Хисеп хăми уçăлчĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 23.11.2018, 15:56 Просмотров: 408

DSC08103Çатракасси ял тăрăхĕнчи Кашмаш ялĕпе Хуракасси выççăлккинче пурăннă тата паян та пурăнакан нумай ачаллă амăшĕсене хисеплесе Кашмашри Культура çуртĕнче Хисеп хăми уçăлчĕ. Çак ятпа чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче кунта пысăк уяв иртрĕ. Ял тăрăхĕн депутачĕ Анатолий Белов уява пынисене малтанах асăннă Хисеп хăмине уçнă чух ума тухнă йывăрлăхсемпе тата вĕсене çĕнме пулăшнă çынсемпе паллаштарчĕ. Пĕччен-иккĕн тумалли ĕç мар çакă. 167 амăшĕн ятне кĕртнĕ Хисеп хăми çинче ачисен ячĕсемпе тата вĕсем мĕн ÿсĕмре пулнисемпе çывăх паллашма пулать.

Тĕплĕнрех каласан Хисеп хăминче 5 ачаран пуçласа 11 ача таран çуратса ÿстернĕ 61 амăшĕн сăн ÿкерчĕкĕ пур. Вĕсенчен иккĕшĕ - Ольга Михайловна Ершовăпа (1922 - 1995çç) Мария Кирилловна Поликарпова (1918 - 1989çç) мăшăрĕсемпе килĕшÿллĕ пурăнса 11 тата 10 ача çуратса ÿстерсе «Ача-амăш героиня» ята тивĕçнĕ. Вĕсен ырă тĕслĕхне малалла аталантаракан 116 çемьере паян 3 - 4-шар ача ÿсет.

Хисеп хăми уçни ялшăн хăйне евĕр уяв пулчĕ терĕмĕр. Çакна тума Кашмашри Культура çурчĕ çумĕнчи художество пултарулăх коллективĕпе тата Çатракассинчи вăтам шкулти «Задоринки» ташă ушкăнĕ пысăк ăсталăх кăтартрĕç.

DSC08108Уяв каçĕ ăна йĕркелеме хутшăннисем пĕрле ларса чĕй ĕçнипе вĕçленчĕ. Уява йĕркеленĕ çĕрте Культура çурчĕн ертÿçи Роза Николаева, Ольга Семенова библиотекарь, алă ĕç ăстисем Марс Димитриевпа Игорь Перлов пысăк пулăшу панине палăртатăп.

Хисеп хăми çинчен вара сирĕн çине аннĕрсем кашни кун пăхаççĕ, сăнаççĕ, сирĕншĕн пĕрле савăнаççĕ.

- Анне пăхать-иç ман çине! Епле çамрăк вăл кунта тата мĕнле кăмăллă! - амăшĕсемпе тĕл пулса калаçрĕç уява пынисем.

Ыттисем валли те халĕ çул уçă кунта.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4