Мăн Сĕнтĕр райповĕн ĕçĕпе паллашрĕç

Категория: Главные новости Опубликовано: 22.11.2018, 16:44 Просмотров: 478

Центросоюз-2Мăн Сĕнтĕр райповĕн мал туртăмлă ĕçĕпе районта ĕçлекенсемпе республикăра пурăнакансем çеç мар Раççей Тĕп Союзĕн представителĕсем те паллашма хирĕç пулманни савăнтарать.

Чÿк уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта Раççейри потребительство пĕрлĕхĕсен представителĕсем РФ Центросоюз Канашĕн анлă ларăвне ирттереççĕ. Лару теми - «Пĕчĕк хуласемпе ялсен аталану никĕсĕнче çĕнĕ коопераци йĕрки».

ПродуктыЫранхи кун аталанăвĕ хамăр туса ирттернине епле пĕтĕмлетнинчен, умри ĕç-хĕл çине эпир паян мĕнле пăхнинчен, тĕллевĕмĕрсене татса парассипе çак самантра епле ĕçленинчен пуçланать.

ПродукцияПаян ялта пурăнакан кашни çын килти хушма хуçалăха аталантарса çемье бюджетне пуянлатассишĕн тăрăшать. Ку ĕçре вара хушма хуçалăха аталантрма пулăшу параканпа килĕшÿ тупасси, туса илнĕ продукцие тухăçлă вырнаçтарасси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна ялта пурăнакансем лайăх ăнланаççĕ. Халĕ каланине витĕр курса тăрса Мăн Сĕнтĕр райповĕ хăйĕн кулленхи ĕçĕнче те ял çыннисемпе тачă çыхăну тытассине мала кăларса пырать. Халĕ каланине шута хурса асăннă ларăва хутшăнакансен пĕр ушкăнĕ чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче практикăлла çулçÿревпе Мăн Сĕнтĕр райповĕн магазинĕсенче пулса курчĕ, кунта пайщиксемпе ĕçлессине епле йĕркеленипе паллашрĕ.

- Ялти магазинсем халăхпа тачă тытса ĕçленипе суту-илÿ планне тултарса пыни яр уççăн курăнать. Пурнăçланă ĕçшĕн унăн виçипе пахалăхне кура ĕç укçи тÿлени вырăнлă пулнине пĕр сутуçă та пытармарĕ. Апла пулсан Мăнсĕнтĕрсем тĕрĕс çул çинче. Кун çумне хатĕрлев ĕçне икĕ еншĕн те меллĕ йĕркеленине ырă енчен палăртса хăваратăп. Кунта Мăнсĕнтĕрсенчен вĕренмелли пур, - терĕ РФ Центросоюз Канашĕн представителĕ Д. Кузнецов.

Промтовары- Магазинран магазина иртнĕ май кăмăл ырă енне ÿссе çеç пырать. Пурте çакăн пек ĕçлесен пурнăç шайĕ те тепĕр утăм малалла кайнă пулĕччĕ. Райпо Канашĕн председателĕ Л. Майкова каласа панисемпе сутуçăсен, магазин ертÿçисен сăмахĕсем тÿр килни суя валли вырăн пулманнине çирĕплетеççĕ, - кăмăллă калаçать Свердловск облаçĕнчи потребсоюз Канашĕн председателĕ В. Валянский.

Центросоюз-1- Райпо ертÿçисемпе сирĕн сутуçăсем халăх йăли-йĕркине манманни савăнтарать. Эсир питĕ çирĕп çурт-йĕр çавăратăр. Сирĕн çул хĕрринчи сервиза аталантарасси лайăх вăй илнĕ. Çакă Калайкассинчи «Фортуна» суту-илÿпе гостиница центрĕнче пулса курсан, уйрăмах аван курăнать, - пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне РФ Центросоюз Канашĕн председателĕн канашçи С. Абабков.

РФ потребкооперацин наукăпа тĕпчев институчĕн директорĕ Наталья Гончаренко вара автоматизаци ыйтăвĕпе анлă ĕçлени килĕшнине палăртрĕ.

ЦсоюзХăнасем Шомикри суту-илÿпе, Калайкассинчи «Фортуна» утăмĕсемпе паллашнă хыççăн Москакассинчи çĕвĕ ценĕн тата аптекăн ĕçĕ-хĕлĕпе, Мăн Сĕнтĕрти хатĕрлев пункчĕн тата культмагăн тавар çаврăнăшĕпе паллашрĕç. Кашни коллективăн ĕçĕпех кăмăллă юлчĕç.

А. БЕЛОВ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4