«Айтăр, Муркашрах юлатпăр»

Категория: Главные новости Опубликовано: 23.11.2018, 11:00 Просмотров: 452

IMG 8026Ноябрĕн 22-23-мĕшĕсенче Раççейри Центросоюз Чăваш Ен Правительствипе килĕштерсе «Новая кооперация - основа развития малых городов и сел» пĕтĕмĕшле ятпа мероприятисен циклне йĕркелерĕ. Çавна май Раççейри потребкоопераци ертÿçисемпе журналистсем Чăвашпотребсоюз тытăмĕнчи малта пыракан райпосен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Вăл шутра - Муркаш тата мăн Сĕнтĕр райповĕсемпе те.

Муркаш райповĕн объекчĕсемпе паллашма çитнĕ ушкăн чи малтанах «Фиеста» кану центрĕнче пулса кунти залсемпе паллашрĕ. Хыççăн «Центральный» суту-илÿ комплексĕнчи аптекăра, кафере тата лавккара пулчĕ. «Стройхозтовары» лавкка, сĕт йышăнакан пункт, «Бриз» ресторан - район центрĕнчи чылай объекта çитсе курчĕç хăнасем.

IMG 8031Райпо тытăмĕн ĕçне шалтан пĕлекенсем, Чăваш Ене курма, вĕренме, опытпа паллашма килнĕскерсем, Муркаш райпо канашĕн председательне Борис Андреева ыйту çине ыйту пачĕç - пуринпе те кăсăкланчĕç. Тĕрлĕ объектра райпо правленийĕн председателĕ Роза Скворцова, Вера Капитонова тĕп экономист, «Моргауши-Хлеб» пĕрлешĕвĕн директорĕн çумĕ Надежда Трихалкина та чылай ыйтăва хуравларĕç.

Миçе тенкĕ тăкакланă, укçа-тенкĕ çаврăнăшĕ мĕнле, вăтам ĕç укçи мĕн чухлĕ, автопаркри техника йышĕ, аптека ертÿçинче провизор ĕçлени, кану центрĕнчи услугăсемпе ашшĕ-амăшĕсем час-часах усă кураççĕ-и, «Фиестăри» çамрăк мăшăрсен пÿлĕмĕ чăнах та тупăш парать-и тата ытти пирки те тĕпчерĕç. Пĕтĕмпех интереслентерчĕ вĕсене, Тюмень, Хабаровск, Самара, Брянск, Байкал тăрăхĕсенчен тата ытти чылай регонтан Муркаша килнĕ хăнасене.

«Фиестăра» пулнă май хăнасем яллă вырăншăн ку питĕ чаплă объект пулнине, харăсах пур категорие те тĕрлĕ услугăпа тивĕçтерме пултарнипе савăнса тĕлĕннине пытармарĕç. Кунти банкет залĕнчи вăтам чек хакне, менюпа хăтлăха шута илсен, клиентсене парне панипех танлаштарчĕç.

«Центральный» суту-илÿ комплексĕн лавккинче хăнасем ĕçтешĕсемпе юлташĕсем валли парне тесе наци бренчĕсем пулса тăнă тавара туянчĕç. «Муркашсем укçине те «тума» пĕлеççĕ, çаврăнăшĕ те пур», - терĕç курни-илтни хыççăн хăнасем пĕр-пĕринпе калаçнă май.

«Стройхозтовары» лавккара вара, районта халăха строительство материалĕсемпе тивĕçтерекенсем райпосăр та чылай пулнине пĕлсен, муркашсем вăйлă конкуренци тума пултарнипе тĕлĕнчĕç.

«Эпир кунта курнипе Муркаш райповĕшĕн савăнатпăр çеç. Муркашсем Чăваш Енре лидер пулнине чăнах та ĕнентерчĕç паян. Автоматизаци, ăста кадрсем – пĕтĕмпех пур», - терĕ Брянск облаçĕнчен килнĕ Валерий Прохорец.

IMG 8090Сĕт йышăнакан пунктра та пĕр-пĕринпе калаçмалли вĕсен чылай пулчĕ. Кунти ĕçе мĕнле йĕркелени пирки Александр Волков тĕплĕ каласа кăтартрĕ. Ăна итленĕ хыççăн Мордовирен килнисем, сăмахран, сĕте унта Муркашри пек килти хушма хуçалăхсенчен мар, ытларах агрофирмăсенчен йышăнаççĕ иккен. «Пирĕн халăхăн ун чухлĕ ĕне çук», - терĕç вĕсем. Бурятирен килнĕ хăна та сĕт цехĕн ĕçĕпе питĕ кăсăкланчĕ, халăха мĕн вăхăтра укçа тÿлесе татнипе, производство йĕркелеме шухăшланипе интересленчĕ.

«Бриз» ресторан та хăнасенче ырă туйăмсем вăратрĕ.«Айтăр, Муркашрах юлатпăр», - тесе шÿтлесерех калакансем те пулчĕç райпосен представителĕсем хушшинче.

Муркаш райповĕн ĕçченĕсемшĕн çак кун экзамен пулчĕ тейĕн. Мĕншĕн тесен ĕçтешĕсем хыççăн Муркаша журналистсен пысăк ушкăнĕ çитрĕ. Вĕсен ыйтăвĕсем вара укçа-тенкĕ тавра кăна пулмарĕç.

IMG 8044Журналистсем «Фиестăра» чарăнчĕç, кунти залсенче пулса курчĕç. Банкет залне «Путинăн та кун пек чаплă зал çук пулĕ» тесе хакларĕç. Çамрăк мăшăрсен пÿлĕмĕ килĕшнине «Муркаш райповĕ демографи лайăхлатассишĕн те тăрăшать иккен» тесе шÿтлесерех палăртрĕç. Ача-пăча кану уйрăмĕнче журналистсем футболла та выляса пăхрĕç. «Ачасем кунта хаваспах килнине халĕ хамăр та ĕнентĕмĕр», - терĕç вĕсем.

Пĕтĕмпех хăйсен куçĕпе курнă хыççăн Муркаш райповĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа кăтартакан цифрăсем вĕсен пуçĕнче çăмăллăнах вырнаçни палăрчĕ. Таçта та пулса темĕн те куракансем «Муркашсем маттур» тесе пĕтĕмлетнинче иккĕленме кирлĕ мар пулĕ.

Н. НИКОЛАЕВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4