Пĕрлехи информаци кунĕ: сывлăхлă пулма майсем ытларах

Категория: Главные новости Опубликовано: 21.11.2018, 16:39 Просмотров: 469

IMG 0326Пĕрлехи черетлĕ информаци кунĕ республикăра ноябрĕн 21-мĕшĕнче иртрĕ. Пĕлтерĕшлĕ çак мероприятие ирттерме республика тĕп хулинчен Муркаш районне Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров ертсе пыракан ушкăн килчĕ. Информаци ушкăнĕсем ял тăрăхĕсене çитсе ял çыннисемпе, предприятисемпе организацисен ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕç, ял çыннисен ыйтăвĕсене хуравларĕç. Информаци кунĕн темисем шутĕнче вара Чăваш Республикинче медицина пулăшăвĕпе усă курма пултараслăха тата унăн пахалăхне лайăхлатасси, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисем тăвассин тата модернизацилессин программисене пурнăçа кĕртесси, 2018 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче иртекен граждансене йышăнмалли пĕтĕм Раççей кунĕ пирки пулчĕç. Кунпа пĕрлех тĕл пулусенче коммуналлă хытă каяша тиесе ăсатассин çĕнĕ йĕрки çине куçасси пирки те сăмах пычĕ.IMG 0369

Вениамин Петров район администарцийĕн пуçлăхĕпе Ростислав Тимофеевпа çав кун Чуманкасси тата Йÿçкасси ял тăрăхĕсенче пулса ял çыннисемпе йĕркеленĕ тĕл пулусене хутшăнчĕ. Телее шăпах Чуманкассинчи тата Йçкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсенче çав кун капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ хыççăн хăйсен сăн-сăпатне тĕпрен çĕнетсе улăштарнă спортзалсене савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Вениамин Ивановичпа Ростислав Николаевич ачасене, шкул коллективĕсене çак хаваслă пулăмпа саламларĕç, Раççей тата республика шайĕнче юлашки çулсенче вĕренÿ сфери çине тимлĕх ытларах та ытларах уйăрнине палăртрĕç. Тĕрлĕрен программăсене хутшăнса çĕнĕ шкулсем хута яраççĕ, киввисене юсаççĕ, вĕренÿ учрежденийĕсен пурлăхпа техника бази çирĕпленсе пырать, ачасен хăйсен сывлăхне çирĕплетме, спортпа туслă пулма майсем ытларах. Чуманкасси тата Йÿçкасси шкулĕсенче кăçал спортзалсене тĕпрен юсама май килни те çавна лайăх çирĕплетет.

IMG 0407

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4