕç. Енчен та халĕ çын мĕн те пулин хăех утилизацилет пулсан, малашне апла тума кирлĕ те пулмĕ. Çитменнине пурăна киле каяша уйăрса пухмалла та пулĕ. Регион операторĕн задачи – коммуналлă йăла каяшне турттарса тăрассине Чăваш Республикин пĕтĕм территорийĕнче, вăл шутра 1740 ял-хула территорийĕнчен турттарса тăрассине йĕркелесси, Чăваш Республикинче вара каяш пухăнассин нормативĕ Атăл тăрăхĕнчи федераци округĕнчи регионсем хушшинче чи пĕчĕкки. Çынсем хулара е ялта пурăннине пăхмасăр пурин валли те пĕр пек услови туса парас тесе пĕрлехи норматива çулталăкне пĕр çын пуçне 2,02 кубла метр тесе палăртнă. Ку вăл çулталăкне 215,84 килограмм е пĕр куна 600 грама яхăн. Апла пулсан уйăхне пĕр çын пуçне 74 тенкĕ те 44 пус тÿлемелле.
В. ШАПОШНИКОВ хатĕрленĕ.
Алексей МАТРОСОВ,
район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — капиталлă строительство тата общество инфраструктурине аталантарассин пайĕн пуçлăхĕ:
– «Экоцентр» ООО регион операторĕн представителĕ пирĕн районта та пулать. Вăл ĕçлеме тытăнсан представитель ăçта вырнаçни, унпа çыхăнмалли телефон номерĕ пирки вулакансене çийĕнчех пĕлтерĕпĕр. Харпăр хăйне интереслентерекен ыйтупа ун патне кашнинех пыма май пулĕ.
Пирĕн районта ялсенчен каяш тиесе тухассипе «Экоцентр» ООО услугипе «Моргаушское» пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕ тивĕçтерет. Ял тăрăхĕсенчен каяш турттарса тăма ятарлă график туса хатĕрленĕ. Аяларах вулакансене унпа паллаштаратпăр.
Сăмах май, шăматкунпа вырсарникун «Моргаушское» пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕ ялсенчен йăла каяшне тиесе тухмасть.
ГРАФИК ВЫВОЗА ТВЕРДЫХ КОММУНАЛЬНЫХ ОТХОДОВ ПО СЕЛЬСКИМ ПОСЕЛЕНИЯМ МОРГАУШСКОГО РАЙОНА
Дни недели Наименование сельских поселений Понедельник Вторник Среда Четверг Пятница Сятракасинское, Ильинское 1-ая неделя месяца, 3-ая неделя месяца Александровское, Чуманкасинское 1-ая неделя месяца, 3-ая неделя месяца Москакасинское, Шатьмапосинское 1-ая неделя месяца, 3-ая неделя месяца Юнгинское 1-ая неделя месяца, 3-ая неделя месяца Хорнойское 1-ая неделя месяца, 3-ая неделя месяца Орининское 2-ая неделя месяца, 4-ая неделя месяца Тораевское, Ярославское 2-ая неделя месяца, 4-ая неделя месяца Кадикасинское 2-ая неделя месяца, 4-ая неделя месяца Ярабайкасинское Большесундырское 2-ая неделя месяца, 4-ая неделя месяца Моргаушское 2-ая неделя месяца, 4-ая неделя месяца Юськасинское 2-ая неделя месяца, 4-ая неделя месяца
ГРАФИК ВЫВОЗА ТВЕРДЫХ КОММУНАЛЬНЫХ ОТХОДОВ ПО СЕЛЬСКИМ ПОСЕЛЕНИЯМ МОРГАУШСКОГО РАЙОНА
|
Дни недели |
|||||
|
Наименование сельских поселений |
Понедельник |
Вторник |
Среда |
Четверг |
Пятница |
|
Сятракасинское, Ильинское |
1-ая неделя месяца, 3-ая неделя месяца |
|
|
|
|
|
Александровское, Чуманкасинское |
|
1-ая неделя месяца, 3-ая неделя месяца |
|
|
|
|
Москакасинское, Шатьмапосинское |
|
|
1-ая неделя месяца, 3-ая неделя месяца |
|
|
|
Юнгинское |
|
|
|
1-ая неделя месяца, 3-ая неделя месяца |
|
|
Хорнойское |
|
|
|
|
1-ая неделя месяца, 3-ая неделя месяца |
|
Орининское |
2-ая неделя месяца, 4-ая неделя месяца |
|
|
|
|
|
Тораевское, Ярославское |
|
2-ая неделя месяца, 4-ая неделя месяца |
|
|
|
|
Кадикасинское |
|
|
2-ая неделя месяца, 4-ая неделя месяца |
|
|
|
Ярабайкасинское Большесундырское |
|
|
|
2-ая неделя месяца, 4-ая неделя месяца |
|
|
Моргаушское |
|
|
|
|
2-ая неделя месяца, 4-ая неделя месяца |
|
Юськасинское |
|
|
|
|
2-ая неделя месяца, 4-ая неделя месяца |
Сентябрь 2026 |
